Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

М.М.Костина (хĕр чухнехи хушамачĕ Горбатова) – ялти ятлă учитель, шкулта 37 çул ачасене пĕлӳ панă. Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралнăскер, вăл ашшĕн, Михаил Викторович Горбатовăн, ĕçне малалла тăснă. Ашшĕ вăрçăччен шкулта учитель тата директор пулса ĕçленĕ. 1930 çулсенче колхозсем тунă çĕре хастар хутшăннă. Вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕреннĕ çынсене вăл вăхăтра тылра хăварма та пултарнă, анчах Михаил Викторович кунпа килĕшмен. Шел, каялла таврăнма пӳрмен ăна шăпа.
1941 çулта Мария Михайловнăн амăшĕ те йывăр чирпе чирленĕ хыççăн сывалайман. Çапла виçĕ ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Асли Марье 16 çулта, иккĕмĕшĕ Митя – 11-те, кĕçĕнни Роза 8 çулта. Аслашшĕпе тăван мар асламăшĕ вĕсене пăхса ӳстернĕ. Марьен ытларах хăйĕнчен пĕчĕкрех шăллĕпе йăмăкне пăхма тӳр килнĕ. Ыттисем пекех вĕсен çемйи те вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă пурăннă. Мĕнле йывăр пулсан та, Марье вĕренме тăрăшнă, ашшĕ пекех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ялти çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Аксу педучилищине вĕренме кĕнĕ.
1944 çулта педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн ăна Ереп ялне пуçламăш шкула ĕçлеме янă. Унта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Алексеевски районĕнчи Солонцы шкулне куçарнă. Пысăк мар кăна пĕр урамлă чăваш ялĕ пулнă вăл. Шкул йывăçран тунă кивĕ çуртра вырнаçнă. Вăл вăхăтра ялта электричество пулман-ха, краççын лампипе усă курнă. Ялĕ айлăм вырăнта ларнă пирки çурлă-кĕрлĕ вăхăтра çуртсене шыв илнĕ. 1950 çулта çуркунне ял пĕтĕмпех шыв айне пулнă. Вара ял çыннисем урăх çĕре пурăнма куçнипе ял пĕтнĕ. Мария Михайловна вара каялла Аксу районне таврăннă. Кунта вăл çак çултах Унтакшăран Аксăва хăнана пынă çамрăк каччăпа Алексей Костинпа паллашнă. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ вĕсем. Çапла Унтакшă ялĕнче тепĕр çемье çуралнă.
Мария Михайловна тивĕçлĕ канăва кайичченех, малтан Çĕмĕртлĕре, унтан Емелькинăра, кайран Унтакшăра ачасене вĕрентнĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах хăйĕн çемйинче те ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралса пынă. Мĕнле чăтнă-ши çак хĕрарăм? Ирхине ирех тăрса кăмака хутма, выльăх пăхма, ачисене çитерме ĕлкĕрмелле, унтан 3-4 çухрăма шкула çуран кайса уроксем ирттермелле.
– Ĕçе кайсан ачусене кампа хăвараттăн? – тесе ыйтрăм унран пĕррехинче.
– Никампа та, – пулчĕ унăн хуравĕ. – Аслисем кăшт ӳссен кĕçĕннисене пăхатчĕç. Алексей, тракторист пулнăскер, ялан колхозраччĕ, унăн вăхăчĕ пулман. Çапла ӳсрĕç ман ачасем. Турра шĕкĕр, пурте сывă, çын ăшне кĕчĕç.
Шкул ĕçĕсĕр пуçне ялта агитатор та пулса ĕçленĕ эпир учительсем, колхоз пухăвĕсене çӳренĕ, ял халăхĕпе тĕрлĕ доклад, калаçу ирттернĕ, хире ачасемпе çум çумлама, çĕр улми кăларма кайнă, килĕрен заем çыртарса çӳренĕ. Ку ĕç вара питĕ те йывăрччĕ. Çынсене заем çырăнма ӳкĕтлемелле. Мĕн кăна тӳссе ирттермен пуль эпир? Ĕç укçи те пирĕн питĕ сахалччĕ, пурпĕр ачасене уроксем хыççăн хăварса та вĕрентеттĕмĕр, ялти клуб ĕçне те хутшăнаттăмăр. Нихăçан та, никамран та пулăшу ыйтса тăман, ĕçленĕ те ĕçленĕ...
Нушине нумай тӳсме тивнĕ Мария Михайловнăн. 1980 çулта пушарта вĕсен çурчĕ тĕппипех çунса каять. Нимсĕр тăрса юлнă çемьене çĕнĕрен пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма питĕ йывăр пулнă. Анчах ял-йыш пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе çĕнĕ çурт лартма хал çитернех Костинсем.
Çын евĕрлĕ пурăнма тытăнсан тепĕр инкек сиксе тухать. 1985 çулта çемье пуçĕ вилсе каять. Вăрçă суранĕсем хăйсен ĕçне турĕç пуль çав. Хуйхă çине хуйхă. Нимĕн те тума çук, чăтмаллах хĕрарăмăн. Хуйха пусарма ăна ачисем пулăшаççĕ.
Мария Михайловна мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем хăй пекех пурте ĕçчен. Аслă ывăлĕ Евгений отставкăри подполковник, Владивостокра пурăнать, тепĕр ывăлĕ Леонид Анат Камăра ĕçлет, вăл пурнăçлайман ĕç çук. Володьăпа Аркаш – трактористсем. Хĕрĕ Люба 30 çула яхăн Анат Кама хулинче штукатур-маляр пулса ĕçлет. Ачисем пурте çемьеллĕ. Хальхи вăхăтра Мария Михайловнăн 11 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук. Кинĕсемпе кĕрӳшĕсене хисеплесен вĕсен çемйинче пурĕ 33 çын.
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Мария Михайловнăн 85 çулхи юбилейне паллă турĕç. Питĕ хаваслă иртрĕ менелник. Тата тепĕр савăнăç та пулчĕ вĕсен кăçал, вăрçă ветеранĕн мăшăрĕ пулнипе Мария Михайловнăна Анат Кама хулинче икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Хальхи вăхăтра вăл çак хваттерте пурăнать.
– Эпĕ телейлĕ, ватăлмалăх кунра мана çак хваттерте пурăнма Турă хушрĕ. Тавтапуç Раççей Президентне Д.Медведева!» – тет вăл.
Эпир те Мария Михайловнăна çак пысăк юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатпăр.
 
: 1396, Хаçат: 51 (885), Категори: Çемье

Комментарисем:

Андрей Михайлов (2010-12-21 13:53:15):
Питĕ кăмăллă хамăр ялсемă çинчен вулама.Тавтапуç Наталья Зотеевана!!!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: