Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эх пурнăç, пурнăç, 90 пăрăнăç тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Çын çитмĕлте пурнăçăн миçемĕш пăрăнăçне çитет-ши? Пирĕн ялти Валя аппа та çитмĕле çывхарать, ватлăх кунра нумай хуйхă-суйхă йăтăнса анчĕ ун çине.
Пĕчченех ывăлпа хĕр пăхса ӳстерсе иккĕшне те çемьеллĕ турĕ. Халĕ унăн 6 мăнук, анчах ир такăнсан каçчен тени тĕрĕсех пуль çав. 2005 çулта ывăлĕ машинăпа аварие лексе вилчĕ. Çак кунран такăнчĕ те Валя аппан пурнăçĕ. Виçĕ ачапа тăрса юлчĕ унăн кинĕ. Хуйхине хунямăшĕ пек йĕрсе пусарас темерĕ çав вăл, ĕçке ерчĕ. Унччен те сыпкалама юратакан хĕрарăма сăлтавĕ пысăк пулчĕ çав. Кашни кун ĕçрен (фермăра ĕçлетчĕ) ĕçсе килекен пулчĕ. Чараймарĕ хунямăшĕ кинне. «Ан ĕç, тархасшăн, санăн виçĕ ача вĕт, вĕсене ӳстермелле, çын тумалла», – тесе тархаслани те пулăшмарĕ. Çамрăк хĕрарăм пушшех асса кайрĕ. Ачисен пенси укçипе ĕçме тытăнчĕ. Ĕçсе килсен ачисене хĕнеме пуçларĕ. «Ма çуралтăр эсир?» – тесе хурлантарчĕ. Ачисем асламăшĕ хыçне пытансан, хунямăшĕ çине алă çĕклеме те вăтанмарĕ. Ачисемпе асламăшĕ вăл ĕçрен килессе хăраса кĕтсе тăчĕç. Ӳсĕр килнине курсан килĕнчен тухса тарма пуçларĕç.
Иртĕхнĕ хĕрарăм кунпа кăна лăпланмарĕ-ха, пĕрле ĕçекенсене килне пуçтара пуçларĕ. Хунямăшне ирĕксĕр ĕçтересшĕн пулчĕ. Ват çын вара кинĕ килнине курсан килтен тухса каякан пулчĕ. Çапла Валя аппа виçĕ çул нушаланчĕ, пăрахса кайĕччĕ – мăнукĕсене шел.
Кинĕ вара йĕркерен ытларах тухса пычĕ, килне таврăнми пулчĕ, хусах арçынсем патне килĕрен çӳрерĕ. Укçи пĕтсен тин килне таврăнкаларĕ. Çитсе кĕрсенех арçын пек урма пуçларĕ. Тӳсеймерĕ Валя аппа, кинне ял хутлăхĕн кантурне чĕнтерчĕ. Унта ĕçмелле мар, ачисемпе хунямăшне хĕнемелле мар тесе алă пустарчĕç, çук, пулăшмарĕ. Кинĕ ял хутлăхĕн кантурĕнчен тухсанах лавккана кĕрсе эрех илсе тухрĕ те ферма еннелле уттарчĕ, каллех ӳсĕр таврăнчĕ. Ним тăвайман енне Валя аппа участковăйпа калаçса пăхас терĕ. Лешĕ вара: «Унăн еркĕнĕ эпĕ пулсан мĕн тăвăпăр? Кинӳ асса çӳресен те унăн ĕçĕ», – терĕ çеç.
Ку сăмаха ял хутлăхĕн пуçлăхĕ умĕнче каларĕ милиционер, çапла «хӳтĕлерĕ» хунямана вырăнти власть. Виçĕ ача хăр тăлăха юласса шутлама пĕлмерĕç. Шанчăка çухатнă асанне килне таврăнчĕ те ларса йĕчĕ.
Хĕрĕх тăватă çул почтальонкăра ĕçленĕ ĕç ветеранĕн хуйхине никам та ăнланмарĕ. Валя аппа вара ниçтан пулăшу кĕтмелли çуккине ăнланса районти социаллă хӳтлĕх уйрăмне çул тытрĕ.
Ăшшăн кĕтсе илчĕç ăна районта, тимлĕн итлерĕç, ăнланчĕç. Пырса тĕрĕслеме пулчĕç, шантарчĕç. Чăн та, темиçе хутчен те килсе тĕрĕслерĕç вĕсем, амăшĕ пур çĕртех хăр тăлăха юлнăскерсене ачасен çуртне илсе кайма шутларĕç. Асламăшĕ мăнукĕсене пăхнине шута илсе çеç килте хăварчĕç, амăшне вара юсанма, ăс кĕме ултă уйăх срок пачĕç. «Çак вăхăтра ĕçме чарăнмасан ачусемсĕр юлатăн», – тесе хыттăн асăрхаттарнине суд тусах çирĕплетрĕç. Судра çамрăк хĕрарăм ӳкĕннĕ пек пулчĕ. Анчах ĕçме çавах пăрахмарĕ, юлашкинчен килтен те тухса кайрĕ. Ачасем асламăшĕпе тăрса юлчĕç.
Вăхăт иртет, вăхăт шăвать. Аслă мăнукĕн салтака кайма та ят тухрĕ, амăшĕ çавах килне таврăнмасăр ĕçсе çӳрерĕ. Ачисем шырама кайсан та тупаймарĕç. Хусах арçынсем е пĕрле ĕçекенсем патĕнче пытанчĕ вăл. Ывăлĕн салтака кайма 2 кун юлсан тин (ачи йăлăннипе) килне таврăнчĕ хĕрарăм. Анне мар, чисти арçури тейĕн, ĕçе-ĕçе çын сăнĕ те юлман унăн.
Миçе çын чĕри ыратрĕ-ши çавăн чухне? «Анне çакăн пек пулать-им?!» – хĕрхенсе пăшăлтатрĕç салтак ăсатма килнисем.
Çук, ăса пурпĕр кĕмерĕ амăшĕ, татах тухса кайрĕ, халь ĕнтĕ кӳршĕ ялсенче ĕçсе çӳре пуçларĕ. Амăшĕ те, пĕр тăван йăмăкĕсем те чараймарĕç асса кайнă хĕрарăма.
Халь ĕнтĕ тепĕр хут суд туса ачасене асламăш çине куçарчĕç. Пĕртен-пĕр тĕрев пулса юлнă асламăшне итлеççĕ ачасем, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Лайăх пăхать Валя аппа мăнукĕсене. Çитмĕле çитет пулин те çуртне тытса пырать, ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп усрать. Ачисем выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшаççĕ. Çурт-йĕрне те çĕнеткелесех тăрать. Ял-йыш хисеплет Валя аппана.
Ку уйăхра (Турă пулăшсан) килĕнче ăна пысăк савăнăç кĕтет. Аслă мăнукĕ, сержант пулма тивĕçнĕскер, салтакран таврăнмалла.
– Мана кĕçĕннисене пăхма çăмăлтарах пулĕччĕ, – тет Валя аппа.
Чыс та мухтав сана, Валя аппа, мăнукусене йывăрлăхра пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшнăшăн. Ан ватăл, яланах тĕреклĕ пул, мăнукусене çемьеллĕ тăвиччен сывлăхпа пурăн. Халь вĕсен тĕрекĕ, ашшĕ-амăшĕ те, асламăшĕ те эсĕ. Сана ял-йыш та, тăванусем те сума сăваççĕ, хисеплеççĕ, юратаççĕ.
 
: 943, Хаçат: 51 (885), Категори: Асăрханăр – симĕс çĕлен

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: