Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Историе, авалхи пулăмсене хаклакан çырусем час-часах килеççĕ «Сувара». Хăш чухне авторсен шухăшĕсем редакциннипе тӳр килмесен те, вĕсем гипотеза шайĕнче кун çути курма тивĕç тесе шутлатпăр.
Редакци.
«Сувар» (47№, 19.11.2010) хаçатра Нина Ратаевăн «Аваллăх йĕрĕпе» статйине вуларăм. Эпĕ те ваттисенчен Хусана чăвашсем йĕркелесе янă тесе калаçнине пĕрре кăна илтмен. Хусан чăнах та «хуса ярсан», «хăваласа ярсан» сăмахран пырать.
Пирĕн тăрăха тапăнса килнĕ Тамерлан Пăлхар хулине тӳрех илеймен. Хула сыхлакансем вăйлă çапăçнă, тăшмана парăнман. Вĕсем хулана илме тапăнакан Тамерлан салтакĕсене темиçе хутчен те хула стенисем патĕнчен каялла чактарнă. Анчах хула сыхлакансен речĕсем кашнинчех чакса пынă. Çавăнпа Пăлхара тытса илнĕ те. Паттăрла çапăçнине курса тĕлĕннĕ Тамерлан пĕр кунра хулана пăрахса кайма ирĕк парать. Çак ирĕкпе усă курмасан – чĕрĕ юлнă хула сыхлакансене пĕри юлмиччен вĕлерме сăмах парать. «Хулана пăрахса кайсан сире пĕр талăк шырамăп. Талăк иртсен шыраттарăп. Тупсан сире вĕлерĕç», – асăрхаттарать Тамерлан. Пăлхар хулине тăшманран сыхлакансенчен кнеçпе унăн хуралĕ кăна сывă юлнă пулнă. Хурал çыннисем пурте чăвашсем пулнă. Вĕсем хуларан юланутпа тухса каяççĕ. Лашисене кăшт та кантармасăр пĕр талăк сиккипе тараççĕ Тамерланран. 24 сехетрен çакскерсем чарăнса канса илме шутлаççĕ. Каласа хунă пекех пĕр талăкран Тамерлан хăйĕн салтакĕсене шырама ярать. Анчах вĕсем шырава тухсанах вăйлă çумăр пуçланать, тарнисен йĕрĕсене çуса юхтарать. Çапла вара, Тамерлан салтакĕсен хуçи патне нимсĕрех таврăнма тивет.
Тарнисем вара канма чарăннă вырăна пурăнмах юлаççĕ, ăна «Хуса ярсан» ят параççĕ.
Анчах чăвашсем Хусан хулине çеç никĕслемен – Царицын, Саратов хулисене те пуçарса янă. Саратов хули «сарă ту» сăмахсенчен пуçланса кайнă.
Нумаях пулмасть Волгоград хулине Царицын ята тавăрмалла тетчĕç. Анчах Царицына патша мар, чăвашсем никĕсленине пĕлсен ку ыйтăва хупрĕç. Шел, карттă çинче тепĕр чăваш хули «тупăнатчĕ». Царицын вара «сарă çын» сăмахсенчен пулса кайнă. Сарă сăмах яланах тĕсе кăтартмасть, чăваш чĕлхинче вăл чипер, хитре тенине пĕлтерет. «Сарă хĕр» – чипер хĕр, «сарă ту» – хитре ту.
Саратов облаçĕн чиккинче Безенчук ятлă хула пур. Çак хулана та чăвашсем пуçласа янă. Пирĕн халăх мĕн авалтан çĕр сухаласа тырă акнă. Шăтнă калчана çумран тасатнă. Çумĕ вара – мăян, йытпырши, пиçен. Куçса килнĕ чăвашсем пĕр хирте чарăнаççĕ, тавралăха тĕпчеççĕ. Хирсене пăхса çӳрекенсем тăванĕсем патне таврăнсан савăнăçлăн «пиçен çук» тесе пĕлтереççĕ. Çакăнтан вара Безенчук пуçланса каять.
Димитровград хулин ячĕ ĕлĕкрех Мелекесс пулнă. Ăна та чăвашсем никĕсленĕ. «Милĕк касси» сăмахран Мелекесс пулса кайнă.
Пирĕн эрăри 400-мĕш çулсенче Атилла ятлă вăйлă патша пулнă. Ун патшалăхĕнче чăвашсем те пурăннă. Хăш-пĕр историксен версийĕпе «Атăл» сăмах Атилла ятĕнчен тухнă пулать.
Çĕнĕ эрăри 834 çулта Саркел хулине никĕслеççĕ. Вăл хазар каганачĕн тĕп хули пулнă. Хула ячĕ «хитре кил, тăван кил» чăваш сăмахĕсемпе пĕр килет. Ĕлĕк чăвашсене хасарсем темен-ши?
Паллах, кун пек тĕслĕхсене малалла та тăсма пулать. Халăхра: «Чăваш историне ĕне çисе янă», – теççĕ. Ман шутпа çакă тĕрĕс мар. Чăваш халăхĕн историне питĕ вăйлă тĕпченĕ. Эпĕ пирĕн халăхăн историне «ĕне çисе янине» ĕненместĕп. Шел, Саркел вырăнĕ шыв айне юлнă. Чăваш халăхĕн легендисен вырăнĕсене сухалаççĕ, çĕрпе тан тикĕслеççĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн историне ан пĕлтĕр тенĕнех туйăнать.
 
: 1261, Хаçат: 51 (885), Категори: Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: