Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Николай Ашмаринăн асаилĕвĕ)
(Вĕçĕ. Пуçл. 42, 43, 47№№.)
Чăваш словарьне 1896 çултах хатĕрлеме пуçларăм. Çакна тума эпĕ малтанах çав вăхăтра чăвашла пичетленсе тухнă изданисемпе, чăвашсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсемпе усă куртăм. Ун хыççăн И.Я.Яковлевпа Ф.Н.Никифоров тата ыттисем панă чăвашла ал çырусене тимлĕн вулама пуçларăм. Çаксемсĕр пуçне эпĕ Ĕпхӳ кĕпĕрнине кĕрекен Пелепей уесĕнче, Шупашкар уесне кĕрекен Тĕрлемесре, Чикме уесне кĕрекен Шибачевра, Тури тата Хурăн Олгашра, Аслă тата Кĕçĕн Карачкинăра, Курмыш уесĕнчи Турханта, Мыслецра, Чертаганра тата ытти вырăнсенче пулса словарь валли материал пухрăм, паллах, çакăнпа пĕрлех фольклор материалне те пуçтарнă. Хусанта тĕл пулакан чăвашсенчен питĕ нумай сăмах çырса илтĕм. Словаре вăрçă пуçланичченех пичетлеме пуçланă, анчах А сас паллиллĕ икĕ кĕнеке кăна тухса ĕлкĕрейрĕ, пĕтĕмпе 320 страница.
Чăваш автономи республикин çутĕç халăх комиссариачĕ çине тăнипе халь пичет ĕçĕ малалла пырать, словаре пĕтĕмпех пичетлес ĕç темиçе çула та тăсăлĕ.
1923 – 1926 çулсенче эпĕ азербайджан патшалăх университечĕн профессорĕ пулса ĕçлерĕм. Унта азерсен наречине тĕпчерĕм, Азербайджанри тĕрĕк пуплевĕн словарьне пуçтарнă çĕре те хутшăнтăм. Çакăн хыççăн «Общий обзор народных тюркских говоров города Нухи» кĕнеке кăлартăм. Хусана таврăнсан эпĕ каллех чăваш чĕлхи патне таврăнтăм, чăваш студенчĕсене чăваш чĕлхи вĕрентрĕм. Вĕсене чăваш чĕлхин наука синтаксисĕ çинчен вуласа патăм, халиччен пичетленменнисене, çĕнĕрен тупнисене каласа патăм. Грамматика терминологине чăвашла йĕркелесе палăртасси çине те вăхăт уйăртăм. Çакă пуçламăш, иккĕмĕш шайри шкулсенче вĕрентнĕ чух уйрăмах кирлĕ пулать.
Халăх вĕрентĕвĕн ведомствине 1895 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕнĕренпех халăха çутта кăларассипе, наука ĕçĕпе пурăнтăм, çакăн ытларах пайĕ чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурипе историне тĕпченĕ çĕре кайрĕ. 1900 çулччен Хусанти крешĕн тутарсен тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ, çав çултан Хусанти учительсен семинарийĕн преподавателĕ пулнă. Унта эпĕ 1918 çулчченех ĕçленĕ. 1927 çулта мана тутар тата чăваш чĕлхисене вĕрентме Çурçĕр-Хĕвел тухăçĕн археологи тата этнографи институтне чĕнсе илчĕç. Кунти Совет йышăнăвĕпе 1919 çулта конкурспа тюрксен (турккăсен) наречийĕн кафедрин профессорне суйларĕç. Йывăр вăхăтсем çитсен Чĕмпĕре (Ульяновска) куçрăм, 1923 çулчченех Чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕн профессорĕ пулса ĕçлерĕм. Унтан мана Азербайджан патшалăх университетне чĕнсе илчĕç. Çак вĕренӳ заведенийĕн Канашĕ мана туркологи докторĕн званине пачĕ.
Халь эпĕ Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институтĕнче туркологипе чăваш чĕлхин профессорĕ. Манăн çемье пур – арăм, сакăр ача. Çемье эпĕ ĕçлесе илнĕ укçапа çеç пурăнать, мĕншĕн тесен ачасем хăшĕсем вĕренеççĕ, теприсем вуçех пĕчĕк.
Юлашки пилĕк-ултă уйăхра хама япăх туятăп, чĕре тата аорта аптратать. Çакна пула ĕçлеме самай йывăрланчĕ.
Хусан, 1927 çулхи
апрелĕн 27-мĕшĕ.
 
: 987, Хаçат: 51 (885), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: