Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аван кăна тар кăларса нумай çĕрсем çывăрмасăрах иртрĕç пуль яш-кĕрĕм валли усăллă кĕнеке çырса хăварас шутпа пуçа ыраттарнă вăхăтра. Пуçра тĕрлĕрен шухăшсем вĕçрĕç: мĕнле майпа çырас-ши? Калавласа е сăвăласа? Сăвăласа çырсан чăвашсен çыруçи Турхан манăн «Чăваш Майни» ятлă поэмăна: «Ку поэма мар, сăмах купи çех», – тесе «Сувар» хаçат архивне хупса хучĕ.
Темиçе çул каярах çырнă, пурнăçра курнă-илтнĕ сăвăсен черновикĕсем те этажеркăра çутă тĕнчене тухас тесе асапланса выртаççĕ. Нумай шутласа тăмарăм, пурне те пĕр диск çине çыртарса «Чăваш Майни» поэмăна та вĕсемпе пĕрлештерсе ярса патăм Шупашкар хулине – питĕ кăмăла каякан, чăвашсен чăн-чăн ăслă çынни Юхма Мишши патне.
Каллех, кунсене шутласа, çĕр çывăрмасăр кĕтетĕп – манăн ал çырăвне мĕнле «приговор» кĕтет? Нумаях та вăхăт иртмерĕ Юхма Мишши: «Сăввăрсем, поэмăр питĕ аван, илемлĕ чĕлхепе çырнă, вуламашкăн çăмăл, – тесе шăнкăравларĕ. – Тата сирĕн ялти Л.Г.Угахина сăввисем те çитрĕç, вăл хăйĕн сăввисене «Çавра çил» ятлă кĕнекере пичетлесе кăларма ыйтать. Унăн кăмăлне туса пичетлеме типографине патăмăр», – терĕ. Манăн сăвăсене, поэмăна тĕрĕслесе, йĕркелесе типографине парассине пĕлтерсе савăнтарчĕ. Кĕнеке кăларас йĕркепе, условисемпе паллаштарчĕ. Эпир, Л.Г.Угахинăпа иксĕмĕр те, килĕшрĕмĕр.
Çĕнĕрен пуçланчĕç кунсене шутламалли вăхăтсем… Шухăшсем хăвăрт вĕçеççĕ, анчах вĕсене йĕркене кĕртесси часах пулмасть çав…
Çу иртрĕ, кĕркунне пуçланчĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Л.Г.Угахинăн «Çавра çил» кĕнеки çутă кун курни çинчен Чăваш Майнинче хыпар саланчĕ. Савăнăç… Лидия Григорьевна «çунат хушса» çамрăкланнăн туйăнать, часрах кĕнекине курма ĕмĕтленет… Çавăнтах лăпланса: «Михаил Петрович, ĕнтĕ сирĕн кĕнекĕр тухасса кĕтĕпĕр. Вара пĕрле кĕнекесене илме Шупашкара вĕçтерĕпĕр», – терĕ. Каланă, килĕшнĕ. Анчах Шупашкара каясси пулмарĕ.
Ноябрĕн çурринелле Тутарстанри ЧНКА ертӳçи, харсăр, пултаруллă, ӳркене пĕлмен ырă çын Константин Геннадиевич Яковлев: «Михаил Петрович, Лидия Григорьевнăпа иксĕрĕн кĕнекĕрсене Шупашкартан Хусана çитертĕм», – тесе шăнкăравларĕ. Çавăнтах вăл районти ЧНКЦ ертӳçине Н.Н.Сторожева систернĕ. Николай Николаевич вара тепĕр кунах кĕнекесене Хусантан Алексеевскине кӳрсе килчĕ. Вара Юхма Мишши, К.Г.Яковлев, Н.Н.Сторожев, Алексеевски районĕн пуçлăхĕ В.К.Козонков пĕрле килĕшсе çĕнĕ авторсен кĕнекисен хăтлавне декабрĕн 3-мĕшĕнче ирттеретпĕр тесе калаçса татăлнă. Унччен икĕ авторăн кĕнекисене шкулсене, библиотекăсене – районĕпе салатрăмăр.
Декабрĕн 3-мĕшĕ. Унччен тăракан хаяр сивĕсем çемçелчĕç. Пур çĕрте те шап-шурă юр, ытармалла мар, чуна савăнтарать. Паянхи кун уйрăмах илемлĕ. Сар хĕвелĕ ăшшăн, чĕрене çемçетсе пăхать. Тăнăç…
Ял халăхĕ, кайăк хурсен карти евĕр, клубалла туртăна пуçларĕ. Часах хамăр районти, кӳршĕ районсенчен хăнасем çитрĕç. Хусантан ЧНКА ертӳçи К.Г.Яковлев хăйĕн шанчăклă генералĕпе килсе çитрĕ. Алексеевски районĕн пуçлăхĕ В.К.Козонков та хăйĕн командипе килчĕ. Культура çурчĕ ял çыннисемпе, хăнасемпе тулчĕ. Районти ЧНКЦ ертӳçи Н.Н.Сторожев хăнасене клубри стендсемпе паллаштарать, Чăваш Майни халăхĕн çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерет. Пурте инçетрен килекен хăнана кĕтетпĕр.
10 сехет те 50 минут. Культура çурчĕ умне иномарка шăппăн килсе чарăнчĕ. Машинăран вăтам пӳллĕ çын тухса тĕреклĕ утăмсемпе клуб пусми патнелле утрĕ. Ачасем: «Юхма Мишши çитрĕ», – тесе кăшкăрни клубри халăха урамалла туртрĕ. Чăваш пикисем Юхма Мишшине çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, инçе çул хыççăн чей ĕçсе ăшăнма сĕтел хушшине чĕнчĕç. Анчах çыравçă хăйĕн алă сехечĕ çине пăхрĕ те: «Эсир, пуху 11 сехетре пуçланать тесе çырнă вĕт», – терĕ. Чей ĕçсе вăхăта ирттермесĕр ĕçе пуçлама сĕнчĕ. Çакăнпа вăл хăйĕн чĕрине, кăмăлне, ĕçе мала хунине, чăваш халăхне юратнине, пирĕн пата уçă кăмăлпа килнине кăтартрĕ.
11 сехет. Залра туллиех халăх. Ертсе пыракансем: вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен С.Н.Федорова тата ялти библиотекăра ĕçлекен Н.А.Карпова. Пуху авторăн «Чăваш Майни» юррипе пуçланчĕ. Вăл ял гимнĕ пек янрарĕ. Пурте сывламасăр ларнăн итлерĕç.
Район администраци пуçлăхне В.К.Козонкова сăмах пачĕç. Вăл хăнасене район тунă çитĕнӳсемпе паллаштарчĕ, Чăваш Майни ĕçченĕсен тăрăшулăхне уйрăмах палăртрĕ. Кĕнекесен авторĕсем çинчен, вĕсене администраци кĕнеке кăларма пулăшни пирки каласа пачĕ.
Ялти вăтам шкулăн директорĕ Г.З.Федоров авторсен биографийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсемпе шкул çыхăну тытсах тăни çинчен асăнчĕ.
ТР ЧНКА пуçлăхĕ К.Г.Яковлев Тутарстанра пурăнакан, ĕçе юратакан чăвашсен пурнăçĕпе паллаштарса вĕсемпе мĕнле ĕçсем илсе пыни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. РФ Писательсен союзĕн членĕ А.Н.Бочкарев сăвăç çĕнĕ кĕнекесене питĕ ырларĕ. Тутар поэтесси хăйĕн учительницине Лидия Григорьевна Угахинăна саламласа хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
Ертӳçĕ: «Чăваш Республикин Писательсен союзĕн председательне Юхма Мишшине сăмах паратпăр», – тесе пĕлтерсен залра ларакансем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç, унтан шăпланса Шупашкар хăни мĕн каласса кĕтрĕç. Михаил Николаевич тахçанччен калаçрĕ, пирĕн пата савăнса килнине пĕлтерчĕ. Район ертӳçине В.К.Козонкова чăваш культурине сарассипе пысăк ĕçсем тунăшăн тав туса Союз йышăнăвне вуласа пачĕ. Унăн кăкăрĕ çине И.Я.Яковлев ячĕпе кăларнă кĕмĕл медаль çирĕплетрĕ.
Юхма Мишши кĕнекесен авторĕсене М.П.Константиновпа Л.Г.Угахинăна ЧР Писательсен союзне илни çинчен пĕлтерсе удостоверенисем пачĕ. Ентешĕсемшĕн савăнса ял-йыш шăпăртаттарса алă çупрĕ. Çак кун клубра юрă-ташă кĕрлерĕ, авторсен сăввисене сцена çинчен вуларĕç. Савăнăçлă иртрĕ хăтлав. Вăл авторсем тав тунипе вĕçленчĕ.
Хăтлав хыççăн Г.З.Федоров хăнасене шкул столовăйне чей ĕçме чĕнчĕ. Клубра калаçса пĕтерейменнине кунта калаçрĕç пухăннисем. Килнĕ хăнасем майнасен сĕтеклĕ хуплăвне астиврĕç, каç сĕмĕ çапсан çула пуçтарăнчĕç.
 
: 931, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: