Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Сцена çинче хăшĕ-пĕрисем çулталăк та тытăнса тăраймаççĕ, эсир çулран çул пултарулăхăра ӳстерсе пыратăр, çĕнĕрен çĕнĕ юрă пуххисем кăларатăр, – тесе мухтарĕç вĕсене саламлакансем. Шупашкарта пурăнакан пĕр тăван Малинасен ушкăнĕ 10 çул тултарнине халалланă юбилей концертне пирĕн корреспондент та хутшăнчĕ.
Туп-тулли зал юрăсене кăмăллăн йышăнать, чечек çыххисем пĕринчен тепри капăртарах. Çакă мар-и артист ĕмĕчĕ? Сăмах май, чечексем, грамотăсем, парнесем паракансем, Шупашкартисемпе ЧР районĕсенчен килнисене шута илмесен, Белоруссирен, Тутарстанран, Тюменьрен, Саратовран килсе çитнĕччĕ. Мĕнлерех юратаççĕ-çке юрăçсене! Паллах, Каçал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Малинасемпе пĕрле юрла-юрла чĕкĕнтĕр çумланă тантăшĕсем те йышлăччĕ уявра.
Пĕр тăвансен юррисем пирки уйрăммăн каламалла. Тĕрлĕ автор çырни, композитор кĕвĕлени, чăваш халăх юррисем пур репертуарта. Пĕтĕмĕшле илсе каласан, вĕсенче халăх чунĕ сисĕнет, вăл тĕп вырăн йышăнать. Вăлах итлекен патне çул хывса пырать те. Украин майлă та, чикан майлă та пултараççĕ Малинасем, чи пĕлтерĕшли – хăйсем хыççăн ӳсекен ăрăва çавăтса тухаççĕ сцена çине. Çапла микрофон тытса куракан умне тухакан хĕрĕсемпе мăнукĕсем, кинĕсемпе тăванĕсем çак ушкăна илемлетрĕç.
Нумай калама пулать пултаруллă виçĕ пĕр тăван пирки, кулленхи пурнăçра кашниех вĕсенчен тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. Сцена çине тухсан вара – пурте шурă акăша çаврăнаççĕ. Вĕсем эстрадăра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне йышăннине халăх концерт хыççăн нумайччен ура çине тăрса алă çупни тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ушкăна ертсе пыракан Ирина Угаслова куракансене чĕререн тав турĕ.
 
: 1143, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: