Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере Элметре ТР Халăхсен ассамблейин Канашĕн ларăвĕ иртрĕ.
«Нумай нацилĕх, нумай конфессилĕх – пирĕн çитĕнӳ, пирĕн пуянлăх. Ахаль пурнăçра эпир кун çине пысăк тимлĕх те уйăрмастпăр пулĕ, анчах тăнăçлăхран, килĕшӳлĕхрен, туслăхран хаклăраххи пирĕн пурнăçра урăх çук», – терĕ Тутарстан Халăхсен ассамблейин пуçлăхĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин ларăва уçса.
Мероприятие ТР Премьер-министрĕн çумĕ, культура министрĕ Зиля Валеева, Элмет районĕн пуçлăхĕ Ришат Абубакиров, ТР Халăхсен ассамблейин ĕçтăвком ертӳçи Николай Владимиров хутшăнчĕç.
Фарид Мухаметшин пухăннисене Ассамблейăн ĕçĕсем, отчетпа суйлав конференцийĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Уйрăммăн нацисен обществăлла пĕрлешĕвĕсем республика шайĕнчи этнокультурăлла пысăк мероприятисене – Сабантуй, Республика кунĕ, ТАССР 90 çул тултарни, Навруз, «Уяв», «Питрау» – хутшăннине палăртрĕ. Тутарстан Парламенчĕн спикерĕ çак уявсене йĕркелесе ирттерекен муниципаллă районсен пуçлăхĕсене республикăн наци политикине пурнăçлассине пысăк тӳпе кĕртнĕшĕн, этнокультура организацийĕсене аталанма условисем туса панăшăн тав турĕ.
Нумай наци ертӳçисем халĕ çамрăксене илĕртеççĕ. Фарид Мухаметшин сăмахĕсемпе, ку ырă пуçару. Сăмах май, ТР Халăхсен ассамблейин ертӳçи наципе культура автономийĕсен командисем хушшинче футбол чемпионатне йĕркелессине пĕлтерчĕ.
Ларăвăн тĕп ыйтăвĕ патшалăхăн наци политикине пурнăçлассипе çыхăнчĕ. Фарид Мухаметшин шучĕпе, ку чухне çак енĕпе пысăк опытлă муниципаллă йĕркеленӳсен ĕçĕсемпе паллашни усăллă.
Элмет районĕ ку енĕпе лайăх палăрса тăрать. Патшалăхăн наци политикин концепцийĕсене аталантарассипе мĕн-мĕн тунипе район пуçлăхĕ Ришат Абубакиров паллаштарчĕ.
«Элмет çĕрĕнче питĕ нумай пуянлăх упранать. Анчах пирĕн тĕп пуянлăх – халăх. Элметре 60 тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем пурте районпа хулан социаллă экономикине, культурине аталантарассипе нумай ĕçлеççĕ. Çавăнпа эпир халăхсен культурисене аталанма условисем туса парассинче хамăрăн пысăк яваплăха туятпăр», – терĕ Ришат Абубакиров.
Элмет районĕнче наци культурине, йăли-йĕркисене пропагандăлассипе пурĕ 136 учреждени, 500 ытла фольклор ансамблĕ ĕçлеççĕ. Вĕсене пурне те район пулăшса пырать.
Унсăр пуçне районта мигрантсене пулăшассипе, вĕсене ĕçе вырнаçтарассипе лайăх ĕç йĕркеленĕ. Элмет район пуçлăхĕн сăмахĕсемпе, мигрантсемпе çыхăннă ĕçсем кунран-кун ӳссе пыраççĕ. Çавăнпа та Халăхсен ассамблейин Элметри представительствишĕ н ку тĕп тивĕç пулса тăмалла. Малашне ют çĕршыв гражданĕсене Интернет урлă регистрацилеме пуçласси пирки Ришат Абубакиров хăй хумханнине палăртрĕ. Ун шучĕпе, кун пек ĕçлеме иртерех-ха, пур енĕпе те хатĕрленсе çитмен. Медицина справкине пăрахăçланине шута илсен пушшех те. Ришат Абубакиров сăмахĕсемпе, капла пирĕн республикăна хăрушă чирсемпе, вируссемпе аптракансем лекме пултараççĕ. Çавăнпа та Элмет районĕнче ют çĕршыв гражданĕсене йышăнассине çирĕплетме палăртнă.
Тутарстан Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин каланă тăрăх, мигрантсемпе çыхăннă ыйтусене йăвашлатман. Ку енĕпе право сыхлакан органсемсĕр пуçне наципе культура автономийĕсен ертӳçисен те тачă ĕçлемелле.
Ларăва хутшăннă РФ Федераллă миграци службин управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Чепуштанов республикăри миграци лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ку çулăн 11 уйăхĕнче пирĕн республикăна вăхăтлăха килнĕ 107 пине яхăн ют çĕршыв гражданне учета илнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕç шыраса килнĕ, тепĕр çурри – вĕренме. Статистика пĕтĕмлетĕвĕсемпе, чи нумай Узбекистанран килеççĕ – кашни тăваттăмĕш çын узбек. Сергей Чепуштанов палăртнă тăрăх, мигрантсене йышăнассинче район администрацийĕсен явапĕ те пысăк пулмалла, миграци службин ĕçĕпе кăна лăпланса ларма çук. Мĕншĕн тесен ют çĕршыв гражданĕсемпе çыхăннă преступленисене ытларах çĕршыва саккунсăр майпа кĕнисем тăваççĕ. Çавăнпа та районсенче ют çĕршыв гражданĕсене патент илтерессине вăйлатмалла. «Ку енĕпе пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле», – тесе пĕтĕмлетрĕ хăй сăмахĕсене Сергей Чепуштанов.
Ларăва пĕтĕмлетсе Фарид Мухаметшин граждансен закона хирĕçле ĕçĕсене чарнисĕр пуçне çутĕç ĕçне вăйлатмалли пирки каларĕ. «Культурăпа йĕрке-тирпей, çынсем закона улталаса пуясси пирки шутлама пăрахас вăхăт çитетех. Ку 90-мĕш çулсенчен юлнă çитменлĕх. Шанатăп, пирĕн общество çакна ăнланса илетех», – терĕ Фарид Мухаметшин.
Лару халăхсен ĕçĕнче ытларах палăрнă муниципаллă йĕркеленӳсен пуçлăхĕсене Хисеп хучĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ. Фарид Мухаметшин та парнесĕр юлмарĕ, ăна Эрменсен союзĕ РФ халăхĕсен туслăхне çирĕплетме нумай тăрăшнăшăн медаль пачĕ.
 
: 1186, Хаçат: 51 (885), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: