Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрь пуçламăшĕнче ТР Патшалăх Канашĕнче ытти чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пĕрле халăхсен хушшинчи ĕçкĕ проблемине те сӳтсе явнă.
– Роспотребнадзор даннăйĕсем тăрăх, Раççейре 28 миллион çын ĕçке ярăннă. 11-18 çулти 10 миллион ачаран 50 процентран ытла сăрапа тата спиртлă ĕçмесемпе алхасаççĕ, – палăртрĕ депутат. – Çитменнине тата Раççейре пурăнакан виçĕ ачаран иккĕшĕ ĕçеççĕ. Ĕçекен ачасем паян – урам тăрăх çапкаланса çӳрекеннисем çеç мар, ăнăçлă çемьесенче ӳсекенсемех. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2007 çулта кăна эрех ĕçсе вилекенсен шучĕ 75,2 пин çынна çитнĕ.
Наци алкоголь ассоциацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2008 çул пуçламăшĕнче 60 пине яхăн ача алкоголика çаврăннă. Ку, паллах, официаллă кăтартусем, анчах та юлашки çулсенче социаллă ыйтăм ирттернĕ хыççăн 11-17 çулти ачасем сăра тата ытти алкоголь продукцине ĕçекенсем темиçе хут нумайрах.
Тутарстан парламентарийĕ çаплах РФ Правительство Председателĕ Владимир Путин патне алкоголизмпа наркоманирен ирĕксĕр сыватмалли системăна çĕнĕрен туса ямашкăн ыйтма йышăннă. Çак сĕнĕве, паллах, халăх ыйтнипе хатĕрленĕ.
1993 çулта РФ ШĔМ сывлăхпа ĕç профилакторийĕсене пĕтĕмпех хупса пĕтерни çинчен аса илтереççĕ депутатсем. Анчах та ку ним лайăххи патне те илсе çитермен. РФ Уголовнăй кодексĕпе килĕшӳллĕн, çын эрехе е наркотика пула преступлени турĕ пулсан, ăна наказанипе пĕрле амбулаторире пăхăнса тăма тата психиатр патĕнче сывалма çеç йышăнаççĕ.
Шел пулин те, кун пек майпа кăна алкоголизмпа наркоманирен сывалма питĕ йывăр. Нумайăшĕ хăй тĕллĕн асăннă заведенисене çӳремеççĕ. Çавăнпа та вĕсене ирĕксĕрлесе сыватма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен чирĕсене пула вĕсем малашне те преступленисем тума пултараççĕ.
Çавăнпа та патшалăх проблемине шута илсе, РФ Правительство пуçлăхне депутатсем çак ыйтăва пăхса тухса законра улшăнусем кĕртессе шанаççĕ.
 
: 997, Хаçат: 51 (885), Категори: Асăрханăр – симĕс çĕлен

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: