Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 13-14-мĕшĕсенче Тутарстанра Франци Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Жан де Глиниасти пулчĕ. Килнĕ кунах пысăк хăна Хусан Кремлĕнче ТР Президенчĕпе Рустам Миннихановпа тата Патшалăх Советникĕпе Минтимер Шаймиевпа тĕл пулчĕ. Кун вĕçленес умĕн Жан де Глиниасти массăлла хыпар хатĕрĕсен «Татмедиа» агентствинче журналистсемпе курса калаçрĕ.
«Хусана эпĕ иккĕмĕш хут килетĕп. Паян Президентпа, Патшалăх советникĕпе ĕçлĕ калаçусем пулчĕç. Суту-илӳпе промышленность палатинче йĕркеленĕ тĕлпулусем ăнăçлă иртрĕç. Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕпе тĕл пуласси юлчĕ. Пире чи интереслентерекенни – Тутарстанри предприятисем. Мĕншĕн тесен эпир Францин предприятийĕсене кунта нумайрах уçма план тунă. Шанатăп, лартнă тĕллевсем пурнăçланаççех. Тутарстан экономикине инвестицисем хывма интереслĕ», – терĕ Жан де Глиниасти.
Калас пулать, посол Хусана пысăк делегаципе килнĕ, вĕсен шутĕнче экономика миссийĕн пуçлăхĕ, министр-советник Ф.Бодри, посольствăн иккĕмĕш советникĕ А.Жиоржини тата бизнес представителĕсем. Кăна хăйне май Франципе Раççейĕн хире-хирĕçле çулталăкăн пĕтĕмлетĕвĕ теме пулать.
Тутарстанра Франци çулне халалланă мероприятисем йышлă пулчĕç, кунта кинофестивальсене, тĕрлĕ куравсене, вĕрентӳре студентсемпе ылмашăннине асăнмалла. ТР культура министрĕ Зиля Валеева ертсе пыракан «Альянс Франсез – Казань» коммерцилле мар обществăлла организаци те икĕ культурăн диалогне самаях анлăлатрĕ.
Паянхи тĕлпулуччен Рустам Миннихановпа Жан де Глиниасти Сочире иртнĕ халăхсен хушшинчи инвестици форумĕнче курса калаçнăччĕ. Çавăн чухне Франци посолĕ Тутарстана икĕ республикăшăн та усăллă проектсене анлăлатас шутпа пысăк бизнес-делегаципе килме шантарнăччĕ. «Панă сăмаха тытрăм, паянхи тĕлпулусем Тутарстанпа Франци хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме пулăшĕç. Хальхи вăхăтра икĕ республика шайĕнче пуçарса янă проектсем питĕ нумай ĕçлеççĕ. Пурне те асăнса тăмастăп. Çавна çеç калама пулать, Раççейри Франци çулталăкĕ пирĕншĕн ăнăçлă иртрĕ. Мускавпа Санкт-Петербургра кăна мар, Хусанта та нумай мероприяти пулчĕ. Сăмах май, ыран кунта Фарид Губаев хатĕрленĕ «Ĕмĕтĕмри Париж» курав пулать. Чылай мероприятие ирттерме Хусана ахаль суйласа илмен. Франци предприятийĕсемшĕн Тутарстан экономики приоритетлă. Раççейре вăл эпир инвестици хывакан иккĕмĕш регион шутланать», – терĕ Жан де Глиниасти пресс-конференцире.
Тутарстанпа Францин 2010 çулхи тавар çаврăнăшĕ 285,8 миллион долларпа танлашрĕ. Пирĕн республикăра Францин «Шнайдер Электрик», «Эр Ликид», «Альстом», «Эрнст энд Янг», «Алкатель» компанийĕсем ĕçлеççĕ. Паллах, хăйне уйрăм мар, Тутарстан компанийĕсемпе пĕрлешӳллĕ предприятисем йĕркелесе. Жан де Глиниасти сăмахĕсемпе, капла проектсене пурнăçа кĕртме самай çăмăлрах, çав шутра чĕлхе енчен те.
Экономикăлла çыхăнусене аталантарнисĕр пуçне наука, культура тата вĕрентӳ çыхăнăвĕсем те çирĕп. Хусанти федераллă университет, Хусанти патшалăх технологи университечĕ, Хусанти патшалăх финанспа экономика институчĕ Францин университечĕсемпе активлă хутшăнаççĕ.
Жан де Глиниасти сăмахĕсене пĕтĕмлетес пулсан, Франци делегацийĕ Тутарстана килсе кайнипе кăмăллă юлнă. Ĕçлĕ тĕлпулусен ăнăçăвĕ шутне Рустам Миннихановпа Жан де Глиниасти Франци капиталĕпе усă курса экономикăшăн усăллă проектсем, «Алабуга» экономика зонинче пĕрлешӳллĕ предприятисем йĕркелеме палăртнине кĕртмелле.
 
: 1139, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: