Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ те ик эрне каялла юр нормăран ытлашши çунипе Тутарстан пекех шар курчĕ: кунта та чылай ялпа поселок темиçе кунлăха электричествăсăр юлнăччĕ. Кун пек чухне уйрăм кил хуçалăхĕсем чăтаççĕ-ха, медицина учрежденийĕсене вара ку лару-тăру йывăра килнĕ. Уйрăмах Çĕнĕ Малыкла, Мелекесс, Кивĕ Майна тата Чердакла районĕсенчи больницăсем аптранă çав кунсенче. Декабрĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Малыклари тĕп больницăра пĕр хĕрарăм ача çуратма пуçласан çутă сӳнсе, ăшă чарăнса ларнă. Ăна урăх больницăна илсе кайма кая юлнă ĕнтĕ. «Пуринчен ытла эпĕ çуралакан ачана реанимаци кирлĕ пуласран хăрарăм, телее пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕçленчĕ», – тет ача çураттаракан уйрăмăн заведующийĕ Л.Савельчева. Вăхăтлăха çутăсăр тăрса юлнă тĕнчене Настенька ятлă хĕр ача килнĕ. Унăн амăшĕ йывăрлăхран хăраман, «çурта çутипе ача çуратасси – романтика» тесе шӳтлесе те илнĕ.
ЧĂВАШ ЕНРИ Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Сергей Титовăн тимлĕхĕ ялти ватă çынна вилĕмрен çăлăнса юлма пулăшнă. 9-мĕш класра вĕренекен арçын ача декабрĕн 8-мĕшĕнче шкултан таврăннă чух кӳршин килне илсе кĕрекен сукмака юр хӳсе кайнине асăрханă. Ача тӳрех Петя пиччĕшне юлашкинчен хăçан курнине аса илнĕ. Васкаса çула тасатнă та Сергей кӳршин килне кĕнĕ, алăка уçсанах ватă çын урайĕнче выртнине курнă. Петя пиччĕшĕ тăраймасăр икĕ кун выртнă-мĕн. Ача тӳрех «васкавлă пулăшу» чĕннĕ. Маттур çамрăкран пурин те тĕслĕх илмелле.
Михаил Игнатьев Президентра 100 кун ĕçленĕ хыççăн пĕрремĕш хут журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Пĕр япала савăнтарать: тĕлпулура чăваш чĕлхи ытларах янăранă. Журналистсем пĕрин хыççăн тепри Президента чăвашла ыйтусем панă. Малтанах Игнатьев ыйтусене вырăсла та куçарса хуравланă, анчах кайран журналистсем çапла туни вăхăт нумай илет тесен тăван чĕлхепе панă ыйтусене чăвашла кăна хурав панă. «Чăваш наци радионе итлетĕр-и?» – тесен тĕлĕнсе: «Тăван чĕлхепе янăракан радиона епле итлес мар?» – тенĕ Президент. Пичет ĕçченĕсене Чăваш наци телевиденине туса хурасси те кăсăклантарнă. «Ку ĕçе йĕркелесси питĕ тăкаклă, бюджет укçипе кăна пурнăçлама çук. Çакăн валли укçа уйăрнă, анчах та вăл çителĕксĕр. Инвесторсемпе спонсорсене явăçтармасăр ку ĕçе йĕркелеме май çук», – хурав панă М.Игнатьев.
Ĕнер Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20, чăваш чĕлхипе литературине аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул çитнине халалланă пысăк уяв пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Культура керменĕнче иртнĕ уява студентсемпе преподавательсем, асăннă факультетран тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, ытти пысăк хăнасем хутшăннă.
САРАТОВ ОБЛАÇĔ. Çулла типĕ пулнипе шар курнă ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан 10,5 пин хуçалăх федераци бюджетĕнчен пулăшу илнĕ. Кредит йĕркипе панă 690,2 миллион тенке ӳсен-тăран ӳстересси тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине яма палăртнă.
 
: 1179, Хаçат: 51 (885), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: