Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей пек пысăк çĕршыв ВТОна (Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацийĕ) кĕмесĕр пултараймасть, çавах та... Çăмăл мар вăл пирĕншĕн. Ытти çĕршывсем унта 5 çултан кĕчĕç пулсан, Раççей заявка панăранпа 17 çул та иртрĕ, эпир çавах ВТОн членĕ мар. Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацийĕн йĕркипе, унта кĕрес текенпе организацин кирек мĕнле членĕ те икĕ енлĕ калаçусем ирттерме ыйтма пултарать. Пирĕнпе вара тĕнчери 60 çĕршыв таранах калаçма кăмăл тунă. Акă ĕнтĕ калаçусем 17 çул пыраççĕ. Çак вăхăтра организаци хăйĕн пирвайхи ятне те улăштарчĕ (1995 çулччен вăл ГАТТ (Суту-илӳпе тарифсен енĕпе патшалăх килĕшĕвĕ) ятлăччĕ.
Чи вăрах калаçусем Евросоюзпа, Китайпа тата АПШпа пулчĕç. 2002 çулта – Китай, 2004 çулта – Евросоюз, 2006 çулта АПШ та Раççее ВТОна кĕртме хирĕç маррине пĕлтерчĕç. Украинăпа Грузи çĕршывĕсем нумай вăхăт чăрмав пулни те хăй ĕçне турех. Юрать-ха, Украинăра власть улшăнни кăшт лару-тăрăва улăштарчĕ. Грузи халĕ те Раççее ВТО членĕ тăвасшăн мар. Çапах та чи пысăк виçĕ çĕршыв хăй шухăшне пĕлтерчĕ пулсан, Грузи пек пĕчĕк çĕршыв мĕнех тăвайĕ. Анчах каллех чăрмав, хальхинче Раççей хăй чутах йăлт пăсмарĕ, вăл Белоруссипе, Казахстанпа таможня союзне йĕркелени ВТО йĕркине хирĕçлерĕ. Раççейĕн вăрман экспорчĕн пошлини пысăк пулни, ял хуçалăхне патшалăх ытла нумай пулăшни (ВТО йĕркипе ку отрасль çине патшалăх çулталăкне 9 миллиард тенкĕрен ытла ямалла мар), интеллектлă харпăрлăха сыхлакан система çукки ура хучĕ. Ку çитменлĕхсене пĕтерме Раççее каллех вăхăт кирлĕ пулчĕ. Лару-тăрусенчен тухмалли çул-йĕре тупрĕ çĕршыв: таможня союзне йĕркеленĕ çĕршывсем пурте ВТОна кĕме кăмăл турĕç, патентлă суд йĕркелерĕ, çитес çултан вăрман пошлинине пĕтерме шантарчĕ, ял хуçалăхне паракан пулăшăва 4 миллиард тенке кăна хăварчĕ. Халĕ ĕнтĕ Раççей ВТОна кĕрес ыйтăва татса панăпа пĕрех, унта кĕмелли условисемпе Евросоюзпа Раççейĕн икĕ енлĕ калаçăвĕсем иртнине официаллă майпа кăçал ноябрь вĕçĕнче çирĕплетнĕ хыççăн РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ И.Шувалов: «ВТОна кĕрес ĕç, тĕпрен илсен, вĕçленчĕ, юридици ĕçĕсем тата вак-тĕвек ĕçсем кăна юлчĕç», – тесе пĕлтерчĕ. Çапла вара Мускав вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан процеса 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче вĕçлеме ĕмĕтленет.
Мĕн парать-ха çĕршыва ВТОна кĕни? Аса илтеретпĕр, вăл политика тата экономика ыйтăвĕсене татса памасть, халăхсем хушшинче пыракан суту-илӳпе кăна ĕçлет. Хальхи вăхăтра ку организацире 153 çĕршыв тăрать. ВТОн виçĕ тĕп принцип: пĕр танлăх (ВТО членĕсен пурин те пĕр тан привилеги), хире-хирĕç пулăшни (суту-илӳре çĕршывсен хушшинче мĕн-тĕр чакарасси икĕ енлĕ пулмалла), уçăмлăх (суту-илӳ правилисемпе процедурисене уççăн кăтартмалла). ВТО членĕсенчен кирек кам та хăйĕн прависене пăсни çинчен пĕлтерсе хăйне хӳтлĕх тупма пултарать.
Раççей ВТОна кĕнĕпе пĕрех, анчах Раççейре çакна пурте ырласа йышăнмаççĕ, чи малтан аграри тата вырăнти производительсем кăмăлсăр. Сăлтавĕсене ăнланмалла: пĕрремĕшĕнчен, ВТОна кĕрсен пошлинăсем пĕтеççĕ, ку вара шалти рынока ют çĕршыв производителĕсенчен сыхлаймасть. Калăпăр, ют çĕршывра кăларакан машинăсен импорт пошлинине пĕтерсен хамăрăн автопрома хăйĕн машинисене сутма питĕ йывăр пулать.
Иккĕмĕшĕнчен, ял хуçалăхне патшалăх бюджетĕнчен уйăракан дотаци çурри таран чакать. Ку чи хăрушши мар-ха вĕсемшĕн, мĕншĕн тесен ВТО членĕсемех организацин йĕркине пăрăнса иртме тахçанах çул-йĕр тунă. Тĕслĕхрен, АПШ ял хуçалăх отрасльне çулталăкне 100 миллиард тенкĕ таранах патшалăх пулăшăвĕ парать. Ют çĕршывран кӳрекен ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ, сĕт юр-варĕшĕн таможня барьерĕсене пĕтерни вара хамăрăн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемшĕн вилĕмпе танах.
Çапах та лайăх енĕсем те пур. ВТОна кĕрсен ытти çĕршывсен те Раççей таварĕсене хирĕç пошлинăна пĕтерме тивет. Ку вара япăх мар, Америка та Раççейĕн йӳнĕ хурçипе чукунне хăйĕн рынокне кĕртме чараймĕ ун чух, çаплах нефтяниксемпе газовиксем те хаш сывласа ярĕç, ара, экспортăн пысăк пошлинине тӳлемесен самай перекетленет-çке. Паллă ĕнтĕ, Кремльшĕн нефтьпе газ отраслĕ ял хуçалăхĕнчен чылай пĕлтерĕшлĕрех. Çапах та шикли шикленнĕ тенешкел, пĕр ахаль сисчĕвленни кăна мар-и ку? Украина ВТОра икĕ çул тăрать, аптарамасть-çке. Тен, ВТОна кĕни пирĕн производительсене хаш сывлама та май парĕ, ара, вĕсен продукцийĕ конкурентлă пулать-çке, вĕсене те тĕнче рынокне тухма çул уçăлать.
«Агрофакт» агентствин материалĕсем тăрăх
 
: 1060, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: