Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çурт илемĕ – кил илемĕ, кил илемĕ – ял илемĕ», – теççĕ. Çĕнĕ, капăр çуртсем хăпартни, паллах, хăш яла та илем кӳрсе тăрать. Пăва районĕнче федераллă программăна пăхăнса çамрăк специалистсене, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç аван аталанса пырать. Нумай пулмасть Альших, Атав, Пӳркел ялĕсенче çакăн пек çуртсем хăпартрĕç. Хваттерсене ĕлĕкхи пушă ларакан объектсене çĕнетсе ĕлкĕртеççĕ. Çапла раштавăн 8-мĕшĕнче Пӳркел ялĕнче муниципаллă район пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров нумай ачаллă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисем пачĕ. Çак ĕçе çамрăксем ялта юлччăр тесе пурнăçа кĕртни çинчен каларĕ. Строительство ĕçĕсене Пăвари «Энергия» тулли мар яваплăхлă общество илсе пынă.
Хваттерсенче хулари çуртсенчи пекех пĕтĕм хăтлăх пур, обойĕсене те çыпăçтарнă, шывпа газ та кĕртнĕ, ванна пӳлĕмĕ, тĕпелте газ плити ларать. Савăнса кăна пурăнмалла! Телейлĕ çемьесенчен пĕри «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕнче тăрăшакан Андрейпа Надежда Носовсем. Савăнăçне пытармасăр вĕсем администраци ертӳçине, строительсене, ял хутлăхĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕсем калаççĕ. «Эх, 13 çул каялла пулнă пулсан çак çурт», – тет Надя. Çак яла вĕсем Атав ялĕнчен куçса килнĕ. Хăйсем ирхине фермăна ĕçе кайсан çуртĕнче пушар тухать. Килне питĕрсе хăварнă виççĕри йĕкĕрешсем Генăпа Денис чӳречерен тухса çăлăнса юлаççĕ. Нимĕнсĕр тăрса юлнăскерсем Пӳркел ялне куçса килсе çурт туянаççĕ. Халĕ çемьере пĕчĕк хĕр пĕрчи Анжелика ӳсет. Пысăк, çутă пӳлĕмсенче сиккелесе чупса çӳрет. Пӳркел ял хутлăхĕн ертӳçи З.Ф.Сайфутдинова çĕнĕ çурта куçакансене саламларĕ, ĕçре кăна мар, ялти культура пурнăçĕнче те активлă пулса пурăннăшăн мухтарĕ. Çак çуртăн хăтлăхĕпе нумай-нумай çул хушши савăнса пурăнмалла пултăр терĕ.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: