Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУКАЙ районĕнче çĕнĕ поселок йĕркелес ыйтăва çак кунсенче ТР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе хăй тытăмлăх ыйтăвĕсем енĕпе иртнĕ ларăвĕнче пăхса тухнă. Çĕнĕ поселок Кĕçĕн Шильна ял хутлăхĕн центрĕнчен 6 километрта вырнаçнă. Район ертӳçи В.Хазеев каланă тăрăх, поселокра халăх шучĕ ӳсет, эппин, унăн малашлăхĕ пур, çитменнине çуртсем патне çул хывнă, çутă, шыв, газ кĕртнĕ. Поселока «Опушка» ят парассине ял çыннисен пухăвĕнче пăхса тухнă, халăх ырланă. Анчах декабрĕн 1-мĕшĕнче парламент сессийĕнче ял ятне тутарла куçарас ыйтура депутатсен шухăшĕ тĕрлĕрен пулнипе ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин ку ыйту патне декабрь уйăхĕн вĕçĕнче тепĕр хут таврăнма сĕннĕ.
***
Инвалид-ачасене медицина тата социаллă пулăшу парассине лайăхлатас ыйтупа ТР Патшалăх Канашĕн социаллă политика комитетĕнче инвалид-ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулу иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕсене пуринчен ытла ачасен сиплевĕпе, медицинăпа социаллă экспертиза иртессипе çыхăннă ыйтусем тата инвалид-ачасене пăхнăшăн тӳлев ыйтăвĕсем хумхантарнă. Вĕсен ыйтăвĕсене специалистсем хуравланă. Социаллă политика комитечĕн ертӳçин шучĕпе, кун пек тĕлпулусем час-часах иртмелле, мĕншĕн тесен вĕсем чылай ыйтăва уçăмлатаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ суту-илӳ центрĕсенче декабрĕн 10-28-мĕшĕсенче «Елка желаний» ыр кăмăллăх акцине ирттереççĕ. Хулари ача-пăчапа çамрăксен обществăлла организацийĕсен хастарĕсем Çырчалли çыннисене реабилитаци центрĕсенчи, инвалид-ачасем тата сахал тупăшлă ачасем валли парне туянма чĕнсе калаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем 2 пин тенкĕлĕх парне пуçтарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, пĕлтĕр 20 пин тенкĕлĕх парне пуçтарса вĕсем 67-мĕш коррекци шкулĕнче вĕренекенсене панă.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ районĕнчи ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕ выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарнă чух производство ĕçне лайăхлатас тĕллевпе ял ĕçченĕсен хушшинче ăмăрту ирттерет. Информаци бюллетенĕсене ялсенчи Культура çурчĕсем хатĕрлеççĕ, ăмăрту мĕнле пынине районти хаçат çутатать.
ЧИСТАЙ. Ача-пăча сиплевпе профилактика учрежденийĕсен хушшинче ирттернĕ республика конкурсĕнче «Республикăн чи лайăх ача-пăча поликлиники» номинацире пĕрремĕш вырăна Чистай хули тухнă. Дипломпа хаклă парнене чистайсене Республикăн ача-пăча клиника больницин тĕп врачĕ Евгений Карпухин панă.
ЛЕНИНОГОРСК. Çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăм çамрăклах çие юлассин профилактикипе 2006 çултанпа «Консульткласс «Аист» проекта пурнăçлать. Унпа килĕшӳллĕн, çул çитмен хĕр ачасене социаллă педагогика, социаллă юридици, социаллă медицина пулăшăвĕ параççĕ. Проектăн тĕллевĕ, çитĕнекен ăрăва хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулма вĕрентесси. 2009-2010 вĕренӳ çулĕнче, тĕслĕхрен, йывăр лару-тăрури çемьесенчи 13-16 çулсенчи 80 хĕр ача хутшăннă. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем, гинекологпа психологсем вĕсемпе тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттернĕ.
 
: 1118, Хаçат: 51 (885), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: