Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 16-мĕшĕнче РФ Премьер-министрĕ В.В.Путин çĕршывпа «Тӳрĕ çыхăнăва» тухрĕ. Пĕрремĕш хут Президент должноçĕнче чух 2001 çулта халăхпа куçа-куçăн калаçнă Владимир Владимирович. Çакă ырă йăлана çулран çул, РФ Правительство Председателĕн должноçĕнче те тытса пырать вăл. Кăçал Премьер-министр валли 1 миллион та 800 яхăн ыйту йышăннă.
Кăçалхи «Тӳрĕ çыхăну» хăйне май 2010 çула пĕтĕмлетни пулчĕ. Çак çул Раççейшĕн кăткăс пулчĕ – Ванкуверти Олимпиадăра хамăра кирлĕ пек кăтартаймарăмăр, çулла Атăлçипе Урал тăрăхĕнче нихăçан пулман шăрăхпа аптрарăмăр. Çав вăхăтрах савăнмалли те çук мар: паралимпиецсен çĕнтерĕвĕ, 2018 çулта Тĕнчери футбол чемпионатне ирттерме ирĕк çĕнсе илни…
«Тӳрĕ çыхăнăва» Владимир Владимирович çĕршыв экономикинчи лару-тăруран пуçларĕ. Паллах, ăна 2009 çулпа, кризис çулĕнчи кăтартусемпе танлаштарчĕ. Тĕнчери финанспа экономика кризисне пула çĕршыври экономика калăпăшĕ чакнă, кăçал вара вăл ӳсни куçкĕрет. Китайăннинчен сахалрах ĕнтĕ, çав вăхăтрах АПШ тата Европа çĕршывĕсенчен ирттеретпĕр.
Тепĕр самант. Пĕлтĕр пирĕн промышленность производстви 9 процент ытла чакнăччĕ, кăçал 8 процент ытла ӳсрĕ. Ял хуçалăхĕнче вара пушарсене пула кăçал та çивĕч лару-тăру. Анчах эпир ял хуçалăхне пулăшас тесе мерăсем йышăнатпăр. Премьер-министр иккĕленмест, çак отрасль аталану çулĕнчен пăрăнмасть.
Экспертсем шутланă тăрăх, çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ 2011 çул вĕçĕнче кризисченхи шая çĕкленет. Теприсем 2012 çулта кăна теççĕ.
Юлашки вăхăтра Мускавра, Санкт-Петербургра иртекен йĕркесĕрлĕхсем çинчен те пиншер çын ыйту панă Путина. Пиншер çамрăк националистла лозунгсем кăшкăрашса урамра хăйсене сĕмсĕррĕн тыткаланă. Владимир Владимирович сăмахĕсемпе экстремизмла хăтланусене асăрхасанах, çийĕнчех чармалла. Кавказран тухнисене те, ытти наци çыннисене те пĕр «тĕспе» сăрламаççĕ. Общественноçăн ăнланмалла: йĕрке пулмалла, ăна пурин те тытса пымалла. Патшалăхăн пурин интересĕсене те шута илмелле.
Правăна сыхлакан органсене эпир нумай, час-часах тĕрĕс критиклетпĕр. Ахальтен мар çак сферăра реформăсем ирттеретпĕр. Апла пулин те пирĕн милицире ĕçлекенсене пурне те хурламалла мар, власть органĕсем патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ функцине пурнăçлаççĕ.
Премьер-министр шăп та лăп тăватă сехет çурă калаçрĕ, тата нумай-нумай ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ.
 
: 1047, Хаçат: 51 (885)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: