Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин официаллă делегацийĕ декабрĕн 15-16-мĕшĕсенче Новосибирск облаçĕнче пулчĕ. Новосибирск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Василий Юрченкăпа ТР Президенчĕ Рустам Минниханов суту-илӳпе экономика, наукăпа техника тата культурăлла хутшăнусемпе çыхăннă çĕнĕ Килĕшӳ хатĕрлесе алă пусрĕç.
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, республикăпа облаçăн тĕллевĕсем пĕр пекех. Унăн сăмахĕсемпе, Новосибирска килни ĕçлĕ хутшăнусене çĕнĕ вăй парса аталантарма пулăшĕ.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче ТР Суту-илӳпе промышленность министерствинче «Самозанятость» программин пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унччен маларах ку ыйтупа 17 районта ларусем пулчĕç. Кăçал çак программăпа 237 ĕçсĕр çын çыхса тунă япаласен производствине йĕркелесе янă. Канашлура ĕçлĕх центрĕсене çăматăсем йăвалассипе бизнес-проектсем памаллине, халăхран çăм илессине, туянассин хакĕсене ӳстерессине сӳтсе яврĕç.
Декабрĕн 15-мĕшĕнче Сколковăра иртнĕ «Раççей, малалла!» Пĕтĕм Раççейри инноваци форумĕнчен Хусанти 7№ гимназире вун пĕрмĕш класра вĕренекен Булат Галиуллин таврăнчĕ. Форума хăйĕн проекчĕсемпе пурĕ 2,5 пин çын хутшăннă пулнă, экспертсен комиссийĕ вĕсенчен 16-шне кăна суйласа илнĕ.
Булат Галиуллин сăмахĕсемпе, «Энергосбережение» проектпа пурĕ 13 çын ĕçленĕ, наука ертӳçи Туполев ячĕллĕ Хусанти патшалăх технологи университечĕн доценчĕ Игорь Федоров пулнă. Шкул ачи илсе килнĕ сертификат наука ушкăнне налог тӳлемесĕр проектпа малалла ĕçлеме ирĕк парать.
Ку эрнере ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Малайзин çĕнĕ административлă центрĕнче – Путраджайăра тата Куала-Лумпурта пулчĕ. Республика пуçлăхĕ ĕçлĕ калаçусем Аталану енĕпе Малайзири халăхсен хушшинчи организацин генеральнăй директорĕпе Датук Джалил Бабăпа, Путраджая хулин пуçлăхĕпе Тан Сри Шамсудин Османпа ирттерчĕ, республикăн вăйлă аталаннă экономика отраслĕсемпе паллаштарчĕ. Тутарстан делегацине хула инфраструктурипе пĕтĕм енлĕн паллаштарчĕç. Путраджайăн хăйне евĕрлĕхĕ – экологилле тасалăх, хула территорийĕн 40 процентне вăрмансемпе парксем йышăнаççĕ. Рустам Минниханова пуринчен ытла Путраджая чиновникĕсем пĕр çĕрте, ыттисенчен уйрăм пурăнни тата «Сепанг» автодром килĕшнĕ. Çак тĕслĕх Тутарстаншăн та усăллă пулма пултарнине палăртнă. Тĕлпулу пĕтĕмлетĕвĕ: самолет тăвассинче, йывăр промышленноçра, нефть отраслĕнче хутшăнусем йĕркелесси.
 
: 1050, Хаçат: 51 (885), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: