Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай чухне ачана çитересси чăн-чăн проблемăна çаврăнать. Енчен те маларах çиме чĕнсен ача итлесе сĕтел хушшине кĕрсе ларнă пулсан, халĕ час-часах унран «çиес килмест» е «кăшт каярах» сăмахсене илтме пуçлатăн. Мĕн тумалла?
Кун пек чухне ытлашши кулянса ӳкмелле мар, ачана вăйпа çитерме ан тăрăшăр. «Ку кашăка аннӳшĕн, кăна аçушăн…» – тесе çитерме пăхаççĕ ытларахăшĕ. Анчах çакă ăнланмалла мар лару-тăрăва лартать. Унăн мĕншĕн камшăн-тăр çимеллине ача ăнланмасть. Çавăнпа ку меслет вăхăтлăха çеç ĕçлет.
Паллах, кашни ашшĕ-амăшĕ хăй ачине усăллă çимĕçсемпе сăйлама тăрăшать. Хăш-чухне виçине пĕлмесĕр, ку вара ачара хирĕçӳ çуратать. Апат порцийĕ ача çулне кура пулмалла. Кашни кун мĕн те пулин урăххине пĕçерме тăрăшмалла. Апата тутлă пĕçернисĕр пуçне турилкке çине те илемлĕн вырнаçтармалла. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ улма-çырларан, пахча çимĕçрен чĕр чун кĕлеткисене ăсталама пулать. Пăтăсене çырлапа илемлетсен ача хаваспах сĕтел хушшине кĕрсе ларать. Тепĕр лайăх меслет – апата ачапа пĕрле хатĕрлемелле, тĕпелте амăшĕ çумĕнче пулма вĕсем пит юратаççĕ. Хăваласа ямалла мар вĕсене. Ку пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнипе те аван. Пĕррехинче пельмень тунă вăхăтра ывăлăм пырса тăчĕ те чустапа выляма пуçларĕ. Шутламасăр хăтăрса тăкрăм, ачан кăмăлĕ пĕтрĕ, пуçне усса зала кĕрсе çухалчĕ. Аван мар пулса кайрĕ, эпĕ ăна çийĕнчех чĕнсе илсе хама пулăшма ыйтрăм. Вăл савăнсах кайрĕ. Пĕчĕк пулин те, амăшне пулăшма пултарни ачана шутсăр хăпартлантарчĕ. Эпир унпа хавхалансах пельмень ăсталама пуçларăмăр. Шыв вĕреме кĕрессе ывăлăм чăтăмсăррăн кĕтрĕ, кайран вара хăй аллипе тунă пельменьсене пысăк аппетитпа çисе ячĕ.
Кашни ачан юратнă халап пур. Çинĕ чухне апата юмахри сăнарсемпе танлаштарăр, ку ытларах иккĕ-виççĕри ачасене килĕшет. Яшкана асамлă кӳлĕпе, çĕр улми пăттине шурă пĕлĕтсемпе е тата ыттипе танлаштарма пулать.
Ача мĕнле те пулин апата çиесшĕн мар пулсан, ан хистĕр. «Кăна çиес теместĕн пулсан, мĕн çиес килет сан, мĕн пĕçерсе парас?» – тесе ыйтни лайăхрах. Ашшĕ-амăшĕ апат пирки ачана вăрçма пăрахсанах проблемăсем пĕтеççĕ.
 
: 1220, Хаçат: 50 (884), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: