Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Виçи пур-и унăн е çук? Паллах, кашни анне хăй ачине чикĕсĕр юратать, çавна пулах вăл ăна мĕн кирлине, уншăн мĕн усăллă пулнине йăлт пĕлетĕп тесе шутлать. Анчах хăш-пĕр чухне амăшĕн юратăвĕ ытлашши, тĕрĕсрех каласан, хăйшĕн кăна юратни пулса тухать. Çакăн пек аннесем ӳссе çитĕннĕ ачисене те хăйсем тĕллĕн пурăнма чăрмантараççĕ, кашни утăмне тĕрĕслеççĕ, урăхла сăмахсемпе, сывлама та памаççĕ.
Темăна анлăрах çутатас тĕллевпе пурнăçри пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Кун пирки мана 14 çулти арçын ачан кукамăшĕ каласа пачĕ.
«Манăн хĕрĕм 25 çулта чухне упăшкипе уйрăлчĕ, ют арçын ман ачана юратмĕ тесе урăх качча та каймарĕ. Пĕтĕм пурнăçне ывăлне халалларĕ, ĕçĕнчен те тухрĕ. Аслашшĕн хваттерне тара панă укçапа пурăнать халĕ.
Пĕррехинче мăнукăм ман пата çав тери кулянса килчĕ. «Кукамай, ил мана хăвăн патна пурăнма. Эпĕ урăх аннепе юлма пултараймастăп», – тет. Тĕлĕнсех кайрăм, ара, манăн хĕр пек лайăх анне сахал. Мĕн пулнă-ха? Мăнукăмпа тĕплĕн ларса калаçрăмăр. Хĕрĕм чăнах та ывăлне юратнипе суккăрлансах кайнă, тепĕр тесен юрату-ши ку? Ман хĕр мăнукăма пĕр утăм та хăй тĕллĕн тума памасть иккен, тăхăнтартнипе апатлантарнинчен пуçласа шкултан юлташĕсенчен уйăрса киле илсе килни таранах. Мăнукăм, паллах, вăтанать, юлташĕсем ăна хăйсенчен катăкрах шутласа йышăнасран пăшăрханать. Пĕр класра вĕренекен хĕр ача патне çуралнă кунне паллă тума кайсан Галина унăн ашшĕ-амăшне шăнкăравласа хăшкăлтарсах çитернĕ. Лешсем хăйсене тивĕçсĕр çемье пек йышăннипе кӳреннĕ. Мăнукăм çав тери аванмарланнă, амăшĕ ăна каçпа сакăр сехетре илме килсен вара юлташĕсем умĕнче çĕр тĕпне анса кайма хатĕр пулнă. Çакăн пек тĕслĕхсем туллиех. Чăнах, Галина ытлашши хăтланать. Унсăр пуçне вăл ывăлне: «Эсĕ мансăр пĕтетĕн, мансăр эсĕ никам та мар», – тесе тăтăшах калать иккен. 14-ри каччăна ку чăнах тарăхтарать ĕнтĕ. Суккăрла, хăйшĕн кăна юратать вăл ывăлне, çунат сарма памасть. Манăн мăнук ĕнсе çинче лараканскер мар, ĕçлеме, пулăшма тăрăшать. Амăшĕн савăнмалла кăна пек, анчах хĕрĕм ăна çыхса лартнă курăнать. Калаçса пăхас тесе ун патне шăнкăравларăм, анчах вăл: «Манăн ывăл, ăна мĕнле лайăхрах пулассине хам пĕлетĕп», – тесе татса хучĕ. Ача япала мар-çке, унăн та ирĕк пур. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп», – терĕ ассăн сывласа хĕрарăм.
Галина упăшкипе уйрăлнă хыççăн пурнăçне урăх пĕр арçынпа та çыхăнтарман. Уйрăлу чунне питĕ хытă амантни ăна çĕнĕ хутшăнусем йĕркелеме чăрмантарнă. Паллах, вăл пĕтĕм юратăвне ывăлĕ çине тиенĕ. Ĕçе те çӳременни лару-тăрăва пушшех йывăрлатнă, Галинăн тĕнчи хваттер шайĕпе танлашнă. Ывăлĕ уншăн ача та, ĕç те – йăлт. Арăм пек, ĕçлекен пек çирĕпленейменнипе вăл хăйне эпĕ чи лайăх анне тесе лăплантарать. Çапла майпа хĕрарăм пурнăçран, хăйĕн çитменлĕхĕсенчен хӳтĕленет. Ывăлĕ ӳснĕçемĕн Галинăна унăн хăй тĕллĕнлĕхĕ хăратма пуçланă. Капла вăл тăван ачине те кирлĕ пулмасть-çке? Тахçан упăшки пăрахнă пек вăл та пăрахса кайĕ. Çак шухăшсемпе хыпаланса ӳкнĕскер вăл ачине пур çĕрте те йĕрлеме, ăна «эсĕ мансăр никам та мар» тесе пусарма пуçланă. Çапла майпа вăл ачине хăй çумне çирĕппĕн çыхса лартма ĕмĕтленет. Анчах малашне те капла пулсан вăл ывăлĕн пурнăçне йĕркелеме ура хурать-çке. Ӳссе çитсен авланас шухăш кĕрсен амăшĕ чăрмантарасси куçкĕрет. Ывăлĕн пурнăçĕнче вăл тепĕр хĕрарăма чăтайĕ-ши? Пурнăçра кун пек тĕслĕхсем туллиех.
Çавăнпа ывăлĕпе амăшĕ хушшинчи хутшăнусене улăштарма вăхăт çитнĕ. Мĕн чухлĕ Галина ывăлне хăй çумне çирĕпрех çыхса лартма тăрăшĕ, çавăн чухлĕ вăйлăрах ывăлĕ унран хăтăлма хăтланĕ. Галинăн хăй пурнăçне тĕпрен улăштармалла, ĕçе вырнаçмалла, юлташсем тупмалла, пĕр-пĕр арçынпа паллашсан та юрать. Ывăлĕпе туслă хутшăнусем йĕркелемелле, уншăн интереслĕ çын пулма тăрăшмалла.
 
: 1311, Хаçат: 50 (884), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: