Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк вĕçленсе пынă май яланхи пекех ĕç нумай. Маларах ĕçе вăхăтлă туманнипе халь хуть çурăл – анчах Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Социаллă ипотека программипе çурт-йĕр туса хута ярассин ытларах пайĕ кăçал та, ытти çулсенчи пекех, çулталăк вĕçленнĕ çĕре юлчĕ. «2010 çулта халăха шантарнă тăваткал метрсене хута ямаллах. Хут çинче кăна мар, чăннипех», – терĕ ТР Президенчĕ Рустам Минниханов шăматкун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ видеоконференцире.
ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн И.Файзуллинăн докладĕнчен çакă паллă: декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 1 миллион та 706 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă, çав шутран 188 пинĕ – ноябрь уйăхĕнче. Çулталăк программипе палăртнинчен тата 313 пин тăваткал метрне хута яман-ха. ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе кăçалхи 11 уйăхра 421 пин тăваткал метр (6341 хваттер) хута янă, çакă планăн 51,3 проценчĕ. АПК программисем çинчен калас пулсан хальхи вăхăтра 2006 çулта тума пуçланă çуртсене хута ярас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал çак программа валли 354 миллион тенкĕ уйăрнă, 339 çемье валли çуртсем тума пуçланă.
Социаллă ипотека программипе Çырчаллинче кăçал план тăрăх нумай хваттерлĕ, пĕтĕмĕшле 73 пин тăваткал метрлă 10 çурт туса пĕтермелле, декабрь пуçланнă çĕре 53 пин тăваткал метрне хута янă. Анат Камăра планпа 51 пин тăваткал метр, 42 пинĕ хатĕр. Элметре вара палăртнă 47 пин тăваткал метртан 20 пинне кăна панă-ха хальлĕхе. Лару-тăру çивĕччи каламасăрах куçкĕрет. Хусанта ĕç-пуç тата та япăхрах. Кăçал туса пĕтерме тĕллев лартнă 390 пин тăваткал метртан декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ те 81 пинне (планăн 21 проценчĕ) кăна туса пĕтернĕ. Хусан мэрĕ ăнлантарнă тăрăх, çуртсене вăхăтра парайманни вĕсене «пĕр кунлăх» фирмăсем тунипе çыхăннă. Вĕсене Патшалăх çурт-йĕр фончĕ суйласа илет-мĕн. Рустам Минниханов яваплă пуçлăхсене строительство ĕçĕсем еплерех пынине кашни кун вырăна кайса тĕрĕслесе тăма хушрĕ. ТР Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорне Т.Абдуллина тата темиçе пуçлăха канашлу вĕçленсен тӳрех Элмете кайма хушрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе яврĕç канашлура. ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ А.Шафигуллин каланă тăрăх, Тутарстанра çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен реестрĕнче 13647 ветеран тăрать. Вĕсенчен учета илни çинчен уведомлени 11959-шĕ илнĕ. Декабрĕн 3-мĕшĕ тĕлне 11730 килĕшӳ валли укçа та уйăрнă.
Çĕнĕ çулччен плана тултарайĕç-ши çурт-йĕр тăвакансем? Калама йывăр. Халăх шантарнă хваттерсене куç пек кĕтет. Пуçлăхсем нумай чухне проблемăсăр çуртсене кайса «пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пĕтĕмпех вăхăтра» тесе видеорепортажсем ӳкерсе халăха кăтартаççĕ. Социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсенчен хăшĕнче проблемăсем пур, вĕсем пирки çакăншăн яваплă чиновниксем журналистсем умĕнче калаçма тăрăшмаççĕ, кун пирки хваттер кĕтсе хăшкăлакансем кăна аван пĕлеççĕ.
Çурт-йĕр хута ярассипе çыхăннă видеоконференцисене халĕ кашни эрнерех Президент хăй ирттерет. Плана тултарайман ертӳçĕсене пуçран шăлмасси куçкĕрет.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: