Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Упи ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул юрă-ташăпа, кĕвĕ сассипе кĕрлесе тăчĕ. 150 ача вĕренекен шкул алăкне уçса кĕрсенех праçник тумĕ тăхăннă ачасем, тĕрлĕ тĕслĕ бал кĕписем тăхăннă чиперккесем, хăнасем нумай пулни кунта уяв пынине систерчĕ. Çак кун кунта пуçламăш классенче вĕренекенсен эрни вĕçленнĕ, Аннесен кунне уявланă, тата çакăнта çуралса ӳснĕ поэт, драматург, куçаруçă тата журналист Георгий Васильевич Зайцев-Тал-Мăрса çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă турĕç. Анне кунне паллă тума ачасем çĕр çинчи чи юратнă та чи çывăх çыннисене – амăшĕсене йыхравланă. Вĕсем валли концерт лартса панă, ӳкерчĕксен куравĕ йĕркеленĕ, унтан хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ тĕрлĕ сувенир, ӳкерчĕк, теттесем парнеленĕ. Вĕсене вара мĕнле материалтан кăна хатĕрлемен: тĕслĕ хутсенчен, çулçă, çип, çитсă пусмаран, пластилинран, кăранташ вĕçленĕ турпасĕсене те сая яман. Эпĕ те анне пулнă май çак кун Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнчен çамрăк ăстаçăсен парнипе таврăнтăм. Тавтапуç. Ачасене ертсе пыраканĕ – Людмила Петровна Сердцева. Шкулта тавра пĕлӳ музейĕ пур. Ăна истори вĕрентекенĕ Н.Н.Куракина ертсе пырать. Шкул çурчĕ ĕлĕкхи пасар вырăнĕнче пулнă май кунта вĕренекен ачасем шкул пахчинче ĕçленĕ чух та тĕрлĕ япаласем тупаççĕ. Музей экспонатсемпе пуян, кунта Упире çуралса ӳснĕ чаплă çынсем çинчен стендсем пур. Вĕсенчен пĕри – Георгий Васильевич Тал-Мăрсана асăнса хатĕрлени.
Сăвăлла калавпа, сăвăлла трагеди жанрĕсене пуçарса яракан Г.В.Зайцев Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче 1895 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тата икĕ хĕр те пĕр ывăл пулнă. Георгий хресчен пурнăçĕпе ӳссе çитĕннĕ, выртмана çӳренĕ, аслисене çĕр ĕçĕ ĕçлеме пулăшнă, аслашшĕн калавĕ-юмахĕсене итленĕ. Ӳссе çитĕнсен вĕренсе пысăк çын пулас, тăван халăхшăн ĕçлес тесе ĕмĕтленнĕ. Упири икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕме хатĕрлекен класне çӳренĕ. 1914 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан чăваш шкулĕнче вĕренекен 15 çамрăк хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕсен хушшинче Г.В.Зайцев та пулнă. Вăрçăра вăл Георгий хĕресне тивĕçлĕ пулнă. 1916 çул пуçламăшĕнче йывăр аманать. Тăшман пульли питĕнчен лексе çӳлти шăл тунипе шăлĕсене çĕмĕрет. Госпитальте ăна протез туса париччен вăл йĕркеллĕ калаçма та пултарайман. Унтан таврăнсан Виçпӳрт-Шăмăршă ялĕнче учитель пулса ĕçлет. Çавăнта ĕçленĕ чухне вăл патша самодержавине хирĕç, революци шухăшлă ĕçсем илсе пырать. Çак шкулта икĕ вĕренӳ çулĕ ĕçлесен, Аслă Октябрь революцийĕ пуçлансан Г.В.Зайцев Хусана куçса каять те малтанлăха вăрçăра аманнă çар çыннисен патронатне вырнаçать. Унта вăрçă инваличĕсем валли уçнă пĕлӳ паракан курссенче географи вĕрентекенĕ пулать. Ăна пĕччен пурăнакан пӳлĕм параççĕ. Çакăнта вăл чылай сăввисене тата «Вăйлисен айăпĕ», «Силпи» поэмисене çырма тытăнать. 1917 çулхи раштав уйăхĕн варринче вăл Хусанти университет çумĕнче Çурçĕр-Хĕвел анăç этнографипе археологи институтне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăрах Максимов-Кошкинскип е тата ытти артистсемпе тин çеç ĕçлеме тытăннă Чăваш театрне аталантарма пĕтĕм пултарулăхне парса ĕçлет. Унта вăл 1918 çултан пуçласа 1921 çулччен чăн талантлă артистсенчен пĕри, ăста режиссер пулса тăрать. Пьесăсем хатĕрлес тĕлĕшпе те нумай ĕçлет. Хусан гарнизонĕнчи Хĕрлĕ çар чаçĕнче ĕçленĕ Чăваш артисчĕсен труппине Тал-Мăрса хăй йĕркелесе тата аслă режиссер пулса ертсе пынă. Труппа час-часах Хусан тулашĕнчи ялсемпе слободасенче тăракан Хĕрлĕ çар чаçĕсене кайса ĕçĕсене кăтартнă. Хулара «Ампир» кинотеатрта лартнă. Ĕçленĕшĕн артистсем салтак илекен çăкăр паекĕпе çырлахса пурăннă. Ĕç укçи илмен. Хусанта пурăннă чух Тал-Мăрса Çемен Элкерпе нумай тĕл пулнă. Вĕсен калаçăвĕсем чăваш литературипе искусствин малашлăхĕ çинчен пулнă. Тал-Мăрсан литературăри пултарулăхĕ хăвăрт ӳссе пынă. Вăл 20 ытла сăвă çырнă, ытларах драма произведенийĕсем çырса палăрнă. Чăваш театрĕн труппи çĕнĕрен çĕнĕ пьесăсем ыйтса васкатни Георгий Васильевича канăç паман. Паллах, пьесăсем çырасси час пулакан япала мар. Çавăнпа вăл тĕнчери паллă драматургсен пьесисене куçарать. Гоголĕн «Ревизор», Луначарскин «Королевский брадобрей», Шиллерăн «Разбойники», Мольерăн «Плутни Скоапена» тата ытти те. Çырса пĕтернĕ пьесисем унăн «Ухатер» комедипе «Кам айăплă» драма. Унăн чăн пысăк произведенийĕсем: «Вăйлисен айăпĕ», «Силпи – Пăлхар пики», «Çĕнĕ пурнăç шурăмпуçĕ». Çав вăхăтрах хаçатсемпе журналсенче политикăпа пропагандăллă статьясем çырнă. «Канаш», «Чухăнсен сасси» хаçатсенче, «Шурăмпуç» журналта пичетленнĕ.
1921 çулта «Атăл» тăрăхне пысăк выçлăх пуснине пула Хусанти чăваш артисчĕсен труппи саланса кайнă. Георгий Тал-Мăрса чăваш артисчĕсен ушкăнĕнче ĕçлекен Александра мăшăрĕпе Çĕпĕре тухса каять. Çул çинче выçă вилесрен япалисене сута-сута Красноярск крайĕнчи Ачинск хулине çитсе тĕпленеççĕ. Мăшăрĕ ача çуртĕнче учитель пулса ĕçлеме тытăнать, Тал-Мăрса хулари политтехникума преподаватель пулса вырнаçать. Пурнăç йĕркеленме тытăнсанах Георгий йывăр чирлесе ӳкет. Çул çинче тавар пуйăсĕпе кайнă чух вăл тиф чирĕ çаклатнă пулнă. 1921 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче вăл çут тĕнчерен уйрăлса каять. Творчествăлла ĕçре хĕмленсе çунакан çыннăн пурнăçĕ 26 çултах вăхăтсăр татăлать.
Мероприятие 7-11-мĕш класра вĕренекен хастар ачасем хутшăнчĕç. К.Иванцовăпа М.Фомина вĕренекенсем ертсе пычĕç. Çаплах мероприяти пынă чухне слайдпа Тал-Мăрсан пурнăçĕнчи ӳкерчĕксен кăтартăвĕ пычĕ. Шкулта «Шырав» наука обшестви ĕçлет. Унăн членĕсем Тал-Мăрса сăввисемпе проект ĕçĕ çырнă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Н.А.Сердцева çак материалсене Чăвашсен наукăпа тĕпчев институтĕнче упранакан Г.В.Тал-Мăрсан ал çырăвĕсенчен пухса хатĕрленĕ. «Эпĕ Упи ялĕнче пурăннипе мăнаçланатăп», – терĕ 1-мĕш категориллĕ вĕрентекен. Надежда Александровна Çĕпрел районĕнчи ЧНКЦ ертӳçинчен Тал-Мăрсан кĕнекисене кăларас ĕçе хускатма, укçа-тенкĕ енчен пулăшма ыйтрĕ. «Унăн ĕçне малалла тăсасчĕ», – терĕ. Ялта Тал-Мăрса çуралса ӳснĕ урама çыравçă ятне панă.
Уява килнĕ хăна Чăваш халăх ăсчахĕ, поэт А.М.Малышев: «Упи çĕрĕ – авалхи чăваш çĕрĕ. Упи ятлă паттăртан тытăнса нумай паттăр, талантлă çынсем çитĕнтернĕ. Вĕсем чапа тухсан та хăйсен тăван тăрăхне манман. Эсир те ан манăр. Тал-Мăрсан юбилейне паллă туни вырăнлă. Вăл вилнисене кирлĕ мар, вăл сире – çамрăк ăрăва кирлĕ. Эсир хăвăрăн тăванăрсене ан манăр. Шет вăхăт иртсен сирĕн çинчен те çакăн пек пуçтарăнса калаçĕç. Сире тăрăшса вĕренме, чăваш халăхĕн мухтавлă ачисем пулма ырлăх-сывлăх сунатăп», – терĕ.
Тал-Мăрса çырнисем вулакансене кирек хăçан та кирлĕ пулĕç. «Эпир хамăр ентеше нихăçан та манса каймăпăр. Унăн çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра юлĕ», – терĕç ачасем. ЧНКЦ ертӳçи А.Ярхунов активлă хутшăнакан ачасене, чăваш чĕлхи вĕрентекенне, шкул директорне В.М.Машковăна кĕнекесем парнелерĕ. «Чăваш пулар, пĕрле утар!» чĕнӳпе уяв вĕçленчĕ.
 
: 1258, Хаçат: 49 (883), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: