Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пурнăç кăтартнă тăрăх, законсемпе постановленисене никамăн та вуласси килмест темелле. Çавăнпа та «Сувар» вулаканĕсене эпир тĕплĕн тенĕ пек ăнлантарса пама тăрăшатпăр. Паян сăмах амăш капиталĕ çинчен пырать. Ку юлашки çулсенче питĕ нумай çынна кăсăклантарать, паллах.
Амăш капиталĕ вăл – ача пур çемьесене патшалăхран паракан пулăшу. Çав укçапа усă курмашкăн патшалăх сертификат парать.
Патшалăх сертификачĕ вара патшалăх пулăшма яваплă тенине çирĕплетекен ятлă документ.
Çав документа амăшĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн илме пултарать. Паллах, ачи те, амăшĕ те Раççей гражданинĕсем пулма тивĕç. Ашшĕ кам пулни вара никама та интереслентермест.
Амăш капиталĕн сертификатне иккĕмĕш ачашăн илеймен аннесем (ăна 2007 çултанпа çеç пама пуçланă) виççĕмĕшĕшĕн те, тăватăмĕшĕшĕн те пĕр хутчен илме пултараççĕ. Çаплах пĕр харăс иккĕн, йĕкĕрешсем, çуралчĕç пулсан, вĕсен амăшĕ те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарать.
Анчах та ача çуралнă вăхăтрах вилсе кайрĕ пулсан амăш капиталĕ парăнмасть. Енчен те ача çуралса пĕр эрне хушшинче вилчĕ-тĕк, унăн амăшне сертификат пама тивĕç.
Амăш капиталĕн калăпăшĕ малтанхи çул 250 пин тенкĕччĕ, унтан 2008 çулта – 276250 тенкĕ, 2009 çулта – 312162 тенкĕ, 2010 çулта – 343278 тенкĕ таран ӳсрĕ. Çитес çул вара амăш капиталĕ 365700 тенкĕ пулать.
Сертификата 2016 çул вĕçлениччен пама палăртса хунă. Малашне вара мĕн пулассине куç курать.
Амăш капиталĕн сертификатне илмешкĕн пропискăра тăракан е пурăнакан вырăнти Пенси фончĕн уйрăмне кайса амăш паспортне тата ача çуралнă хутне илсе каймалла. Унта Пенси фончĕн ĕçченĕсем документсене ксерокопи туса юлмалла. Çавăнтах заявлени те çырса хăвармалла. Енчен те документсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ-тĕк, пĕр уйăхран сертификат хатĕр пулма тивĕç. Пенси фончĕн уйрăмĕ пурăннă вырăнтан питĕ инçе пулсан унта çити кайма май пулмасан асăннă документсене нотариус патĕнче çирĕплетсе почтăпа ярса пама юрать.
Патшалăх паракан пулăшупа виçĕ тĕрлĕ усă курма пулать:
1. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма. Сăмахран, çурт-йĕр туянма е туса лартма кредитпа укçа илнĕ пулсан, ăна саплаштарма юрать. Ипотека тăрăх хваттерлĕ е çуртлă пулма Турă хушсан та амăш капиталĕн укçине çавăнта яма пулать.
2. Ачасене малалла вĕренмешкĕн те пысăк пулăшу парать. Сертификат сумми кирек хăш ачана та усă пама пултарать. Анчах та вĕсем хамăр çĕршывра çеç вĕренмелле.
3. Амăшĕн пенсийĕн перекет пайĕ патне ярсан та юрать.
Амăш капиталĕн укçине асăннă тĕллевсенчен пĕрне кăна мар, виçĕ тĕле те уйăрса ярсан пăсмасть.
Çак укçапа ача 3 çула çитсен çеç усă курма ирĕк параççĕ. Çапах та ипотекăпа тата ытти çурт-йĕрпе çыхăннă кредитсене 2010 çул вĕçĕччен килĕшӳ тунă пулсан виççе çитнине пăхмаççĕ, тӳлеççĕ.
Амăш капиталĕпе çĕр лаптăкĕ туянма, хваттерте юсав ĕçĕсем тума, çурта юсамашкăн строительство материалĕсем илме юрамасть. Çаплах машина тата кил-тĕрĕшре усă куракан техника туянма та палăртман. Урăхла каласан, шутра пур укçана пĕтĕмпех алла тыттармаççĕ.
Кризис вăхăтĕнче акци пычĕ, 12 000 тенкĕ укçана алла илме юратчĕ.
2010 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче амăш капиталĕн законне улшăнусем кĕртнĕ:
1. Амăш капиталĕнчен 12 пинне илме малашне те юрать. Çаплах счет çинче 12 пин тенкĕрен сахалрах юлнă пулсан та укçана илме ирĕк пур. Енчен те ача кăçалхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕччен çуралнă пулсан, çак суммăна илмешкĕн 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен заявлени çырса памалла. Енчен те ача октябрьтен пуçласа декабрь вĕçĕччен çуралчĕ пулсан, заявление 2011 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен йышăнма пултараççĕ.
2. «Хăйсен вăйĕпе» çурт лартма тата реконструкцилеме те юрать. Çав ĕçсене тумашкăн сертификат хуçин счечĕ çине амăш капиталĕн çур суммине куçарма пултараççĕ. Укçана алла илес тесен çак документсен ксерокопине пуçтармалла:
– çĕр лаптăкĕ пуррине ĕнентерекен документ;
– çурт тума ирĕк паракан хут;
– çуртăн харпăрлăх правин докуменчĕ.
Амăш капиталĕн иккĕмĕш пайне вара тепĕр çур çултан илме пулать. Çав вăхăт хушшинче çуртăн никĕсĕ, стенисем пулмалла. Çаплах çине те витме тăрăшмалла. Строительство ĕçĕ пынине ĕнентерсен вара пĕр сăмахсăрах укçа куçарма тивĕç.
Çаплах законра улшăнусем кĕртнĕ хыççăн ача çуралса пĕрремĕш эрнерех вилчĕ пулсан халĕ ЗАГСра çуралнăлăх хутне параççĕ. Малтан справка çеç тыттаратчĕç. Анчах та çав справкăна Пенси фончĕн уйрăмĕнче, шел пулин те, илместчĕç.
 
: 943, Хаçат: 49 (883), Категори: Юрист хуравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: