Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕри – çĕнтерӳçĕ, тепри – призер
Çак кунсенче РФ Вĕрентӳпе наука министерстви çумĕнчи Вĕрентӳ аталанăвĕн федераллă институтĕнче IV Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен конкурсĕ иртнĕ. Конкурса Раççей Федерацийĕн 29 субъектĕнчен 35 вĕрентекен хутшăннă. Тутарстан чысне конкурсра Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрелти 1 № шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Энже Зялалова тата Çырчаллинчи 84 № лицей-интернатра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Алсу Галиева хӳтĕленĕ. Э.Зялалова виççĕмĕш вырăн йышăннă, А.Галиевăна «Чи лайăх методика эрудицийĕ» номинацире палăртнă. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене РФ Патшалăх Думинче наградăланă.
Ачасем наркотиксене хирĕç
Ноябрĕн 12-14-мĕшĕсенче «Костер» Республикăри ача-пăча вĕрентӳпе сиплев центрĕнче «SаМоSтоятельные – дети» II наркотиксене хирĕçле профильлĕ смена иртнĕ. Унта Тутарстанри 10 муниципаллă районтан 120 ача хутшăннă.
Асăннă проект республикăра 2007 çултанпа пурнăçа кĕрсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – çул çитмен ачасене хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулма тата психоактивлă веществосемпе усă курассинчен асăрханма вĕрентесси. Проекта хутшăнакан 10-17 çулти ачасем кăçал питĕ нумай ырă ĕç пурнăçланă. Хĕллехи каникулта вĕсем кĕçĕн çулти ачасем валли интереслĕ те хаваслă кану йĕркеленĕ. Апрель тата май уйăхĕсенче «Ăрусен летопиçĕ» мероприяти ирттернĕ, кашни отряд Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе тĕл пулнă. Майăн 31-мĕшĕнче Тутарстанри вунă хулари супермаркетсенче ачасем «Манăн Тăван çĕршыв пируссăр» акци йĕркеленĕ. Июнĕн 26-мĕшĕнче – Халăхсен хушшинчи наркоманипе тата наркобизнеспа кĕрешмелли кун – Хусан, Анат Кама, Лениногорск, Азнакай, Ешĕлвар, Пĕкĕлме урамĕсенче «Сывлăхлă пул! Ташла!» дэнс-моб акци ирттернĕ. Сентябрьте кашни пĕрлешӳ вĕрентекен-ветеранс ене шефа илнĕ.
Виçĕ куна пынă смена вăхăтĕнче ачасем нумай çĕннине пĕлнĕ, мастер-классенче пулнă. Наркотиксене хирĕç кĕрешекен чи лайăх отряд ятне Хусанти «Барс» волонтер отрячĕ илме тивĕçнĕ.
Çĕнĕлĕх: çемьери ача сачĕсем
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Арскра çемьери ача сачĕсене йĕркелес ыйтупа канашлу иртнĕ. Канашлăва ирттермелли вырăна ăнсăртран суйламан. Паянхи куна республикăра пурĕ çемьери ача сачĕсем 16, 6-шĕ шăпах Арск районĕнче. Канашлăва хутшăнакансем районти çакнашкал ача сачĕсене пысăк хак панă. Специалистсен йышлă ыйтăвĕсем çине Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи Управленийĕн воспитани парассинчи тата вĕрентессинчи условисене тĕрĕслесе тăракан уйрăмĕн специалист-эксперчĕ Г.Усова хуравланă.
 
: 1006, Хаçат: 49 (883), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: