Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Почта индексĕ: 422389, Теччĕ районĕ, Иваново ял хутлăхĕ, Кивьял ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла Теччĕ – Ульяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Ял-йыш
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 209 кил хуçалăх шутланать. Паянхи куна вĕсенчен 130-шĕнче хуçалăх тытса тăраççĕ, 304 çын пурăнать – 161 хĕрарăм, 143 арçын.
Колхоз саланнă хыççăн 1995 çул тĕлне кил хуçалăхĕнчи кашни 18 çула çитнĕ çынна 5,5 гектар çĕр пайĕ панă, пурĕ 199 çынна. Халь «Витал» тулли мар яваплăхлă хуçалăха Виолета Алимовна Миллер ертсе пырать.
Ялти ĕç çулĕнчи çынсенчен чылайăшĕ çак хуçалăхра ĕçлет, вахта меслечĕпе кая-кая ĕçлесе килеççĕ, «Самозанятость – 2009» программăпа 3 çын ĕçлет.
Учрежденисемпе предприятисем
Ялти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула 2003 çулта уçнă. Унта харăсах 108 ача вĕренме, 16 ача садике çӳреме пултарать. Паянхи кун шкула 34 ача çӳрет. Чăвашла вĕрентмеççĕ, анчах чăваш халăх культурине вĕрентессипе кружок ĕçлет. Шкул çуртĕнчех библиотека, 60 вырăнлăх ял клубĕ вырнаçнă. Садикре халь 10 ача. Ялта икĕ лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Ял витĕр Теччĕ-Ульяновск трасса иртет.
1950-мĕш çулсенче ялта 9 çил арманĕ, кĕрпе çуракан машина пулнă. Çăм таптаракан машина 60-мĕш çулсенче те ĕçленĕ. Колхоз саланиччен Кивьялăн пилорама та, механика вăйĕпе ĕçлекен арман та пулнă.
Паянхи кун ялта виçĕ предприниматель: Валерий Александрович Сизов, Евгений Иванович Володин тата Владимир Петрович Леденейкин.
Историрен
Ял ятне мĕншĕн çапла пани пирки темĕн тĕрлĕ те калаçаççĕ. Вĕсенчен пĕри ак çакăн пек. Чăвашсем хăйсен ялне Пăркасси (Ледяная Слобода) тесе ят панă пулать. Ялта чăвашсем кăна мар, вырăссем те пурăннипе ята улăштарнă – Пролей-Каша пулса тăнă. Теприсем каласа панă тăрăх, яла таркăнсем пуçарса янă. Кивьял çинчен çырнисем пĕрремĕш хут М.Пальчиковăн дозорнăй кĕнекинче 1618 çулта тĕл пулаççĕ. Çак кĕнеке Мускаври Авалхи актсен патшалăхăн тĕп архивĕнче упранать. Хурахла ĕçсем туса çӳрекенсенчен тарса çӳрекенсем улах вырăна, çĕр ĕçĕ тума меллĕ çĕрте вырнаçнă. Атăл хĕрринчех тĕпленнĕ пулин те юхан шывпа пыракансем асăрхайман вĕсене. 1611 çулта темиçе çемье Свияжск уесĕнчен куçса килнĕ.
Виççĕмĕш верси те пур. Кивьялпа кӳршĕллĕ Урюм ялĕ авал та ытлă-çитлĕ пурăннă. Суха çĕрĕсем те вĕсен ĕлĕкренех нумай пулнă. Çĕр виçекенсем килсен урюмсем хăйсене ытларах çĕр уйăрччăр тесе ылтăн панă пулать вĕсене, кивьялсем пăтă пĕçерсе çитернĕ, паллах, ылтăн пăтта «çĕнтернĕ»…
Урамсен халăхри ячĕсем
Ту кас, Вăта кас, Шапа кас (Ленин урамĕ), Анат кас (Чапаев урамĕ), Çĕнĕ кас (Зеленая урам), Раккасси (Пионерская урам) – çак урамсенче чăвашсем пурăнаççĕ. Вырăссем пурăнакан урамсем: Чиркӳ касси (Пушкин урамĕ), Чурбановка (Гагарин урамĕ), Бештановка (Набережная) Большой Островок (Маяковский урамĕ), Малый Островок (Горький урамĕ), Хусан касси (Стрельников урамĕ), Тимĕрçĕ касси (Октябрьская).
Тавралăх
Кăнна шывĕ Кивьялта пуçланать. Тип варсем, Тĕпек, Хăйăр вар, Кашкăр ями, Учӳк вар, Сĕлмек вар, Хурăм сур, Аслă çерем, Хураç тĕмĕ, Караç кӳлĕ пуçĕ, Мăкшă кӳлĕ, Чăх кӳл. Ял Атăл çыранĕнчен 3 километрта ларать.
Культура тата ĕç-хĕл
Çуллахи Микула – Кивьял уявĕ. Ăна майăн 22-мĕшĕнче ялтан 2 километрта Пуркамра ирттернĕ. Анчах Атăл анлăлансан çырансем ишĕлме пуçланă, çакна пула уява та сăпайлăнрах ирттерме пуçланă. Январĕн 7-мĕшĕнче Раштава, Троицăна яланах ирттереççĕ.
Халь массăллă уявсене клубра ирттереççĕ. 1906 çулта чиркӳ тунă. Совет саманинче унран ял клубĕ тунă, иккĕмĕш хутĕнче – библиотека. 1980 çулта çурчĕ кивĕ, ишĕлсе анĕ тесе чиркĕве салатнă. Чăвашсем пурăнакан çĕрте 1961 çулччен шкул пулнă, унта чăвашла та вĕрентнĕ. Шкулăн çĕнĕ çуртне 2001 çулта кăна тума тытăннă, 2003 çулта хута янă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 301 çын хутшăннă. Вĕсенчен 143-шĕ хыпарсăр çухалнă е вилнĕ. Паянхи кун ялта ветерансем – В.Ф.Романова (1923 çç.), П.К.Яфаркин (1923 çç.), М.Д.Якушкин (1924 çç.), С.Н.Сизов (1926 çç.), А.Ф.Анчиков (1918 çç.) тата вĕсемпе танлаштарнисем пур – Л.Е.Гнусарьков (1927 çç.), Б.И.Леденейкин (1933 çç.) – воин-интернационали ст.
Пĕлме интереслĕ
Граждан вăрçи çулĕсенче шурă чехсен корпусĕ Чĕмпĕр енчен Теччĕ уесĕ витĕр Хусаналла çул тытнă. 1918 çулта августăн 1-мĕшĕнче Теччĕ çывăхĕнче шуррисемпе хĕрлисен флочĕ çапăçнă. Теччĕне шуррисем ярса илнĕ. Хулара, çывăхри ялсенче хĕрлисене шыраса çӳреме пуçланă, большевиксем майлисене пере-пере пăрахнă, халăхри хĕç-пăшала туртса илнĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе чăтайман кивьялсем, 1918 çулхи августăн 15-16-мĕшсенче шурă чехсене хирĕç пăлхав çĕкленĕ. Кун çинчен «Есть на Волге городок» кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
1919 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Кивьялти 13 çулти Тихон Ильич Курков социализм тума пуçланишĕн хавхаланса кайса В.И.Ленин патне çыру çырнă. Вăл çырура культурăпа çут ĕç кружокĕн, ревизи комиссийĕн председателĕ пулнине тата ялти ĕçтăвкомăн секретарĕнче те хăех ĕлкĕрсе пынине çырнă.
(Малалли пулать.)
 
: 1584, Хаçат: 48 (882), Категори: Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ

Комментарисем:

Çилÿка Валери (2010-11-26 22:13:27):
Кашни кăларăмра сăвар ялĕсен историне çырса кăтартсан лайăх пулмалла, Хамăр историне пĕльмесĕр чуна ыраттарса пурăнни çитет, эпир тăлăх мар, эпир мĕскĕнь мар, Ĕмĕр историре СĂВАР ячĕпе çÿренĕскерсем, хамăр ята каялла тавăрар ! ,Малашнехи ăрусене валли , иккĕленсе пурăнасран, çул туса парар ! ÇАПЛА ПУЛТĂР !

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: