Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Раççее Италин паллă дизайнерĕ Альберта Ферретти хăйĕн кĕркуннехи-хĕллехи тумтир коллекцийĕпе килсе кайрĕ. Каçхи кĕпесем çĕлессипе вăл пултаруллă мастер шутланать. Унăн кĕписемпе паллă çăлтăрсем Ума Турман, Сандра Баллок, Скарлетт Йоханссон кинофестивальсене хутшăнаççĕ. Мода индустрине Альберта 18 çулта чухнех кĕнĕ, шăп çак вăхăтра вăл хăйĕн пĕрремĕш лавккине уçнă, 1974 çулта тумтир производствине йĕркелесе янă, 1988 çулта Альбертăна тĕнче пĕлме пуçланă, паллă политик Маргарет Тэтчер та капăр тум çĕлеттерме ун патне çӳреме пуçланă.
Альберта Ферретти çамрăк хĕр чухнех суйласа илнĕ стильрен пăрăнман темелле, вăл классикăна пуринчен ытла кăмăллать. Анчах унăн коллекцийĕсене кичем тееймĕн, кашнинче вăл мĕнпе те пулин çĕннипе, пачах та урăх тавра курăмпа тĕлĕнтерет. Çĕнĕ коллекцине романтикăлла классика темелле. Дизайнер шучĕпе, романтикăлла хĕр, хĕрарăм вăл айван пулнине кăтартмасть, пачах та урăхла. Вăйлă, хăйне шанакан хĕрарăм çеç хăй туйăмĕсене кăтартма хăрамасть. Ун шучĕпе, шăп хальхи саманара, хĕрарăм арçынпа тан ĕçлеме пуçланă тапхăрта пирĕн хамăрăн ресурссемпе анлă усă курмалла. Пирĕн вăй – илемре, черченлĕхре. Ăна хирĕç тăма çук. Альберта Ферретти хĕрсене ĕçе те капăр тăхăнма сĕнет. Тĕслĕхрен, официаллă костюма илемлĕ брошьпа, пиçиххипе пуянлатма.
Альберта Ферретти сăмахĕсемпе, паян мода тĕнчинче çĕршывсем хушшинче чикĕсем çук. Нью-Йоркра та, Парижра та, Мускавра тата ытти пысăк мегаполиссенче те хĕрарăмсем пĕр пекех тăхăнаççĕ. Ĕлĕкрех кăна Европăра тăхăнĕç-ши, кăмăла кайĕ-ши ку Раççейре тесе шутланă пулсан, паян ку проблема çук. Ку модăна вĕçĕмсĕр аталанма пулăшать. Мода ăнлавĕ анлă, «хитре те капăр», «вырăнлă» чикĕсене кăна шăнăçмасть вăл. Мода, дизайнер шучĕпе, çын культурине, воспитанине, унăн тавра курăмĕпе ӳсĕмне палăртать. Хăйне тата ыттисене хисеплекен çыннăн ялан тирпейлĕ çи-пуç.
Раççей хĕрарăмĕсене Альберта Ферретти хăйпе танлаштарать. Пире вăл романтикăлла, черчен кăмăллă, çав вăхăтрах ăслă та вăйлă тесе палăртать.
Мускавра кăтартнă коллекцийĕнче куллен тăхăнмалли тумсенчен пуçласа каçхи капăр кĕпесем таранах пулчĕç. Тумтирте вăл тĕрлĕ фактурăллă материалсене пĕрлештернĕ: черчен пурçăнпа мамăк тир е хулăн атлас, трикотажпа тир, атласпа тĕк тата ытти те. Классика стилĕпе касса çĕленĕскерсем, модăна çĕнĕ сывлăш илсе кĕнĕ. Кашни унăн коллекцийĕнче мĕн те пулин тупма пултарать.
Альбертăн тĕп принципĕ – тумтир пĕр вăхăта кăна пулмалла мар. Гардеробра пит нумай япала та кирлĕ мар. Чи кирли – вĕсем пысăк пахалăхлă пулччăр. Пĕр кунлăх япала туянса тăкакланмалла та мар. Альберта Ферретти сăмахĕсемпе, модăра йăлт пурнăçри пек: чăн-чăн хаклăх – ĕмĕре.
 
: 1131, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: