Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пырĕ. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç – пурнăç илемĕ», – теççĕ. Пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр – çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнӳсем тумалла, хăв телейне тупмалла. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет», – тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем, пĕлĕшĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрĕшеççĕ, виççĕмĕшĕсем – таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл. Çĕр çинчи мĕнпур ĕçе, çав ĕçсене ĕçлекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, артист...
Эпĕ вара вĕрентекен пуласшăн. Мана учитель ĕçĕ кăмăла каять. Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пӳрмен, юрăç пулма та... Хитре кĕпесем çĕлеме те, тĕрĕ тĕрлеме те, йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать – çавна суйласа илет те.
Учитель ĕçĕ мана пĕчĕкренех килĕшет. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ялан ман куç умĕнче, асра. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти вĕрентекен вара – иккĕмĕш анне теççĕ. Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни ачан ăс-тăн ӳсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тӳпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма пĕлменскертен, пулас лётчик, врач е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Ачасемпе пурнăç çулĕ çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта кăна илме пултарать.
Шкул вăл – пысăк çемье. Çемьесем тĕрлĕрен пулаççĕ, шкулсем те çавах. Пĕринче çын хăйне читлĕхри кайăк пек туять, тепринче вара ирĕклĕ вĕçевре тейĕн. Хăй мĕн пултарнине пĕтĕмпех кăтартма пултарать, малалла аталанма пур майсем те пур, çĕнĕрен те çĕннине пĕлес, алла илес килет. Çак туслă çемьере вĕрентекенсем ашшĕ-амăш вырăнĕнче, вĕренекенсем – вĕсен ачисем. Пурне те çыхăнтарса тăраканни – пĕлӳ тĕнчи тăрăх малалла çирĕп утăмсемпе утасси.
Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла-ши? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла, сăпайлă, ырă кăмăллă, таса чунлă, пуçаруллă, культурăллă, талантлă, çивĕч ăслă пулмалла. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни – пысăк ăсталăх. Амăшĕ хăй ачине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та сăпайлă çын тăвасшăн – учитель те çавăншăн çунать. Çĕр çинче мĕн ырри пур – йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан – тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан – айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне – каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах калани те пулать. Эпир вара, ăнланмасăр, кăштах кӳренетпĕр те. Паян çирĕп ыйтмасан – ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлӳпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ пирĕн. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те чипер ача тăвасшăн çунать. Çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тӳрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тӳрĕ чунлă çынсем – саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара – çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Учитель ĕçĕ яваплă пулин те, вăл – манăн юратнă професси. Хамран пĕчĕкрех ачасемпе калаçас, кулас, юрлас, ташлас килет. Хам мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитересси – ырă ĕç, вăл мăнаçлантарать, хавхалантарать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси – сăваплă ĕç. Манăн та хамăн пурнăçа пархатарлă ĕçпе ирттерес килет. Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекене ырăпа асăнаççĕ. Учитель вăл, ман шутпа, чи кирлĕ çын. «Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», – тенĕ ваттисем. Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий Никандрович Волков педагог-ăсчах кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать, тĕнче курăмне тарăнлатать...
Эпĕ хамăн юратнă вĕрентекенĕмĕрсем çине пăхатăп та – пулас ĕçĕм çинчен шухăша путатăп. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – теççĕ халăхра. Манăн та пурнăç тăршшĕпех вĕренес те вĕренес килет. Пурне те усăллă çын пулас килет.
Вĕрентекенсене манар мар. Уявсемпе юбилейсенче салам сăмахĕ ярар, ăшă сăмахпа чунĕсене йăпатар.
 
: 941, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: