Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пур-ши янкăр тӳпери çĕршер çутă çăлтăрпа тулли уйăхран илемлĕреххи? Асамлăраххи? Таси? Паллах, пур. Анчах вĕсен пачах урăх асамлăх, урăх илĕртӳлĕх. Çак каç илемĕпе пурпĕр танлашаймĕç…
Сĕтел хушшинче ларакан Соня ниепле те куçне чӳрече çинчен илеймерĕ. Чӳрече куçĕнчен курăнакан вĕçĕ-хĕррисĕр тӳпен пĕр пĕчĕк пайне пăхса савăнчĕ. Художник пулсан сăрăпа, юрăç пулсан кĕвĕпе сăнлĕччĕ вăл çак тӳпене. Шел, Соня художник та, юрăç та мар – сăрăпа та, сăмахпа та хăй куракан, туякан илеме ӳкерсе параймĕ.
Хаш! сывларĕ çапла ăнсăртран пылак ĕмĕт юхăмне кĕрсе ӳкнĕ хĕр ача. Унăн шухăшĕсем ерипен хăй умĕнче выртакан кĕнеке-тетрадь çине куçрĕç. Анчах куçĕ тепĕр самантлăха сĕтел кĕтессинче ларакан тĕкĕр çинче тытăнса тăчĕ. Çаврака та тулли питлĕ, пысăк кăвак куçлă, хулăнрах туталлă, тӳрĕ сăмсаллă та чечек шатриллĕ сăна курчĕ вăл. Куçĕ çине шуса аннă сап-сарă, кăштах кăтраланса тăракан çӳçне васкамасăр хыçалалла илсе хучĕ. Вара çĕр çинчи пĕтĕм япала çинчен манса теоремăсемпе фигурăсен, вĕçĕ-хĕррисĕр тӳрĕ йĕрсемпе татăксен, вуншар числопа цифра тĕнчине путрĕ. Кĕнекери задачăсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчерĕ. Ку вăл унăн тĕнчи, унăн юхăмĕ пулчĕ.
– Аппа, сана урамра чĕнеççĕ, – сăмах чĕнчĕ тахăш самантра Соня çумне пырса тăнă Катя йăмăкĕ.
Соня аллинчи ручкине пăрахмасăрах пуçне çĕклерĕ. Шухăшĕпе вăл теоремăсемпе числосен хушшинчех пулчĕ-ха.
– Мĕн хытса ларатăн? Чĕнеççĕ тетĕп.
– Кам?
– Атту пĕлместĕн? – Соньăна йĕкĕлтесе хихиклетрĕ йăмăкĕ. Хăй çавăнтах тепĕр пӳлĕме кĕрсе тарчĕ.
Соня сĕтел хушшинчен тухрĕ. Алăк патне кайса çăм тутăр, килте çĕленĕ кĕрĕк, кăçатă тăхăнчĕ. Урама тухма алăк хăлăпне тытрĕ…
– Мĕн, çĕр каçмаллах тухатăн-им? – темшĕн ятлаçса ыйтрĕ тепĕр пӳлĕмрен тухнă амăшĕ.
– Эпĕ хăвăрт тухса кĕретĕп.
Хĕр ача урама тухрĕ. Хапха умĕнче пĕр класра вĕренекен Женя тăрать иккен. Арçын ача чирленĕ пирки эрне хушши шкула çӳременччĕ. Халĕ ак Соньăран мĕн вĕреннине пĕлме килнĕ. Анчах темшĕн хăйпе кӳршĕллĕ пурăнакан Таньăран мар, Соньăран ыйтма шутланă. Ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăннине пăхмасăр кунта килме ӳркенмен.
Соня арçын ачана пĕтĕмпех тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Ытларах тĕрĕслев ĕçĕсем пулнă пирки киле ĕç нимех те паман. Сăмах вĕçленчĕ. Соньăн киле кĕмелле. Анчах Женя ăна кĕртсе яма васкамарĕ. Хĕр ача хăй те пăчă пӳрте ытлах кĕресшĕн пулмарĕ. Халĕ вăл паçăр кантăкран курнă илеме тата туллинрех курма пултарчĕ. Çакăн çинчен Женьăна каласа парас тесе çăвар уçнăччĕ кăна – крыльца çинче Соня амăшĕн уçă сасси янăраса кайрĕ:
– Соня! Ăçта çӳретĕн эсĕ унта? Киле кĕр.
Хĕр ача Женьăпа хăвăрт сывпуллашрĕ. Васкамасăр киле кĕчĕ. Алăк умĕнче ăна амăшĕ кĕтсе илчĕ.
– Каччă тесен вăхăт çинчен манатăр. Мĕн кирлĕ ăна?
– Нумай тăмарăм-çке. Киле ĕç мĕн панине пĕлме килнĕ.
– Класра эс кăна-им?
– Анне, усал ĕç тумарăм-çке. Мĕншĕн ятлаçатăн?
– Пăх-ха, калани килĕшмест. Ĕçне тусан кая юлатăн. Час арăк айĕнче ача килсе парăн…
Соня амăшĕн пĕр сăмахне те урăх итлесе тăмарĕ. Кашнинчех çапла. Урамра кăшт ытларах тытăнса тăрсанах тем те пĕр каласа ятлаçать. Кашнинчех… Çакна Соньăн тахçанах хăнăхма вăхăт пулнă. Анчах кашнинчех куçĕ вĕри куççульпе, ним айăпсăр чун тарăхупа тулать. Паян та çаплах пулчĕ.
Соня хывăннă-хывăнман вырăнĕ ăшне кĕрсе выртрĕ. Пĕр сассăр макăрчĕ. Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? Анне, мĕншĕн хĕрне ăнланмастăн? Шанмастăн… Хамăн чыспа тасалăха сыхлама, атте-анне ятне упрама пултарассине шанмастăн? Мĕншĕн кураймастăн? Хĕрĕн мăнаçлăхне пĕчĕклетме, ăна вăйлăрах ыраттарма тăрăшатăн?
Хĕр ача тата чылай вăхăт хушши сас кăлармасăр ĕсĕклерĕ. Ĕнтĕ амăшĕ те шăпланчĕ. Соня вара çаплах лăпланаймарĕ. Пӳртре шăп. Радио сасси çеç илтĕнет. Такамăн уçă та хаваслă сасси такмак хыççăн такмак шăрантарать:
Анне, мана ма вăрçан,
Хăв хĕр пулса ӳсмен-им?
Атте каччă пулман-им?
Иксĕр улах туман-им?
 
: 922, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: