Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕр-çĕр çухрăмра пурăнсан та Пушкăрт çĕрĕ çинчи чăваш ваттисем Хусан илемлĕ те пуян хула пулнине, вăл чăвашсене те юп курнине ĕлĕкрен лайăх пĕлнĕ, ун пирки ĕçкĕ-çикĕре юрă та шăрантарнă, хамăр тăрăхри хуласене Хусанпа танлаштарма хăюлăх çитернĕ. Стерлитамак тăрăхĕнчи чăвашсем эпир ача чухне кĕрекере шăрантарнă юрă сăмахĕсем халĕ те асрах-ха:
Пирĕн Ĕçтерлĕ хулисем
Хусан хулисем пекех…
Хусана чаплă хула вырăнне хуни курăнсах тăрать çак йĕркесенче. Мĕн хистерĕ-ха пин çултан иртнĕ хула пирки сăмах тапратма? Тĕрĕс, унта хам та пĕрре мар пулнă, çывăх тăвансемпе тус-юлташсем те çук мар тутарсен шĕкĕр хулинче. Анчах алла калем тытнин сăлтавĕ кунта мар. Сăлтав – аллăмри кĕнеке, Валери Туктарăн анчахрах кăна Шупашкарта пичетленсе тухнă поэмăпа сăвăсен кĕнеки. Тата та уçăмлăрах каласан, унти «Хусан» поэма шухăша ячĕ мана. Кĕнеки те ку хăйне майлăскер. Асăннă поэмăна унта икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла пичетленĕ. Танлаштарса пăхма тесе пулас чăвашла тата вырăсла текстсене юнашарах вырнаçтарнă. Чăвашла пĕлмен чăваш вырăсла вулама пултарать. Поэма пуçĕнчен тытăнса вĕçне çитиех çапла пырать. Кĕнеке ум сăмахĕнче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер кун пирки çапла çырать: «Хайлав чĕлхи те, сăвă виçипе хурăмĕ-меслечĕ те автор çак çĕкленӳллĕ калаçу валли тивĕçлĕ кĕвĕ-çемĕ суйласа илнине ĕнентереççĕ».
Халĕ поэмăри хăш-пĕр сыпăксемпе паллашар-ха. Малтанах асăрхаттарса хăвармалла: автор хăйĕн поэминче Хусанăн пин çулхи историйĕпе паллаштармасть, ун кун-çулĕнчи чăвашлăхпа çыхăннă пулăмсем, кунта вĕреннĕ, ĕçленĕ, пурăннă, ĕçĕсемпе чапа тухнă, çаплах паян кун вĕсен ĕçне малалла туса пыракан пултаруллă чăвашсем çинчен сăвă йĕркисемпе кĕскен каласа парать. Пĕрремĕш сыпăкра вулакан хулапа паллашать, унта автор тĕрлĕ халăх туслă ĕçлесе пурăнни çинчен сăвăлать. Маларах поэма хула историйĕ çинчен мар тенĕччĕ-ха, анчах унсăр та мар иккен. Акă «Мĕн кăна астумасть Хусан?» сыпăкра унăн аваллăхĕ пирки кĕскен те витĕмлĕ çырнă йĕркесем пур:
Мĕн кăна астумасть-ши Хусан?
Миçе пуçлăх, миçе тĕрлĕ хан
Хăйĕнле йĕрке тумарĕ-ши?
* * *
Паттăй хан, Тимур, Хаяр Иван
Кĕл тăваççĕ хитре хуларан.
Хăпарать Раçăн мĕн çар пухса,
Пăкачавĕ килет кăтăрса,
Тапранать революци кайран –
Йăлт курать, йăлт тӳсет Хусан.
Чăваш культурин аталанăвĕнче Хусанăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине пĕлетпĕр. Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ кунта çуралнă, чăваш театрĕ те кунтах шăтса калчаланнă, сахал мар чăваш ачи хăйĕн ăс-тăнне кунти шкулсенче вĕренсе тарăнлатнă, хăшĕ-пĕри каярах тĕнче пĕлекен ăсчаха тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕпе тĕл пулать вулакан поэмăра. Халăхăмăра çутта кăларакан И.Я.Яковлев Хусан университетĕнче пĕлӳ илнине пĕлмен чăваш çук та пулĕ. «Халăх çулĕ пире курăнать» сыпăка шăпах ăна халалланă. Çак икĕ йĕрке аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пĕтĕм ĕçне куç умне кăларса тăратать:
Йăлкăшса çунать умра кăвар –
Акă вăл пирĕн чăвашла
букварь!
Çапла, Иван Яковлевич парнеленĕ çак кĕнеке чăвашăн куçне уçакан, ыйхине сирекен, ăс-хакăл патне утма хистекен кĕнеке, автор калашле, умра йăлкăшакан кăвар пулчĕ. Чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕн авторĕн Н.И.Ашмаринăн ĕçне те аса илтерет поэма:
Чĕмпĕрте тухать пулсан
букварь,
Хусанта çырăнать çак
словарь…
«Хыпара» кун-çул панă Хусан» сыпăкра сăмах мĕн çинчен пыни унăн ятĕнченех курăнать. Чăвашсене пичет кăларăмĕ урлă çутталла туртасшăн çунакан Н.В.Никольский тӳре-шара утăмсерен такăнтарнине пăхмасăрах чăвашсен чи малтанхи «Хыпар» хаçатне кăларма вăй та çитерет, майне те тупать. Поэмăри йĕркесемпе каласан, пĕрремĕш чĕкеç «Саланать «Хыпар» пит аякка, Йĕпреçрен Елчĕке, Чĕмпĕртен, Ĕпхӳрен иртсе Ялавăра, Слакпуçне, Пишпӳлеке…» Паян кун Хусанта пилĕк пине яхăн тиражпа чăвашла тухакан «Сувар» хаçат пирки уйрăм сыпăк хайлавра. «Пĕрлĕхре тыттăр пур ăрăва» ятлă вăл. Кунта хаçат валли лайăх ят тупнă тутар сăвăçне Ренат Хариса, малтанхи редактора Тимĕр Данилова, хальхи Кĕçтук Малышева, хаçатпа туслă сăвăçсене ятран асăннă. Юлашки йĕркесем сунăм сăмахĕсем пек янăраççĕ:
Вĕçтĕр, вĕçтĕр тӳпере «Сувар»,
Чунсенче чĕрттĕр вăл шĕл
кăвар,
Пĕрлĕхре тыттăр пур ăрăва,
Çĕнĕ хĕм парса пултарăва.
«Чăвашла çеç театр калаçать» сыпăкра сăмах чăвашсен Хусанта уçăлнă пирвайхи театрĕ пирки пырать, автор кунта малтанхи артистсене ятран асăнать: Еккĕм Çтаппанч, Улька Ырсем, Георги Тал-Мăрса…
Чăваш çыравçисенчен чылайăшĕн ура йĕрри пичетленнĕ Хусан урамĕсенче. Поэма авторĕ чи малтан Н.И.Полоруссов-Шеле пие асăнать. Унпа паллаштаракан сыпăка В.Туктар ӳкерчĕк майлă çырса кăтартать. Хăна çурчĕн пӳлĕмĕнче Зариф Башири тутарпа Полоруссов-Шелепи калаçса лараççĕ. Сĕтел çинче сăмавар чашкăрать. Чей ĕçнĕ май икĕ сăвăç «Туслăх кĕнеки» пирки ĕмĕтленеççĕ.
Поэмăра вулакан Тайăр Тимкки, Çеçпĕл Мишши, Александр Алка тата ытти нумай-нумай сăвăç ячĕсемпе тĕл пулать. П.Хусанкая темиçе вырăнта асăннă. Чăваш халăх поэчĕ П.Афанасьев ячĕпе çырнă сыпăк та пур.
Авăнаççĕ йĕлме речĕсем,
Афанасьев Пурхил лартнисем.
Савăнаççĕ Йĕлмел çыннисем,
Афанасьев Пурхил тусĕсем…
Мĕншĕн савăннине, хĕпĕртенине те пĕлтерет автор:
Ма тесен Шелепи çумĕнче,
Хусанкайпа Алка шайĕнче
Тепĕр сăвăç маттур сас
парать…
Пур сăвви кăмăла çĕклеме,
Пур юрри юрлама, итлеме,
Кĕнеки те суйламалăх пур…
Тăхăрьял таврашĕнчен тухнă çыравçăсене поэмăра уйрăм сыпăкра пурне те ятран асăнса тухнă. Юлашки сыпăксенчен пĕринче Хусан ячĕпе автор чун-чĕринчен шăранса тухнă йĕркесене илсе кăтартасшăн:
Ĕç хули эс, хастарлă Хусан,
Ăс хули эс, мухтавлă Хусан,
Ахаль мар чăваш юррисенче
Хуть вылять Хусан хутлăхĕнче.
Поэма вырăсла пичетленнине асăнтăмăр та-ха, анчах куçаруçи кам пулнине хыпарламарăмăр. Ку ĕçе тăваканĕ – чăвашсен хальхи вăхăтри паллă сăвăçи тата куçаруçи Анатолий Смолин.
Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче туслăхпа тăванлăх, чăвашлăх темипе çырнă сăвăсем вырăн тупнă.
 
: 981, Хаçат: 48 (882), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: