Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 42-47№№)
– Эпĕ вара, вуннă пĕтернĕ лӳппер.
– Мĕншĕн ун пек калатăн, Ветис? – аран илтмелле ыйтрĕ кĕвĕ ытамне кĕрсе ӳкнĕ Улюш.
– Тĕрĕс сăмахăн суйи çук, Улюш. Итлесе пĕтерсен хăвах ăнланăн, – терĕ вăл. – …Ăмăр кунхи хĕвел шевли евĕр тĕксĕм кунсене çурса кĕчĕ Тая манăн ансат та тăрлавсăр пурнăçа.
Пĕррехинче, яланхи пекех, клуба антăм. Аптранă кăвакал кутăн чăмать тесе ахальтен каламан çав. Çӳретĕп хайхи çапла ухмаха ернĕ кĕрхи шăна пек сулланса: пĕр хĕр патне пырса тăрăнатăп, теприн патне… Пĕрне тĕккелесе илетĕп, теприне… Тая умне тухрăм. Шар! турĕ чĕре – ман çине икĕ пысăк симĕсрех сенкер кăвак куç пăхать – шартах сикрĕм хăранипе. Мĕн тесен те, вăл çапла куçран чăрсăр тăрăнасса эпĕ ниепле те кĕтмен. Шикленсе икĕ аяк пĕрчинчен чĕпĕтме хатĕрленĕ аллăмсене яма тиврĕ.
– Салам, – терĕм хам тавра Тая куçĕсем явлăклама ĕлкĕрнĕ юрату каррине асăрхамасăр.
– Мĕнле пурăнатăн?
– Чиперех, – терĕ пике тинех куçне тартса. – Эсĕ ыйтнипе.
– Мĕнле вăл эпĕ ыйтнипе?
– Хăв шутла, – терĕ те Тая хĕрсем хушшине кĕрсе çухалчĕ.
Манăн вара клуб хупăнасса çеç кĕтмелли юлчĕ. Пур каччăсенчен пăрăнса çав каç Тая хыççăн утрăм. Телей темелле-и ĕнтĕ ăна, хĕр мана хапха умĕнче кĕтсе тăрать иккен. Киле кĕме шутламасть те...
Эпир урам тăрăх уçăлма кайрăмăр. Çулталăк ытла çапла алла-аллăн çӳрерĕмĕр. Анчах та пĕррехинче, чăтса тăраймарăм хĕре «хамăн» тума шутларăм…
Юрăри пек – тӳлек те ăшă лăпкă каçччĕ, çывăхри вăрмантан йывăçсен симĕс çулçисене ачашласа каннă шухă çил ырă та пархатарлă вăрман техĕмне ырми-канми сапаласа алхасатчĕ. Пире, иксĕмĕре, пыра-пыра ачашласа йăпанатчĕ те çырма урлă каçса Киклĕпуç ялĕ енче çухалатчĕ.
– Эпĕ сана пиллĕкмĕш класранах килĕштереттĕм, – терĕ Тая вăтанчăклăн ытама тĕршĕнсе; кăпăшка çырă çӳç пĕрчисем сăмса айне лексе кăтăкла-кăтăкла илчĕç. – Гальăпа çӳреме пăрахнине илтсенех, атте вăрçнине пăхмасăр, эпĕ çав кун клуба тухрăм…
Кун çине кун иртрĕ, кĕçех Сĕнче те хăйĕн илемлĕ юррине ĕнĕрлесе юрлама пăрахрĕ. Вăл хулăн пăрпа витĕнсе шурă юр айне путрĕ.
Эпир çеç çавна асăрхамарăмăр, кашни каç юратнă шурă хурăн айне утрăмăр, чунри туйăмсене йăпатса иртни, хальхи, пуласси çинчен калаçрăмăр.
Пĕррехинче Тая ашшĕ пирĕн пата хăнана çитрĕ.
Тепĕр лару-тăрура çак хыпара илтнĕ пулсассăн эпĕ хама ун пекех тытман пулăттăм, пĕчĕк ача пек лăпăр-лапăр, çăмăлттайла. Анчах та ун чух, виççĕнлетсе тапăннăран-ши е Тая хăй манпа чи малтан калаçманран, эпĕ урсах кайрăм.
– Анне, атте, нимĕнле туй та пулмасть. Манăн вĕренес килет… – тесе хутăм хам пуç çине. – Халĕ кала, Улюш, эпĕ кам?..
– Тăр ухмах, – ним пулман пек каласа хучĕ Таркăн каччи. – Тая вара мĕнле? Ачине çуратрĕ-и?
– Пĕр акнă вăрлăх шăтать, паллах: çĕнĕ çула хĕр ача çуратса пачĕ, – çӳлте магнитофон сасси чарăнчĕ, Ветис тепĕр енне çаврăнса выртрĕ.
– Кайса куртăн-и ара ачуна?
– Тӳрех кайман. Çĕнĕ çул хыççăн çеç… Ашшĕ-амăшĕсем кӳршĕ яла туя кайнăччĕ те, вăрă-хурахла çитсе килтĕм… – йăл çиçрĕ Ветис, чĕринчи ăшă туйăм тусан тĕнчине çĕнсе çиеле тухрĕ.
– Хăваласа кăларса ямарĕ-и? – кăсăкланмасăр чăтаймарĕ Улюш.
– Çук… Мĕншĕн унăн мана хăваласа кăларса ямалла?
– Атту пĕлместĕн?.. Хам пулсан яхăнне те ямăттăм…
– Юрать-ха Тая эсĕ мар, – Улюш енне çаврăнса выртрĕ. – Халĕ эсĕ ухмах, – пат татрĕ калаçăва Уламасов.
– Мĕншĕн?
– Мĕншĕн тесен юратать вăл мана…
– Эсĕ вара?
– Мĕн эпĕ? – терĕ те Алексеевка каччи ĕмĕт айне путса куçне хупрĕ. Никĕс хушăкĕсенчен çав-çавах карăнакан шухă çил шавне итлесе чĕнмесĕр выртрĕ: леш енче чăн-чăн тăман асать, вăл модульсем хушшине лартса тухнă хурăнсен хунавĕсене çĕре çити авать, çамрăк симĕс çулçисене вăтăра-вăтăра тăпалать – Ветис хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут чăн-чăн юрату мĕн иккенне ăнланса илчĕ пулас – унăн пурнăçĕ те çак çил-тăман пекех мар-и: лара-тăра пĕлмесĕр пăтранать, тулхăрать, черчен те кăпăшка юратăва тымарĕ-мĕнĕпех вăтăрса кăларасла асать. – Юрататăп… – терĕ вара тунсăхласа.
– Юрататăн пулсан мĕншĕн вара кайса çын ĕретлĕ хут уйăрттармарăн? – вăрçса илчĕ Улюш юлташне.
– Калатăп вĕт-ха, ухмахран… Тен, атте-анне хушша кĕнĕрен те… Пĕлсе пĕтер халь тин ман пек кутăнсене…
– Мĕн-мĕн те, Ветис, эсĕ кăна тĕрĕсех калатăн. Хăвăн ăраскална хăвах тартнă эсĕ...
– Çук, – терĕ те Уламасов тӳрĕленсе ларчĕ. – Тартман. Эпир унпа мирлешрĕмĕр. Юлашки уйрăлу каçне те виçсĕмĕрех ирттертĕмĕр: Тая, Улькка хĕрĕм тата эпĕ... – кăкăр кĕсйинчен конверт кăларчĕ. – Акă, пăх, – терĕ вăл Улюш енне сăнӳкерчĕк тăсса: çап-çамрăк хĕр тунсăхлă куçне пытарас тенĕн айккинелле пăхса ларать, унăн аллинче пуканерен те пĕчĕк ача – пӳрнеске. – Манăн çемье. Çартан таврăнсанах авланса яратăп… – хăпартланса пĕлтерчĕ пулас упăшка.
– Çак шăтăкран сывă та тĕрĕс-тĕкел тухсан, – тунсăхлăн хушса хучĕ Улюш сăнӳкерчĕкне каялла тавăрса.
* * *
Çимун йывăç кравате юрлаттарса тăрса ларчĕ те ват шăм-шака кăшт меллĕрех пултăр тесе минтерсене майлаштарчĕ, каялла таянчĕ. Чӳречене яри уçса ячĕ – пăчă пӳлĕме тӳрех чун кĕчĕ: каçхи çумăрпа чӳхенсе тасалнă вăрман техĕмĕ каплана-каплана шалалла сăрхăнчĕ – вăл пиçĕхсе тарланă Çерçи Çимунĕн ӳтне ачашласа типĕтрĕ те минтер тавра выляса тĕпелелле иртрĕ: кун-каçа тĕпелти чӳрече çине пуçтарăнса тулнă шăна-пăван çĕн кун ĕмĕлкине савса сăвап юрри пуçларĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 1020, Хаçат: 48 (882), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: