Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Америка мана нихăçан та интереслентермен, тем тесен те вăл Инди те, Турци те, уйрăмах Франципе Итали те мар, пачах урăх историллĕ, культурăллă çĕршыв. Асăннă ытти çĕршывсем маншăн мĕншĕн-тĕр ăнланмалларах. Хĕрĕме курас килни Америкăна çула тухма хистерĕ, вăл унта тăватă мăнукăмпа пурăнать. Вĕсене питĕ тунсăхласа çитнипе çула пуçтарăнтăм. Анчах эпĕ йăнăшнă иккен, интереслĕ япаласем самолета ларнă хыççăнах пуçланчĕç. Самолет тесен, мана нумай хутчен вĕçме тӳр килнĕ, анчах кун пек пысăк та хăтлăскерпе вĕçмен.
Нью-Йорка каякан рейсра пассажирсенчен пĕр çирĕмĕшĕ кăна урăх чĕлхепе калаçакансем пулчĕç, ыттисем пурте вырăсла. Çавсенчен ытларах пайĕ АПШ гражданĕсем. Раççее вара кам ашшĕ-амăшĕ, кам тăванĕ патне е ĕçпе килсе çӳреççĕ. Çул çинче эпĕ кăкăр тулли орден-медаль çакса тултарнă пĕр старикпе паллашса кайрăм. Вĕçев вунă сехете яхăн тăсăлать, çавăнпа ун патне икĕ хутчен те пырса ларма мел пулчĕ. Калаçса кайрăмăр. Полк ывăлĕ пулнăскер, вăл 14 çултанах фронта лекнĕ. Суворов училищине пĕтернĕ, 32 çул Совет çарĕн разведкинче ĕçленĕ, генерал-майора çити ӳснĕ. Халĕ вăл АПШ гражданинĕ. Унăн виçĕ ачи те коммунистсен режимĕ арканиччен тахçан маларах Америкăна пурăнма куçнă. Эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Мĕнле-ха капла, тăван çĕршывран пăрахса кайнă та ют çĕршыв çынни пулса тăнă? «Ним тĕлĕнмелли те çук», – хуравларĕ мана çулташ: «Ман пеккисем унта нумай, Нью-Йоркра кăна эпир икĕ пин ытла, Америкăра 40 пине яхăн», – терĕ вăл мана Нью-Йоркри вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен ассоциацийĕн адресне тыттарса.
Хĕрĕм Америкăпа паллаштарма питĕ пуян программа хатĕрленĕ пулин те, çав ассоциацие çитсе килме вăхăт тупрăмах. Вăл Нью-Йорк варринчех вырнаçнă, ветерансем кунта эрнере виçĕ хут тĕл пулаççĕ. Эпĕ пынă чухне унта çын нумайччĕ, шăпах Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă ятпа Мускавран ярса панă медальсене парас церемони пыратчĕ. Ассоциаци президенчĕ Розенберг госпитальте выртнипе вице-президентпа Вайсманпа калаçма тӳр килчĕ. Вăл Совет çарĕн подполковникĕ, техника наукисен кандидачĕ, тăватă çул полковник тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, анчах çак ята пурпĕр илеймен, хушамачĕ чăрмантарнă. Совет саманинче кун пек тĕслĕхсем нумай пулнă. Ассоциацире иккĕмĕш тĕнче вăрçин рядовой салтакĕсенчен пуçласа генерал-майорсем таранах тăраççĕ, вице-адмирал та пурччĕ. Кашнин кăкăр тулли орден-медаль, иккĕшĕн Ылтăн Çăлтăр. Ассоциаци членĕсенчен нумайăшĕн ученăй степеньсем пур – наука кандидатĕнчен пуçласа доктор таран. Хăш-пĕри КПССра тăнă. Кашни ветеран 900 доллар пособи илсе тăрать, харпăр хваттер çуккисене пансионатсене вырнаçтарнă, вĕсем икĕ пӳлĕмлĕ хваттерпе танлашаççĕ. Пурăннăшăн уйăхне 150 доллар тӳлемелле. Ку ветерансемшĕн кăна çав хакпа, пансионатра пурăнасси ыттисене 1500 доллара ларать. Унсăр пуçне ветерана апат валли уйăхсерен 250 доллар параççĕ, медицина пулăшăвĕ тата транспортпа çӳресси те вĕсемшĕн тӳлевсĕр. Ыр кăмăллăх енĕпе ĕçлекен обществăлла организацисем питĕ йышлă, вĕсем ватăсене пулăшсах тăраççĕ. Ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиччен тăхăнтартнисĕр пуçне канма яраççĕ. Ассоциацире икĕ хутчен пултăм, анчах тăван çĕршыва тунсăхланă, каялла таврăнма шутланисене тĕл пулмарăм. Чăтаймарăм, летчик пулса ĕçленĕ пĕр полковника тĕпчеме пуçларăм: «Мĕнле-ха капла? Эсир Совет çарĕнче нумай çул хĕсметре тăнă, тăван çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕленĕ. Хăвăр вара кунта пурăнатăр?» Мана итленĕ хыççăн вăл: «Пĕлетĕр-и, тăван çĕршыв анне пек, анчах амаçури те пулма пултарать», – терĕ лăпкăн. Кун хыççăн унран урăх ним çинчен те ыйтаймарăм.
Мана, пенсионера, Америка пенсионерĕсем мĕнле пурăнни интереслентерчĕ тата. Ассоциацирен тухсан «Миллениум» театр умĕнче пĕр негр пирус туртса тăнине курах кайрăм. Америкăра утса пынă чухне туртма юрамасть, пирус тĕпĕсене те ăçта килнĕ унта ывăтса хăвармаççĕ. Палăртнă вырăнта çеç мăкăрлантарма юрать. Эпĕ çав негр патне пырса сывлăх сунтăм. Хам Раççей негрĕ, тутар эппин, пулнине каларăм. Америкăра негр сăмахпа усă курмаççĕ, куншăн явап тыттараççĕ. Анчах эпĕ ăна Раççейре негр пачах та урăх ăнлавлă сăмах пулнине ăнлантарса патăм. Американец ăшшăн кулса илчĕ. Эпĕ ăна пенсионер шырани пирки пĕлтертĕм. Вăл: «Эпĕ пенсионер», – тесе хучĕ. Ĕлĕкрех вăл шахтăра ĕçленĕ иккен, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă, 2200 доллар пенси илет. Эпĕ вара 15 çул Таджикистанри рудникра пилĕк авса та Америка негрĕнчен сакăр хут пĕчĕкрех пенси илетĕп. Хамăн пенси мĕн чухлине каласан вăл малтанах шанмарĕ, тĕлĕнсе пăхса тăчĕ. Унтан каллех кулса ячĕ те мана лăплантарас тенĕ пек алла хыттăн чăмăртарĕ те пăрăнса утрĕ. «Эх, мĕншĕн эпĕ Америка негрĕ мар-ши?» – тесе шутласа тăтăм вăл кайнă хыççăн.
Тĕрлĕ социаллă шайри чылай çынсемпе калаçнă хыççăн АПШ патшалăхĕ хăй гражданĕсем çинчен шутланине ăнлантăм. Унта нихăçан та ĕçлемен, анчах пособисем илсе тăракансем туллиех. Ку буржуаллă-демократи лле çĕршывсен хăйне евĕрлĕхĕ. Америкăра эпĕ майăн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен пурăнтăм. Вашингтонра, Филадельфире, Бостонра, Атлантик-Ситире пулса куртăм, индеецсен фестивальне çитсе килтĕм. Йью-Йоркра тĕрлĕ халăхсем пурăнакан кварталсене кайса çӳрерĕм. Йăлт хам куçпа куртăм, пирĕн патра Америка çинчен çырни, телевиденипе кăтартни пĕрре те тĕрĕс мар. Америкăран хам негр пулманнишĕн кăштах кулянса таврăнтăм. Унта тем тесен те çĕршыв хăй халăхĕ çинчен шутлать. Самолетпа каялла вĕçнĕ чухне те пассажирсенчен ытларахăшĕ вырăсла калаçакансем пулчĕç. Вĕсем хăйсем Америка гражданĕсем пулнăшăн хĕпĕртеççĕ, Раççей пирки «сирĕн», «унта» тесе калаçаççĕ. Пирĕн пата пурăнма куçас шухăшлă пĕр американеца та курма пулмарĕ. Шереметьевăна вĕçсе килтĕмĕр, кăшкăрашу, тĕрткелешӳ пуçланчĕ. Хусан вокзалне çитрĕм, пур çĕрте те ăпăр-тапăр йăваланать, тусан… Çапла, эпĕ тăван çĕршывра. Сывă та йĕркеллĕ, ал-ура чипер, куншăн та Аллаха тав.
 
: 850, Хаçат: 48 (882)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: