Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Поэзи тĕнчинчи сӳнми çăлтăрсенчен пĕри Габдулла Тукай çуралнăранпа кĕçех 125 çул çитет. Ĕмĕрсем хушши туслă пурăннă халăх ывăлĕн юбилейĕ тĕлне чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай калама çук пысăк парне хатĕрлерĕ – тутар классикĕн сăввисене чăвашла куçарса «Халăхăм, сана юратрăм» кĕнеке кăларчĕ! Тин çеç тухнăскерĕн пĕрремĕш хăтлавне ТР ЧНКА тутар халăх поэчĕпе, публицисчĕпе, литература критикĕпе Ренат Хариспа пĕрле Хусанта Халăхсен туслăх çуртĕнче ноябрĕн 23-мĕшĕнче ирттерчĕ.
Алăра пысăках та, хулăнах та мар кĕнеке. Анчах поэзие калăпăшпа та, виçе йывăрăшĕпе те виçме çук, мĕншĕн тесен унăн хăйĕн виçи, ăна вăхăт, халăх хаклать. Валери Туркай куçарнă сăвăсен кĕнекин пĕлтерĕшĕ мĕнле пулни хаклава Тутарстан культурипе искусствин паллă ĕçченĕсем: тутар халăх поэчĕ, публицисчĕ Ренат Харис, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, халăх поэчĕ Роберт Миннуллин, ТР Наукăсен академийĕн академикĕ, профессор Д.Сулейманов, Тутарстан Писательсен союзĕн председателĕ И.Ибрагимов, ученăй-литературове д, поэт, публицист Н.Хисамов, Чăваш Енри Тутар обществин, Хусанти наци обществисен ертӳçисем, тата ыттисем килнинченех палăрчĕ. Ытла та хытă юратать çав тутар халăхĕ хăйĕн Пушкинне! Поэт çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма çеç мар, унăн ятне пĕтĕм тĕнче шайне çĕклеме пĕтĕм вăйран тăрăшма та хатĕр.
Ренат Харис кĕнеке хаклавне кăмăла хуçакан асаилӳпе пуçлани çакна çирĕплетрĕ çеç: «15-20 çул каялла Ганс Христиан Андерсен çĕршывĕн искусство деятелĕсен делегацийĕ Хусана килсен манăн вĕсене Г.Тукай музейне илсе кайма тиврĕ, – пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. – Музей директорĕ, искусствовед делегатсене хăпартланса Г.Тукайпа паллаштарма пуçларĕ: «Эсир тĕнчипе паллă поэтăн Габдулла Тукайăн çĕрĕ çинче... ». Çав вăхăтра пĕр датчанин: «Габдулла Тукай кам вăл?» – тесе ыйтрĕ. Тукай мĕнле тĕлĕнмелле пултаруллă пулнине хамăрсăр пуçне никам та пĕлменни курăнчĕ ун чух. Тепĕр асаилӳ те асран тухмасть: «Казан утлары» журналта ĕçленĕ вăхăтра эпир поэтăн 100 çулхи юбилейĕ умĕн виçĕ çул кашни номерте Г.Тукай çинчен пичетлерĕмĕр. Поэтăмăрăн пултарулăхне хаклама ыйтса ун чухнехи Союзлă Республикăсене кашнине çыру ятăм. Балти тăрăхĕнчи пĕр çĕршывран килнĕ çырура çапла пĕлтернĕччĕ: «Куçарусене вуланă май поэтăн тĕлĕнмелле пултарулăхне хаклама пултараймастпăр...» – тенĕччĕ унта. Шăпах çакăн хыççăн пултаруллă поэтăмăрăн ятне тĕнче шайне çĕклесе тутар халăхĕн брендне çавăрма тĕллев лартрăм», – терĕ поэт.
Хăй сăмахĕ çине тăмасан Ренат Харис та пулмĕччĕ вăл. Габдулла Тукайăн философилле сăввисене чăвашла куçарса кĕнеке кăларнинче те акă унăн тӳпи çук мар (Валери Туркай çак ĕçе шăпах Ренат Харис сĕннипе пуçăннă). Классикăн тĕлĕнмелле пултарулăхне тĕнчери çынсем пĕлччĕр тесен, сăвă-поэмăсене вĕсем патне тăван чĕлхипе çитермеллине, эппин автортан кая мар пултаруллă сăвăçсем куçармаллине лайăх чухлать-çке вăл. Эпир, чăвашсем, шăпах çакăн пек поэтăмăрсем пуррипе Г.Тукайăн тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе паллашма пултартăмăр, пултаратпăр та. Ухсай Яккăвĕ унăн поэмисене чăвашла куçарса пирĕн пата çитерчĕ, халĕ акă Валери Туркай философилле сăввисене ăша хывма пулăшать.
Тĕрĕссипе, Тукайăн сăввине куçарасси пуриншĕн те шăл çемми мар. Ман шутпа, унăн сăввисене шăпах Туркай куçарнинчен тĕлĕнмелли çук. Поэтсем тĕрлĕ вăхăтра çуралнă пулин те, вĕсен пĕрпеклĕхĕ нумай: иккĕшĕ те халăх пуласлăхĕн хĕрӳ кĕрешӳçисем, чăн-чăн патриотсем. Апла пулин те, Валерий Владимирович хăй шухăшне кĕнекен ум сăмахĕнче пытармасть, уншăн (чăваш халăхĕн хальхи вăхăтри чи пултаруллă сăвăçисенчен пĕриншĕн – авт.) ку ĕç çăмăл мар иккен: «Тукай кашнинех хăй патне çывхарма памасть. Ытла та вĕри, ытла та çутă вăл», – тет. Çак сăмахсене Н.Хисамов ученăй-литературове д та çирĕплетрĕ: «Тукай сăввисене пурте куçараймаççĕ. Ăна куçарас текенĕн пысăк чăрсăрлăх пулмалла. Мĕншĕн тесен Тукай пултарулăхне, вăл сăвăсене авалхи арабпа перс сăвă системипе çырнăран эпир хамăр та пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтермен. Ренат Харис телефонпа мана Тукайăн «Тăван чĕлхе» юррине чăвашла юрласа парсанах ăнлантăм, Туркай питĕ вăйлă куçарнă», – терĕ вăл. Çапла тутар поэзине чĕрипе туйса Габдулла Тукайăн сăввисене тĕлĕнмелле ăста куçарчĕ поэтăмăр.
«Куçару вăхăтĕнче чи йывăрри маншăн Тукай тĕнчине ним юлми кĕрсе каясси пулчĕ. Çăмăл мар урăх поэтăн пурнăçĕпе пурăнасси», – терĕ кун пирки суварçăсене куçаруçă. Çав вăхăтрах Тукай поэзийĕнче хăй валли çĕннине те тупнă поэтăмăр: «Тукай тĕнчи манăн тĕнчене питĕ çывăх. Пирĕн халăхсен пĕрпеклĕхĕ нумай: йывăр пурнăçĕ, асапланни тата ниме пăхмасăр пуласлăха шанни».
Тукай сăввисене çулталăка яхăн куçарнă Валери Туркай. Çак вăхăтра ăна пулăшаканĕ, сĕнӳ параканĕ Ренат Харис пулнă. «Валери Туркай чăвашпа тутар халăхĕсене тата пĕр утăма çывхартрĕ», – тесе пысăка хурса хакларĕ йăхташăмăрăн ĕçне тутар поэчĕ. Унăн сăмахĕн тĕрĕслĕхĕ хăтлавра сăвăсем тутарла та, чăвашла та янăранинче, чăвашла юрланинче те курăнчĕ. Поэтсен поэзи чĕлхи пĕр пулсан, вĕсем мĕнле наци çынни пулни пĕлтерĕшлех те мар-тăр çав. Çавăнпа та Тутарстан Писательсен союзĕн председателĕ И.Ибрагимов Валери Туркая хăйсен союзĕн членĕ туса хума йышăннинчен тĕлĕнмелли çук. Поэтăмăр ку хисепе чăннипех те тивĕç.
«Халăхăм, сана юратрăм» кĕнекене Чăваш Енре те хапăлласах йышăннă. Çитес вăхăтра унта та хăтлама палăртнă ăна. 1000 экземпляр тиражпа тухнăскер, хăвăрт саланасси те куçкĕрет. ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев кĕнекене Тутарстанра кашни чăваш шкулне çитерме шантарнисĕр пуçне тата писательсемпе пĕрле йышлă чăвашсем пурăнакан районсене поэзи экспедицийĕ йĕркелеме те сĕнчĕ.
 
: 1039, Хаçат: 48 (882), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: