Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раштав уйăхĕнче Шупашкар артисчĕсем хусансене çывхаракан Çĕнĕ çулпа саламлама хатĕрленеççĕ. Сургутпа Тюменьрен гастрольтен Хусан урлă таврăннă чухне паллă чăваш юрăçи, эстрада çăлтăрĕ Валентина Кузнецова пирĕн хаçата кĕске интервью пачĕ.
– Миçе çул сцена çинче Эсир?
– Пысăк сцена çинче-и? Шупашкарти концертсене 1996 çултанпа хутшăнма пуçланă. Капла ачаранах юрлатăп.
– Пĕчĕк чух юрăç пулма ĕмĕтленнĕ-и?
– Çук. Актриса.
– Эсир сăвă авторĕ тата кĕвĕ çыраканĕ. Унсăр пуçне пурнăçра мĕнле професси суйласа илнĕ?
– Эпĕ нумай çул ĕнтĕ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçлетĕп.
– Асăрта юлнă чи лайăх концерт?
– Иккĕн вĕсем хальлĕхе. Манăн 35 çула паллă туса йĕркеленĕ уяв концерчĕ тата 1997 çулта Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче пĕрремĕш концерт йĕркеленĕччĕ. Ун чух залра халăх лăк тулли пулчĕ. Урамра тата икĕ заллăх халăх тăрса юлчĕ кĕреймесĕр. Çавăн чух çынсем хăвна мĕнлерех хакланине туятăн.
– Çăлтăрсем çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет. Хăвăр çинчен илтнĕ чи тĕлĕнмелли хăшĕ?
– Виç-тăват çул каялла ЧР Президенчĕ мана виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер парнелени çинчен илтнĕччĕ. (Кулать.)
– Чăваш артисчĕсен союзĕ çинчен кăштах каласа парсамăр. Мĕн пĕрлештерет юрăçсене?
– Композиторсен, Писательсен союзĕсем пур та, юрăçсен çук. Тĕрĕссипе – ывăнтăмăр пĕчченшерĕн ĕçлесе. Малтан вĕт эпĕ хам майлă, тепри хăй майлă ирттеретчĕ концертсене. Халĕ мероприяти пахалăхĕ ушкăн тимлĕхĕнче. Эпир 17 çын пĕрлешӳре. Ыр кăмăллăх концерчĕсем нумай ирттеретпĕр, общество ĕçне хутшăнатпăр. «Çамрăксем наркотиксене хирĕç» акципе пĕрре мар юрланă.
– 10-15 çул каялла Валентина Кузнецова сăнарĕ Татьяна Булановăпа пĕрешкелччĕ: хурлăхлă, чуна пырса тивекен юрăсем… Халĕ вырăс эстрадинче хăвăра кампа танлаштарнă пулăттăр?
– Халĕ те çавăнпах пуль. Татьяна Буланова та юлашки вăхăтра хурлăхлă юрăсем юрлама чарăнчĕ, эпĕ те.
– Валентина Кузнецова пултарулăхĕнчи юрăсене куракан хапăлласа йышăнать. Кам Сире текстсем çырса парать?
– Руфина Смирнова, ялти кӳршĕ пирĕн, учительница. Вăл чылай юрă сăмахĕсен авторĕ. Чи палли – «Хуняма».
– Хăвăра килĕшекен виçĕ юрă ятне каласамăрччĕ?
– Килĕшекен юрăсем çаксем: «Сансăрах», «Манăн пурнăç», «Эп телейлĕ хĕрарăм». Юлашкине концертсенче манпа пĕрле залра ларакан мĕнпур хĕрарăм юрлать пулĕ.
– Апла Хусанти «Ак Барс» центрта декабрĕн 22-мĕшĕнче иртекен концертра та çапла пуласса шанса тăратпăр.
– Эпĕ те.
 
: 1220, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: