Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал Аксу районĕнчи шкул ачисен хушшинче пуçласа район пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн пысăк ăмăрту иртрĕ. Унта çĕре яхăн вĕренекен хутшăнчĕ. Ăмăрту йĕркипе ачасен жюрие портфолиопа паллаштармаллаччĕ. Чăн та, пĕр кун, пĕр эрне е пĕр çул хушшинче кăна хатĕрлесе çитерес çук ăна. Портфолио ачасен пĕтĕм пурнăçне тенĕ пек çутатса парать.
Кивĕ Саврăшри вăтам шкулта та çак ăмăртăва хутшăнма тивĕçлисем пулчĕç. Марина Кузьмина, вуннăмĕш класс вĕренекенĕ, портфолио тытса пырассипе кĕçĕн классенчен пуçласах ĕçлет. Мĕн чухлĕ кăсăк япала пĕлме пулать çын çинчен портфолио уçсассăн!
«Манăн портрет» пайра Марина хăй çинчен каласа парать. Кунта ача чухнехи асаилӳсем тата шкул, туслăх, пĕрле вĕренекенсем, юратнă предметсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Кам пуласси çинчен çеç Марина иккĕленсе каласа парать-ха. Çакна «Манăн çитĕнӳсем» пая куçсассăн ăнланма та пулать. Ăçта кăна ĕлкĕрмест хĕрупраç – спорт, тĕпчев ĕçĕ, ӳкересси, юрласси-ташласси енчен те пит хастар вăл. Шкул пĕтерсессĕн унта та, кунта та каяс килет пулмалла çав. Анчах чи пĕлтерĕшлĕ япала çак пайра тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн илнĕ аттестат. Унта Маринăн пĕтĕмпех «пиллĕк». Пур предмета та пиллĕклĕх пĕлес тесен мĕн чухлĕ тăрăшмалла! Олимпиадăсем те Маринăсăр иртмеççĕ. Физкультура, вырăс, акăлчан чĕлхипе иртекен олимпиадăсенче малти ретсенче пырать вуннăмĕш класс хĕр ачи. Пĕтĕм Раççей вĕренекенĕсен хушшинче ирттерекен ăмăртусене те хутшăнса ĕлкĕрет вăл. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр акăлчан чĕлхипе ирттернĕ «Санта патне çырнă çыру» ăмăртура пĕрремĕш пулса ют çĕршыв Хĕл Мучийĕнчен парне илме тивĕç пулчĕ.
Класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене те савăнса хутшăнать Марина. Унта та хăйне тĕрлĕ енчен кăтартать. Кăçалхи «Кĕрхи бал» çинчен çеç каласа хăварас килет. «Кĕрхи мода» ăмăртура Марина йăлтах ылтăн тĕслĕ вĕрене çулçисенчен тунă кĕпепе тухрĕ. Кĕпи те хитре, хăй тата та чипертерех – пăхса ытараймăн!
Портфолион юлашки пайĕнче ырă кăмăллă, тӳрĕ чунлă, ĕçчен хĕр ачана пĕрле вĕренекенсем, юлташĕсем ырă сунса çырнисем Марина чăннипе те мĕнле çын иккенне тĕплĕн кăтартса параççĕ.
Апла пулсан, Марина Кузьмина чăн та район пуçлăхĕн грантне илме тивĕç вĕренекен мар-и? Çапла, вăл жюри суйласа илнĕ вунă чи маттур шкул ачинчен пĕри. Пирĕн шкул мăнаçлăхĕ, пирĕн шкул шанăçĕ…
 
: 943, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: