Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăванăмсем чей ĕçеççĕ,
Чӳречерен пăхаççĕ.
«Сыв пул» тенĕ сăмахĕсем
Чĕрене çунтараççĕ, –
тесе юрлакан сасăсем илтĕнеççĕ ял тăрăх çак кунсенче. Ара, кĕрхи призыв вăхăчĕ пырать вĕт-ха. Каччăсем салтак пулма хатĕрленеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе, тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе сывпуллашаççĕ. Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче те темиçе каччă хĕсмете çул тытрĕ. Çак кунсенче акă Вадим Мусин та тăван килĕнчен кайса çар комиссариатне çитнĕ. Çар тумне тăхăннă. Кунта пăшăрханмалли темех çук, каччăсен шăпи çапла.
– Мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла ĕнтĕ. Арçын ача çуралсан – салтака кайма юрăхлă пултăр тесе пиллеççĕ. Манăн ывăл, тав Турра, ытти каччăсенчен пĕрре те кая мар. Çынпа пĕр тан строя тăма, çĕршыва хӳтĕлеме пултарать, – тет никрут амăшĕ куççульне пытарса.
Вадим ача чухне икĕ операци урлă иртнĕ пулсан та кил ачи пулса ӳсмен. Вăл спорт çынни. Кирек мĕнле спорт тĕсĕпе те кăсăкланнă. Ăмăртусене хутшăннă. Çавăнпа та ăна хĕсметре те çăмăлрах пулать. Унта шăп та паттăр каччăсем кирлĕ. Элшел шкулĕнче Вадим 9 класс таран вĕреннĕ, унтан Пăвари ПТУна кайса автомеханик-водител ь специальноçне алла илнĕ. Водитель пулма тата машинăсене юсамашкăн вăл тахçанах ĕмĕтленнĕ. Пурнăçра ку питĕ кирлĕ ĕç. Уйрăмах юлашки çулсенче машина туянакансем тата çӳрекенсем питĕ нумай. Юсама вара... Хĕсметре те машина çӳретме пĕлекенсем кирлĕ. Вадимăн вара диплом та, права та алăра.
Мусинсен çемйинче тата та пулас салтак ӳсет-ха. Çак кунсенче Вадим шăллĕ Семен виççĕ тултарчĕ. Вăл халех тетĕшĕпе «Эп салтак» тесе кĕрешет. Сылтăмалла, сулахаялла çаврăнса хĕсмет çынни пек çӳрет.
Халĕ каччăсем, ĕлĕкхи пек, ик-виç çула килтен уйрăлса каймаççĕ пулсан та, çулталăк ача ют çĕрте пурăнни чĕрене тăнăçсăрлантарать, паллах. Юрать-ха кĕсьере чиксе çӳремелли телефон шутласа кăларнă, вăл питĕ усăллă япала. Çитменнине тата пирĕн республика телефонне ашшĕ-амăшĕпе калаçмашкăн хăйсемпе парса ярать. Вара инçетре пурăнакан ывăлăн сассине илтсен чун савăнать, чĕре лăпланать.
Хисеплĕ никрутсем, салтаксем! Сире çирĕп сывлăх, вăй-хал, чăтăмлăх сунатпăр. Хамăр пурăнакан çĕршыва хӳтĕлесе тăван киле тĕрĕс-тĕкел таврăнмалла пултăр.
 
: 1026, Хаçат: 48 (882), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: