Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КОНКУРЕНЦИ ПЫСĂК ПУЛНĂ
Тунтикун Хусанти «Корстон» комплексра «Ялăн 100 талантлă ачи» социаллă акцин стипендиачĕсене наградăларĕç. Уява ертсе пыракансенчен пĕри СТС каналпа кăтартакан «Папины дочки» сериалăн çăлтăрĕ Лиза Арзамасова пулчĕ. «Умники и умницы» телепрограммăн ертӳçи Юрий Вяземский те Тутарстан ачисене саламлама ятарласах килнĕ.
Асăннă акцие ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви пулăшнипе «Татфондбанк» ирттерет. Кăçал çĕнтерӳçĕ пулас тесе 450 ытла ача тупăшнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 30 процент нумайрах. Акцин условийĕсемпе килĕшӳллĕн, çĕнтерӳçĕсен списокне республикăри 43 районтан пĕрер ача та пулсан лекнĕ.
Чи пултаруллă ачасене кăçал çичĕ номинаципе палăртрĕç: хими, физика, вырăс чĕлхи тата литература, истори тата право, тăван чĕлхе тата литература, математика тата информатика, биологи тата экологи. «Татфондбанк» правленийĕн председателĕ И.Мингазетдинов кăçал ачасем хушшинчи конкуренци çав тери пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ.
ПУРТЕ АСЛĂ ПĔЛӲ ИЛЕСШĔН
Ытларикун Теччĕ районĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Культура, наука, вĕрентӳ тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн, «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртессине контрольлесе тăракан комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Теччĕ районĕн администрацийĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕ, Теччĕри вăтам шкулпа, педагогика колледжĕпе тата ял хуçалăх техникумĕпе паллаштарнă. Ларура профессиллĕ вĕрентӳ аталанăвĕн проблемисене сӳтсе явнă. Ку пĕтĕм çĕршывшăн çивĕч ыйту пулса тăрать. Тутарстанра та ытти çĕрти пекех рабочисем çитмеççĕ. «Юлашки вăхăтра пурте аслă пĕлӳ илесшĕн, экономист, юрист пуласшăн. Лайăх рабочисем вара çитмеççĕ. Профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисенче ĕçлекенсене тата вĕренекенсене лайăх условисем туса пама тăрăшмалла, училищĕсемпе техникумсене техника енчен кирлĕ пек тивĕçтермелле. Çак ĕçсене тусан кăна стратеги туллин пурнăçа кĕме пуçлĕ», – тенĕ çӳлерех асăннă комитетăн ертӳçи Р.Валеев.
Çавăн пекех профессиллĕ вĕрентӳ учрежденийĕсене 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисемпе тивĕçтерес ыйтăва та сӳтсе явнă ларура. ТР Вĕрентӳ аталанăвĕн институчĕн ректорĕ Р.Шайхелисламов каланă тăрăх, çитес вĕренӳ çулĕччен станочниксем, строительсем, машинистсем, трактористсем валли çĕнĕ кĕнекесем кăларса ĕлкĕрмелле.
ЛИДЕРСЕМ КĔРЕШЕÇÇĔ
Çак кунсенче Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм Раççейри ача-пăча тата çамрăксен обществăлла организацийĕсен лидерĕсемпе ертӳçисен конкурсне Тутарстанран та пиллĕкĕн хутшăнаççĕ. Республикăн çамрăксен политикин пурте пĕлекен лидерĕсем – Луиза Галлямова, Дарья Пронина (Хусан), Екатерина Скачкова, Ольга Демина тата Анжела Галиева (Çырчалли) – каллех Раççейре чи-чи лайăххисен шутне кĕрессишĕн кĕрешеççĕ.
Конкурса ыран, ноябрĕн 27-мĕшĕнче, пĕтĕмлетеççĕ.
 
: 969, Хаçат: 48 (882), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: