Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ах, аннеçĕм, анне,
Килсе лар куç умне,
Çунтаратăн эс ман чĕрене…
Юрăран.
Анне, аннеçĕм! Çак сăмахра мĕн чухлĕ асамлăх, вăрттăнлăх. Мĕнлерех çепĕç илтĕнет вăл. Çак сăмаха калама май пурри – телей. Анне йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, вăй-хăват парать, чун-чĕрене çунат хушать. Çакна эпир мĕншĕн кая юлса ăнланса илетпĕр-ши? Унăн тăрăшулăхне, юратăвне… Мĕншĕн, мĕншĕн?.. Пиртен уйрăлса кайсан тин вăл мĕнлерех пулнине чухлама тытăнатпăр.
Анне çут тĕнчерен уйрăлса кайни виçĕ çул çитрĕ. Анчах унăн сăнарĕ куç умĕнчен пĕртте каймасть. Хамăр виличчен те асран тухмĕ вăл. Кĕрнеклĕ, вăтам пӳллĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăм, нихçан тăнăçлăх-канăçлăх курман этем. «Эпĕ ыйха парăнман, ыйхăшăн çунман», – тетчĕ вăл. Ирхине ирех тăрса ĕçе пикенетчĕ. Эпир тăнă çĕре унăн кăмакаран вĕри кукăль пиçсе тухатчĕ.
Пирĕн анне, Дарья Мурзинична Якимкина, аттепе пĕрле тăватă ача – виçĕ хĕр те пĕр ывăл – çуратса ӳстернĕ. Аттепе анне вăрçăччен çуралнă, вăрçă хыççăн пурнăç тунă. Паллах, никама та çăмăл пулман вăл вăхăтра. Вĕренме май килмен вĕсене. «Хамăн ĕмĕте сирĕн çинче куртăм», – тетчĕ анне. Эпир ятарлă пĕлӳ илсе çав профессипе ĕçленĕшĕн çав тери савăнатчĕ. Пире аттепе анне ятарлă вăтам пĕлӳ илме пулăшрĕç. Эпĕ 35 çул шкулта ачасене вĕрентрĕм, халĕ тивĕçлĕ канура. Елена 34 çул ĕнтĕ Чистай хулинче акушерка пулса вăй хурать, Соня 30 çул бухгалтерта ĕçлет. Аннен пурĕ вунă мăнук, пурте ĕçлеççĕ е вĕренеççĕ.
«Ачасем, вĕренĕр, тăрăшса вĕренĕр. Вĕренни – хăвăршăн. Вĕреннĕ çынна пурнăçра çăмăлрах», – тетчĕ вăл пире те, мăнукĕсене те.
Анне пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх. Унран эпир ĕçе юратма вĕреннĕ. Пин хут тав ăна уншăн. Пирĕншĕн тăрăшнăшăн, ырми-канми ĕçленĕшĕн тайма пуç аннене. Лăпкă çывăр, йывăр тăпру çăмăл пултăр, аннеçĕм-анне!
 
: 956, Хаçат: 48 (882)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: