Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА 1000 ÇЕМЬЕ ФЕРМИ ПУЛМАЛЛА
Тутарстанра çитес вăхăтра çӳллĕ технологиллĕ 415 çемье фермисĕр пуçне тата сĕте тирпейлекен 8 цех уçма планлаççĕ. Пĕтĕмпе вара, çемье фермисен шутне 1000 çитересшĕн. Аса илтеретпĕр, вĕсене «2010-2012 çулсенче Тутарстанра çемье фермисен аталанăвĕ» программăпа пурнăçлĕç. Унпа килĕшӳллĕн, пĕрремĕш тапхăрта республикăн кашни районĕнче 5 фермăран кая мар уçмалла. Хальхи вăхăтра программăна республикăри 300 çемье хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 150-шĕ сĕт туса илессипе ĕçлĕ. Проект институчĕ фермăсен проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ те ĕнтĕ. ТР Правительстви программăна хутшăнакансене оборудованипе техникăн çур хакне, выльăх, кайăк-кĕшĕк туянма, çемье фермисем патне çул сарма е тата ферма çурчĕсем лартма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма шантарать.
ПĔЛТĔРХИНЧЕН КАЯ МАР
Республикăри пулă ĕрчетекен хуçалăхсем кăçал пурĕ 650 тонна пулă сутнă. Хальхи вăхăтра карп, толстолобик, шурă амур пулăсене тытасси вĕçленмен-ха. Сăмах май, пĕлтĕр ку хуçалăхсем пурĕ 800 тонна сутнă. Кăçалхи шăрăх çанталăка пăхмасăр вĕсем пĕлтĕрхи чухлех пулă ĕрчетме пултарнă.
ÇĔР НӲРĔКĔ ЧАКМАСТЬ
Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн ученăйĕсем çĕрĕн çӳлти сийĕнчи нӳрĕкĕ пирки темиçе кун каялла кăна-ха сисчĕвленетчĕç. Сăлтавĕ – кĕркунне пухăннă нӳрĕк шайĕ 130 миллиметртан 100 миллиметра кăна юлни. Кăçалхи шăрăха пула çĕр айĕнчи шыв шайĕ чакнипе çӳлти сийри нӳрĕк аяларах аннипе пулчĕ çакă. Телее, лару-тăру йĕркеленчĕ тесе пĕлтерчĕç специалистсем. Вĕсен сăмахĕпе, çак кунсенче çанталăк шăнтни шăпах вырăнлă пулнă, нӳрĕк анакан капиллярсене шăнтса лартма пулăшнă вăл. Çапла вара çĕр нӳрĕкĕ çуркуннечченех сыхланĕ, тин çеç çунă юр вара çитес вăхăтра ирĕлсен те лару-тăрăва лайăхлатĕ çеç.
ĔНЕ СУМАЛЛИ АППАРАТ – ТӲЛЕВСĔР
Пĕкĕлме район ертӳçисем районти ялсенчи харпăр хуçалăхсенче икĕ тата ытларах ĕне тытакансене пулăшма шутланă. Вĕсене ĕне сумалли аппаратсем тӳлевсĕрех панă. Çакăн пек хуçалăхсем ку тăрăхра 300. Кунсăр пуçне Пĕкĕлме хулине сĕт юр-варне сутма хăйсем çӳрекенсене çул укçин (икĕ енне те) тăкакне район бюджетĕнчен саплаштараççĕ.
СТРАУССЕН ШУТНЕ ӲСТЕРЕТ
Тури Услонти Г.Котдусов фермерăн страус ферми çитес вăхăтра тата ӳсĕ. Фермер экзотикăлла кайăк-кĕшĕке тата туянма шутлать-мĕн. Фермăра унăн хальлĕхе 10 страус чĕппи. Вĕсене вăл Астрахань облаçĕнчен туяннă. Фермер каллех Астрахань облаçне кайма хатĕрленет, хальхинче вăл ӳссе çитĕннĕ 9 страус (6 амапа, 3 аçа) харăсах кӳресшĕн. Кашни страус 120-130 килограмм таять, çӳллĕшĕ 3 метр.
УКÇА-ТЕНКЕ ХĂЙСЕН ТУПМАЛЛА
Типĕ çанталăка пула хуçалăхсенчен нумайăшĕ тупăш илеймерĕ пулин те ял хуçалăх техникине юсама вĕсен укçа-тенкĕ тупма тиветех. Техникăна юсама республикăра пурĕ 1777 звено йĕркеленĕ, унта 3437 çын тăрăшĕ. Хальхи вăхăтра ака, культиваци тумалли хатĕрсене хатĕррисен ретне лартма ĕлкĕрнĕ те. «Татар-информ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, запас пайсене туянма хуçалăхсене ытти çулсенчи пекех укçа уйăрмаççĕ, çавăнпа ку лару-тăруран вĕсен хăйсенех тухма тивет.
 
: 1114, Хаçат: 48 (882), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: