Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМА. Халăхсем хушшинчи çул çинчи транспорт инкекĕнче вилнисен кунне халалласа акци ирттернĕ. Унта хутшăннисем вилнисене пĕр минут шăп тăрса асăннă, шурă тата хура шарсем тӳпенелле вĕçтернĕ, ун хыççăн пĕр эрне каялла аварире 17 çулти хĕр вилнĕ вырăна кайса чечексем хунă, 22 çурта (çул-йĕр инкекĕнче анаткамăсем кăçал шăпах çакăн чухлĕн вилнĕ) çутнă.
ТУРИ УСЛОНРА та Халăхсен хушшинчи çул çинчи транспорт инкекĕнче вилнисене асăнмалли куна халалласа «Молодая Гвардия Единой России» вырăнти уйрăмĕ районта «Тараватлă водитель» акци ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – опытлă водительсене опытсăррисем патне тимлĕрех пултарасси. Акци вăхăтĕнче шăпах пуçласа руль умне ларакансемпе тата çуран çӳрекенсен прависене пăхăнасси пирки водительсемпе килĕшӳ тунă.
ÇЫРЧАЛЛИСЕНЕ кăçал Çĕнĕ çул ячĕпе ентеш-Юр пике саламлать. Çак чыса, паллах, чи пултаруллă, чи хитре те маттур хĕр тивĕçĕ. Анчах ăна çĕнсе илес тесен Çырчалли пикисен сахал мар тăрăшмалла, хитре утассинчен пуçласа илемлĕ калаçма пĕлни таранах. Уяври тĕп персонаж пулма хĕрсен конкурс витĕр иртмелле. Сăмах май, унта хулари 15-25 çулти чи хитре пикесем хутшăнма пултараççĕ. Декабрĕн 31-мĕшĕнче хулари «Азатлык» тӳремре иртекен финала 8 хĕр тухать. Паллă ĕнтĕ, вĕсенчен пĕри çеç Юр пике ята çĕнсе илĕ, ыттисене те тĕрлĕ номинаципе хакласа хаклă парнесемпе чыслама шантараççĕ.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ. Ленино ял çумĕнчи çветтуй çăл куç ку тăрăхри Арбузовсен çемйи тăрăшнипе çĕнĕ вăйпа тапма пуçланă çеç мар, хитре вырăн та пулса тăнă. Шемша çырми урлă хывнă кĕпер çинчен вăл алă тупанĕ пекех курăнать. Çăл куçа тасатса хитрелетес ĕçе предпринимателĕн мăшăрĕпе ывăлĕ пурнăçланă. Çăл куç территорине чул сарнă, кунтах канма ларма беседка, шыва кĕмелли хӳшĕ тата çăл куç çийĕн хитре те çирĕп тăрă тунă. Çапла халĕ çынсем унта шыв ĕçме кăна мар, канма та пултараççĕ. Шыв ĕçме алтăр курка, шыва кĕмелли хӳшĕре вара ал шăлли те пур. Нумаях пулмасть çăл куçа Вознесени храмĕн пачăшки Георгий атте светить туса 6 турăш парнеленĕ. Вĕсенчен иккĕшне çăл куç çийĕнчи тăрă çине, ыттине хӳшше вырнаçтарнă. Арбузовсем иртен-çӳрене пурне те хавас, нимĕнле укçа та кирлĕ мар вĕсене, çак çветтуй вырăнта эрех-сăра ан ĕçĕр, ан варалăр тесе çеç ыйтаççĕ.
ХУСАН. Октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртнĕ халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çулталăк вĕçĕнче кăна татăклăн паллă пулаççĕ пулсан та, Хусан хула-миллионер статуса çухатмасть тесе пĕлтерет патшалăх статистикин Хусанти уйрăмĕн ертӳçи О.Рязанская. Ун сăмахĕсем тăрăх, республикăн тĕп хулинче халĕ 1 миллион та 136 пин çын пурăнать, 2002 çулта 1 миллион та 105 пин çын пулнă. Lenta.ru сайт пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи çыравччен Раççейре 13 хула-миллионер пулнă, вĕсем: Мускав, Санкт-Петербург, Самар, Екатеринбург, Дон-çи-Ростов, Чулхула, Новосибирск, Волгоград, Хусан, Челябинск, Омск, Ĕпхӳ тата Пермь. Чăн та, Пермь хули хальхинче ку хуласен йышĕнчен тухса ӳкĕ, унта халăх йышĕ юлашки çулсенче 1 миллиона çитеймест.
 
: 1061, Хаçат: 48 (882), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: