Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче ТР Президенчĕ Рустам Минниханов «Оборонпром» пĕрлештернĕ промышленность корпорацийĕ» УАО генеральнăй директорĕпе Андрей Реуспа тĕл пулчĕ. Калаçу вертолет тăвассинче Тутарстанпа «Оборонпром» пĕрле хутшăнса ĕçлеме пуçласси тата Хусанти вертолет заводне çĕнĕ технологисемпе тивĕçтересси пирки пычĕ.
Хусан Кремлĕнче ТР Патшалăх Советникĕ Минтимер Шаймиев «Dar Ai Sharia Legal & Financial Consultancy LLC» консалтинг компанийĕн управляющи директорĕпе, Дубай Ислам банкĕн докторĕпе Хуссейн Хамед Хассанпа тĕл пулчĕ. Минтимер Шаймиев хаклă хăнана республика промышленность аталанăвĕнче Анăçăн финанс институчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени, Раççей ислам тĕнчипе ытларах интересленме пуçлани пирки каларĕ. Ун сăмахĕсемпе, шел пулин те, пирĕн çĕршыв экономикинче ислам финансĕсене илĕртме хатĕр механизм çук, ăна аталантарма политикăлла, экономикăлла чăрмавсем çук пулин те. Хуссейн Хамед Хассан Тутарстан вĕсемшĕн интереслĕ пулнине, республикăри нефтехимипе нефть тирпейлекен облаçсенчи проектсемпе çывăхрах паллашасси пирки пĕлтерчĕ.
Ку эрнере Хусан Кремлĕнче Раççейĕн икĕ регионĕн пуçлăхĕсем тĕл пулчĕç. Орел облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Козлов ертсе пыракан делегаци Хусанта ИТ-паркра пулса промышленность проекчĕсемпе паллашрĕ, бизнес представителĕсен çавра сĕтелне хутшăнчĕ. Ун хыççăн ТР Президенчĕпе тĕл пулчĕ. Александр Козлов сăмахĕсемпе, Тутарстанра пур çĕнĕлĕхсене те курма пулать. «Кунта эпир питĕ нумай проектпа паллашрăмăр, вĕсемпе сăмахсăрах хамăрăн чылай отрасльте усă курăпăр», – тенĕ кĕпĕрнаттăр. Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, республикăпа область хушшинчи тавар çаврăнăшне 500 миллион тенкĕрен ирттермеллех, Тутарстанра кăçал тыр-пул тухăçĕ чухăн пулнине шута илсен уйрăмах. «Эпир пĕр-пĕриншĕн интереслĕ», – тенĕ Президент.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ТР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствине Артем Сидоров ертсе пыма пуçларĕ. Министерство коллективне çĕнĕ хуçапа ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков паллаштарчĕ. Артем Сидоров ведомствăра ют çын мар, кунта вăл икĕ çул экологи министрĕн çумĕпе Булат Зиннуровпа çума-çумăн ĕçлесе опыт пухнă.
Ку эрнере ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствинче те улшăнусем пулчĕç. Марат Хуснуллина Мускава чĕнсе илнĕ хыççăн министерствăна Ирек Файзуллин ертсе пыма пуçларĕ, 2005 çултан пуçласа вăл министр çумĕ пулса ĕçленĕ.
 
: 975, Хаçат: 48 (882), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: