Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анне – чи ăшă, чи çутă, чи çывăх, чи ырă çын тĕнчере. Çак сăмаха ниепле те хытă, кăшкăрса, çилленсе калама çук. Чĕлхе çаврăнмасть. Мĕнле пулсан та çемçен илтĕнет: аннеçĕм.
Иртнĕ ĕмĕрте нумай ачаллă çемьесем сахал марччĕ. Сăмахран, Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче пурăнакан Сорокинсен пĕр çемйинче çичĕ ача çуралса ӳснĕ.
1961 çулта Виталий Сорокин Ульяновск облаçне кĕрекен Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ кăвак куçлă Роза ятлă хĕрпе пĕрлешет. Ял пурнăçĕ, мĕн каласан та, çăмăл пулман ĕнтĕ хăш вăхăтра та. Çапах та ăна-кăна пăхса тăман çынсем. «Çемье çавăрнă-тăк – ача çуратмалла», – теççĕ ватăсем. Çапла Виталипе Розăн та кашни ик-виç çултан тенĕ пек пĕчĕк пепкесем çемье шутне ӳстернĕ. Чи асли Юрий, шкул пĕтерсе Казахстана çити тухса кайнă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулса пурăнаççĕ. Татьяна – Мускав çынни. Олег, Юлия, Галина, Валентина тата Светлана Ульяновск хулинче пурăнаççĕ.
Çичĕ ача амăшĕ Роза Леонтьевна çитмĕл тултарнă пулсан та питĕ чипер-ха. Ватăсем каланă пек: «Хитре çынна ватлăх та илеймест». Анчах та пурнăçра вăл ача çуратса килте кăна ларман. Сăмахран, хĕрĕх çул чĕкĕнтĕр çумланă, кăларнă. Лаптăкне те сахал мар, виçшер гектар илнĕ. Фермăра ĕçлесе ĕмĕрĕ иртнĕ темелле. Мăшăрĕпе пĕрле кочегарта сахал мар вăй хунă. Тĕрĕссипе, пурне те çырса кăтартма та çук.
Халĕ мăшăрсем ялта иккĕш çеç пурăнаççĕ. Шел пулин те, хăйсемпе пĕрле пурăнакан юлман. Юрать-ха кĕçĕннине, Светланăна, 42-ре чухне çуратнă. Аслисем килтен тухса кайсан та унпа аванах йăпанса пурăннă. Çапах та хĕр ача ывăл пек мар, вăхăт çитсен атте-аннерен уйрăлса кайма тивет. Вĕсем инçе мар. Ульяновск хули Элшел ялĕнчен утмăл километра яхăн инçĕшĕнче çеç вырнаçнă. Çавăнпа та мăшăрсене хăйсене кăна вăраха хăвармаççĕ, кашни канмалли кунсенче хăшĕ те пулсан ашшĕ-амăшĕ патне килетех.
Çак вырсарникун Анне кунĕ пулнипе Сорокинсен мĕнпур ачи пуçтарăнса амăшне саламлĕç. Çапла кашни праçник кĕреке тулли çынпа пухăнать.
Кĕçех мăшăрсем пĕрле пурăнма пуçлани аллă çул пулать. Ылтăн туя çитиччен пурăнакан мăшăрсем питĕ телейлĕ темелле. Вĕсем пĕр-пĕрне сума суса, юратса, килĕштерсе пурнăçа ирттереççĕ.
 
: 984, Хаçат: 48 (882)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: