Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Журналист профессие улăштарса пĕр кун милицие «çаврăнас» йăла Тутарстанра çĕнĕлĕх мар, кăçалхи акци шучĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Çавна кура çак йĕркесен авторĕн те милици «стажĕ» виçĕ çулпа танлашрĕ. Ытти çулсенче участковăй тивĕçне пурнăçларăм пулсан, кăçал эпĕ – çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.
Опыт тени лайăх япала çав вăл, акцие темиçе хут хутшăннăран милици уйрăмĕн алăкне хăюллăн уçса кĕретĕн, мĕнле схемăпа ĕçлемеллине те чухлатăн. Шалти ĕçсен управленийĕн Хусан хулинчи «Зареченский» 3-мĕш номерлĕ милици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕнче те акă инструктаж ирттерсе вăхăта сая ямарăмăр, ара, «пĕлетпĕр, пулса курнă-çке». Уйрăм пуçлăхĕ Наталья Николаевна Моряшова подполковник хăйĕн «хуçалăхĕпе» кĕскен паллаштарнă хыççăн (уйрăмра 10 инспектор тăрăшать, учетра çул çитмен 123 çамрăк, 59 ăнăçсăр çемье, условно срок панă 12 çамрăк, тимлĕхре 12 вăтам шкул, 3 техникум, пĕр университет, аслă шкулсен икĕ филиалĕ иккен) «ĕçтешĕмпе» Ю.Малова майорпа çула тухма хатĕрлентĕмĕр. «Сирĕн нервăсем мĕнлерех? Атту пирĕн ĕçре темĕн те пулать, – ыйтрĕ çав хушăра Наталья Николаевна манран. – Хваттерсене кĕрсен унти халăхпа алă тытса сывлăх сунма, стенасем çине таянма, алăк хăлăпĕсене тытма ан тăрăшăр, хăвăрах ăнланатăр – таракан-пыйтă...» – асăрхаттармасăр чăтаймарĕ подполковник.
Вăхăт тенĕрен, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторăн чăнах та кашни минучĕ шутра, ĕçе çирĕп планпа пурнăçламалла. Асăннă уйрăмăн коллективĕ хĕрарăмсенчен кăна тăрать пулин те дисциплина арçынсеннинчен кая мар кунта, ара, милици ĕçĕ арçын тата хĕрарăм ĕçĕ çине пайланмасть-çке, устав пуриншĕн те пĕр.
Планпа пирĕн кунĕпе 5 çемьене, районти вĕрентӳ тата опекăпа попечительство уйрăмĕсене çитсе килмелле, юхан шыв техникумĕнчи пĕрремĕш курс студенчĕсемпе тĕлпулу ирттермелле. Пĕр сăмахпа, сывлăш çавăрса яма та вăхăт çук, утса мар, чупса çӳремелле. Майор хăйĕн участокне куç хупса пĕлет, ăна та ăнланмалла, вăл ку ĕçре 14 çул тăрăшать-çке. Çавăнпа майор мана утнă май ĕçпе васкаса паллаштарать. Палăртнă пĕрремĕш çемье – Богатырев урамĕнче пурăнакан Шарафеевсем. Тахçанах тимлĕхре пулнăран ку çемьепе пуçарнă папка та хулăн. Çемье чăнах та ахальлисенчен мар. Амăшĕ ĕçкĕç, эрех-сăра нумай ĕçнипе урисемпе питех утаймасть. Аслă ывăлне, 8-мĕш класа çӳрекен Ярослава, хăйпе пĕрле ĕçтерет. Çемье кĕçĕн ывăлĕ Авенир кафесенче ташласа ĕçлесе илнĕ укçапа тăранса пурăннă, халĕ ку тупăш та çук, таксикоманипе аппаланнипе, вăрланă тĕслĕхсем пулнипе ачана ятарлă шкула вырнаçтарма тивнĕ иккен. «Унта яни Авениршăн хăйĕншĕн лайăх, унта вăл вăхăтлă апат çиет, таса вырăн çинче çывăрать», – каласа парать майор. Акă палăртнă çурт, пĕрремĕш хутри алăк. Шаккатпăр, инспектор сассине палласа илнĕ 40-ри хĕрарăм пĕр турткаланса тăмасăр алăка уçрĕ. Подполковник асăрхаттарни тӳрех аса килчĕ. Ку хваттерĕн стенисем юсава мар, йĕпе мунчала хăçан перĕннине те манса кайнă-тăр. Çапах та 40-ри хĕрарăм çакăн пек условисенче пурăннишĕн хăйне мар, такама айăплама хăтланчĕ, вăл çурт-йĕр эксплуатацийĕн управленине те, больницăна та каяймасть-мĕн – чирлĕ. Юрать-ха, унăн «чирне» курма тивмерĕ, те ир пулнипе ĕçсе лартма ĕлкĕреймен вăл. Çул çитмен Ярославпа Авениршăн кун пек аннепе тата выртма вырăн та çук хваттерте пурăннинчен ытла пурăнманни лайăхрах та пуль текен шухăш та çуралчĕ.
Иккĕмĕш çемье те инçе вырнаçман, тепĕр çуртра çеç. «14-ри Дмитрий Ильичева учета илмелле», – кĕскен паллаштарать майор планри тепĕр ĕçпе. Çул çитмен каччă йĕркеллĕ çемьерех пурăнать пулин те, тӳрĕ çултан пăрăнма хăтланать. Çулла килтен тухса тарса федераллă шыравра та пулнă, киле таврăннă таврăнман тепĕр «историе» лекме те ĕлкĕрнĕ. Ново-Савиново районĕнче арçын ачан мобильлĕ телефонне туртса илнĕ иккен. Çак преступленишĕн пуçран шăлмаççĕ, паллах, Димăн та акă ноябрĕн 12-мĕшĕнче суда каймалла. «Дима, халĕ сана условно срок параççĕ, телефон çав тери кирлĕччĕ-и? Хăвăн малашлăхна пăсрăн вĕт ĕнтĕ?» – ăнлантарма хăтланчĕ майор. Анчах арçын ачашăн икĕ айкки те тăвайкки тейĕн. Калăн, хăй мар, такам урăххи суд сакки çине ларать.«Юрĕ, кайăп. Вăл ăнсăрта астумастăп та эпĕ», – терĕ вăл йăл-йăл кулса ним пулман пек. Инспектор алли витĕр çапла тепĕр ачан шăпи иртрĕ. Унăн малашлăхĕ чăнах та шухăшлаттарать. Хальлĕхе ача тӳрĕ çултан пăрăнман-ха, анчах ăса кĕрĕ-и вăл, хăй йăнăшне ăнланĕ-и? Темĕн, иккĕленӳллĕ.
Малалла çул районти вĕрентӳ уйрăмне выртрĕ. Юрать-ха, унта лайăх кăмăлпа, лайăх ĕçпе каятпăр. Вĕренӳ заведенийĕсенче çул çитменнисем правăна пăсассин профилактикипе ĕçлекен отрядсен списокне çирĕплетмелле пирĕн. Сăмах май, кун пек отрядсем кашни шкултах пур, 8-мĕш класс ачисенчен тытăнса 11-мĕш класс ачисем хăйсем тăраççĕ унта, шкулсенчи йĕркене сыхлаççĕ, кĕçĕннисене пулăшаççĕ. Кун пек отрядсем пурĕ районта 12, унта çул çитмен 168 ача тăрать.
Шел те, кун пек позитивлă ĕçсем инспекторăн сахалрах çав. Районти опекăпа попечительство уйрăмне те ырă ĕç илсе çитермерĕ пире. Дежнев урамĕнче пурăнакан Андрияновăпа Фатхуллинсен çемйин, тĕрĕсрех каласан, вĕсен 4,5 тата 6 çулти ачисен шăпине татса памалла. Амăшĕ ачисем çинчен манса темиçе кун çухалса пурăнать-мĕн, ачисем мĕнле пурăнаççĕ, мĕн çиеççĕ – ăна интереслентермест. Çемье тахçанах милици, опекăпа попечительство уйрăмĕн тимлĕхĕнче. Амăшĕ улшăнманнипе ачасене çак кунсенче приюта илсе кайма тивнĕ. Кирлĕ-и кун пек анне ачасене? Юлия Александровна опекăпа попечительство уйрăмĕн ертӳçипе И.Ю.Потаповăпа калаçса Андрияновăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарас ыйтупа суд валли кирлĕ документсем хатĕрлеме йышăнчĕç.
Çул çитмен çамрăксем правăна пăсассинчен, преступлени тăвассинчен профилактика ирттересси – инспекторсен тĕп тĕллевĕ. Ку мероприятисем çине нумай тимлĕх уйăрнипех-тĕр çамрăк граждансем тăвакан преступленисен шучĕ çулран çул чакать. Кăçал, тĕслĕхрен, 9 уйăхра ку районта пурĕ 18 преступлени тунă. Паллă ĕнтĕ, çул çитмен çамрăксем хăйсем правăна пăснине ăнлансах та ĕлкĕреймеççĕ, ара, вĕсен çак вăхăтра хăйсем çине тимлĕх уйăрттарас килет-çке. Çапах та, закон шӳт мар. Телефон вăрланăшăн, обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн, намăссăр сăмахпа калаçнăшăн, ытти преступленисемшĕн те пуçран шăлмаççĕ. Вăхăтра ăс кĕмесен, ятарлă шкул, ятарлă училище кĕтет. «Пирĕн ĕçре тĕрлĕрен пулать. Хăшĕ-пĕри кун пек учрежденисем хыççăн тӳрĕ çул çине тăрать, кун пеккисем тĕл пулсан тав тăваççĕ. Теприсене нимĕнле учреждени те ăса кĕртеймест», – каласа парать кун пирки Ю.Малова.
Планри тепĕр ĕç те кăмăла çĕклекенни пулчĕ. Хусанти юхан шыв техникумĕн студенчĕсем пире питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Ю.Малова майорпа студентсен обществăлла хăрушсăрлăх инспекторĕ Ю.Исаев аслă лейтенант вĕсене правăна пăссан мĕнле яваплăх кĕтнине, йывăр лару-тăрăва лексен ăçта каймаллине, камран пулăшу ыйтмаллине, мобильлĕ телефона мĕншĕн алăран туянмалла маррине, урамра çĕрлене юлса пĕччен çӳреме юраманнине ăнлантарчĕç. Çăмăлттай хăтланса биографие пăсни малашне мĕн патне илсе çитересси пирки асăрхаттарчĕç. Студентсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем те нумай пачĕç. Эппин, кун пек тĕлпулусен усси пурах. Çамрăк туссем йĕрке хуралçисен сĕнĕвĕсене ăша хываççех пулĕ тетĕп.
Тепĕр çемье патне çитиччен кун каç еннелле те сулăнчĕ. Çапах та пирĕн ĕç вĕçленмен-ха. Фрунзе урамĕнчи пĕр çуртра пурăнакан çамрăк аннене тĕрĕслемелле. Ĕçке пула вăл икĕ ачине çухатма та ĕлкĕрнĕ. Ăна суд ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă. Енчен те хăйне тивĕçлĕ тытмасан, кĕçĕн ывăлне, пĕчĕк Руслана та, воспитани пама шанмĕç. Çакна çамрăк хĕрарăм хăй те лайăх ăнланать. «Çук, кăна упратăпах», – шантарчĕ вăл пире.
Болотников урамĕнчи пĕр çуртра пурăнакан тепĕр анне те хăй сăмахне хальлĕхе тытнине курса ĕнентĕмĕр. Вăл та тинех ăса кĕнĕ ахăр: «Пачах ĕçместĕп, халĕ хваттере юсатпăр-ха», – терĕ вăл пире çывăракан ачисене вăратасран хăраса шăппăн. Малашне те хăй сăмахне тытсан аванччĕ те...
Тепĕр хваттер манăн «сменăн» хаваслă аккорчĕ пекех пулчĕ. Хăйне милици учетĕнчен кăларма йышăнни çинчен хыпара 11-мĕш класс хĕрĕ мĕнле йышăннине курсан, кунĕпе ĕçлесе ĕшенни те иртсе кайрĕ. «Хам йăнăша ăнлантăм, урăх нихăçан та килтен тухса тармастăп. Манăн ĕмĕтсем пысăк. Шкул пĕтеретĕп вĕт. Хусанти чи сумлă аслă шкулсенчен пĕрне вĕренме кĕме шутлатăп. Халĕ манăн кирлĕ-кирлĕ марпа аппаланма пĕрре те вăхăт çук, ППЭне хатĕрленетĕп, репетиторсем патне çӳретĕп. Тата атте çемьене таврăнчĕ вĕт манăн. Вăл та питĕ нумай пулăшать», – савăнăçне пытармарĕ мал ĕмĕтлĕ хĕр. Ăна итленĕ май, хĕр чăнах та хăй йăнăшне ăнланни палăрчĕ. Ачан ĕмĕчĕ, тĕллевĕ пурри хăех пысăк çитĕнӳ-çке. Пысăк йăнăшран вăхăтра хăтăлса юлнă, тӳрĕ çул çине таврăннă тепĕр çамрăк пултăрахчĕ вăл.
 
: 923, Хаçат: 46 (880)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: