Юнкун Хусанта ĕçлĕ визитпа Финлянди Президенчĕ Тарья Халонен хăйĕн мăшăрĕпе Пентти Араярвипе пулчĕ. Аэропортра Финлянди делегацине ТР Президенчĕ Рустам Минниханов кĕтсе илчĕ. Хусанта Тарья Халонен республика ертӳçисемпе тĕл пулчĕ, Хусан Кремлĕнче курса çӳрерĕ. Благовещени соборĕ умĕнче хăнасене Хусан тата Тутарстан архиепископĕ Анастасий кĕтсе илчĕ, соборта экскурси ирттерчĕ. Халонен госпожана Турă Амăшĕн Хусан пĕчĕк турăшне, унăн мăшăрне «Монастыри Казанской епархии» альбом асăнмалăх парнелерĕ. Паллах, Кул Шариф мечĕтĕнче те пулчĕç финсем. Мечĕтĕн имам-хатыбĕ Рамиль хазрат Юнусов финла пичетленĕ корана кăтартрĕ пысăк хăнана. Ăна Финляндире пурăнакан тутарсем парнеленĕ.
Финлянди делегацийĕнчи ĕçлĕ çынсем Тутарстанри промышленность предприятийĕсен тата ведомствăсен ертӳçисемпе «Корстон» кану, хăна çурчĕпе суту-илӳ комплексĕнче тĕл пулĕç. Унта ТР промышленность тата суту-илӳ министрĕн çумĕ Олег Власов тухса калаçрĕ. Вăл Тутарстанпа Финлянди хушшинчи экономика хутшăнăвĕсем лайăх аталанса пынине ырларĕ, республикăра энергие перекетлессипе программа йышăннă хыççăн пирĕн финсенчен вĕренмелли тата нумайланнине палăртрĕ, уйрăмах кил-çурт хуçалăхĕнче тата промышленноçра. Çавăнпа энергетикăпа çыхăннă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси тутарстансене питĕ интереслентерет.
Çав кунах Хусанти федераллă университетăн акт залĕнче Ăсчахсен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна Финлянди Президентне «Хусан университечĕн хисеплĕ докторĕ» ят парса чыслассипе çыхăнтарнă. Çак мероприятие ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăннă. Ларура Хусанти федераллă университетăн ректорĕ Ильшат Гафуров Ăсчахсен канашĕ Тарья Халонена икĕ çĕршывăн культурине пуянлатма тăрăшнăшăн, вырăс чĕлхине вĕреннĕшĕн тата сарнăшăн, наукăпа вĕрентӳ сферине аталанма кирлĕ пек условисем тунăшăн çак хисеплĕ ята пама йышăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Финлянди делегацийĕ Хусанти «IT-паркра» та пулса курчĕ. Кунта хăнасене кăтартса çӳрекенни, каласа параканни ТР информатизаципе çыхăну министрĕ Николай Никифоров пулчĕ. Вăл республикăри IT-технологисен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Паллах, Халонен госпожана «ТР электронлă Правительстви» проект çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Н.Никифоров республикăри учительсене пурне те ноутбуксемпе тивĕçтересси пирки те асăнчĕ.
![]() |