Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăварпа
Тăвар чашăк-тирĕке йăлтăркка тума пулăшать. Хура чейпе вараланнă куркасене кăштах йĕпетнĕ тăварпа сăтăрмалла – вĕр çĕннисем пекех йăлтăртатĕç.
Тăвар çавăн пекех тĕпĕ çуннă савăта та тасатать: ун тĕпне çур стакан тăвар сапмалла, ј стакан шыв хушса 7-8 сехет лартмалла. Унтан çуннă вырăнсене щеткăпа тасатмалла, сивĕ шывпа чӳхемелле.
Риспа
Рис термосри пăнтăхнă шăрша пĕтерме пулăшать. Термос ăшне 2-3 кашăк рис хумалла, ăшă шыв ямалла та хупласа силлемелле. Вара термоса ăшă шывпа чӳхесе илмелле.
Суханпа
Тутăхнă çĕççе аван тасатать. Каснă суханпа çĕççĕн лезвине сăтăрмалла, сивĕ шывпа чӳхемелле те тип-типĕ пуличчен типĕтмелле. Енчен те çĕçĕ вăйлах тутăхнă-тăк, процедурăна темиçе хутчен тумалла.
Çĕр улмипе
Çĕр улми çĕçĕсемпе вилкăсене йăлтăртатакан тăвать. Шуратнă çĕр улмине икĕ пая касмалла та каснă енĕпе тĕксĕмленнĕ вилкăсене, çĕçĕсене сăтăрмалла. Унтан сивĕ шывпа чӳхесе тип-типĕ пуличчен сăтăрмалла.
Лимонпа
Вараланнă кофейнике лимон тата лимон кислоти пулăшнипе çăмăллăнах тасатма пулать. Шалтан лайăх тасалтăр тесен ун ăшне шыв тултармалла, темиçе касăк лимон е 1 чей кашăкĕ лимон кислоти хушмалла та 5 минут вĕретмелле, кайран кофейнике таса шывпа чӳхемелле.
Горчицăпа
Унпа çуллă савăт-сапана çума меллĕ. Горчицăпа тасатнă хыççăн савăтсене чӳхемелле.
 
: 1173, Хаçат: 45 (879), Категори: Тĕпелте

Комментарисем:

Галя (2010-11-05 14:10:28):
Горчицăна апат содипе хутăштарсан савăт-сапа çума меллĕ. Пулă шăршине те пĕтерме пулăшать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: