Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕр пичĕ çинчи пур хула та пĕрешкел çуралать, пурнăçĕ, вилĕмĕ вара кашнин хăй тĕрлĕ. Хăшĕсем пин çултан иртсен «вăйпитти», пурнăç унта вĕресе тăрать (Хусан пек), теприсене вăйлă аталаннă çĕртех мур килсе çапать тейĕн, куç хупса иличчен хуларан хулаш юлать. Теприсене вăрçă-харçăсем тĕп тăваççĕ. Индири Фатехпур-Сикрин шăпи вара урăхларах килсе тухнă. Хула вăрçă мĕнне пĕлмен, çут çанталăк катаклизмĕсем юхăнтарса яман ăна, апла пулин те акă ĕнтĕ тăват çĕр çул ытла кунти пурнăç чарăнса ларнă. Унăн пушă урамĕсенче чуна савăнтарса ача-пăча вылямасть, чаплă керменĕсем те илемĕпе куçа килентерес вырăнне салхуллăн курăнса лараççĕ.
Моголсен императорĕ аслă Акбар вун пилĕк çултах тăлăха юлнă, çав çулах патшана ларма тӳр килнĕ унăн. Çамрăк пулсан та тавракурăмĕ питĕ анлă пулнă. Патшалăх ĕçĕсене йĕркене кĕртсе пĕтерсенех çамрăк патша хăйне интереслентерекен япаласем çине тимлĕх уйăрнă: искусствăсем, философи тата хĕрарăмсем. Патша çумĕнчи историк Абдул Фазл çырса хăварнă тăрăх, Акбар гаремĕнче пилĕк пин чура-хĕрарăм пулнă, çулçӳревçĕ- европеецсем самай сахалрах – виç çĕртен кая мар – тесе каласа панă. Апла пулин те чура-арăмсем патшана ывăл çуратса парайман. Трона кама хăвармалла? Аптранă патша Сикри ялне Салим Чешти шейх патне кайнă. Лешĕ императора шанчăка çухатма хушман, кĕçех ывăл çуралĕ тесе лăплантарнă, кĕлĕ вуланă. Мĕн тейĕр? Шейх калани тĕрĕсе килнĕ, часах Акбарăн еткерçĕ çуралнă. Патша калама çук хĕпĕртенĕ, савăннипе Сикри ялĕ çывăхĕнче хула тума пуçланă, Агра шĕкĕр хуларан вăтăр километрта. Акбар ывăлне шейх ятне панă, хула Фатехпур-Сикри (Çĕнтерӳ хули) пулса тăнă. Тăватă çултан çара ту хысакĕ çинче хула ӳссе ларнă. 1580 çулта çул çӳрекен иезуит пырса тухнă унта, ун сăмахĕсенчен хĕрсе стройка пынă çĕрте император та хура халăхпа тан тар тăкса тем пысăкăш чулсене ката-ката ĕçленĕ. Тăрăшни харама кайман. Куç умне тем пысăкăш кермен тухса ларнă. Анлă террасăсем, керменри хĕрлĕ хăйăр чулĕнчен тунă павильонсене илемлетнĕ эрешсене тинкеререх пăхсан чăннипех императорăн пуян ăс-хакăлĕнчен тĕлĕнетĕн – тĕрлĕ религи йĕрне тупма пулать кунта: ислам, христианство, буддизм, джанизм. 1584 çулта акăлчан усламçи Ральф Фитч кунта пулнă хыççăн акă мĕн çырнă:«Эпĕ тем пысăкăш хулара пулса куртăм, Лондонран кăшт та пĕчĕк мар вăл». Чăнах та вăл вăхăтра Фатехпур-Сикринче 200 пин çын пурăннă.
Патша керменĕнче хăйне пăхăнса тăракансемпе калаçма ятарлă палата, Диван-и-Ам пулнă. Император тронĕ ятарлă платформа çинче тăнă, çапла палатăрисем пурте Акбара пĕрмай курнă, мĕн те пулин ыйтас текенсемшĕн çакă питĕ меллĕ пулнă. Палата варринче касса эрешленĕ трон юпи тăнă, ун патĕнчен тăватă енне «кĕперсем» тăсăлнă. Философипе, теософипе интересленекен Акбар кĕперсемпе ута-ута калаçнă тĕрлĕ тĕн конфессийĕсен çыннисемпе.
Пушă вăхăта хаваслă ирттересси пирки те манман патша – виçĕ пӳлĕмлĕ Казна пытанмалла выляма та юранă. Диван-и-Кхас картишĕнче чи варринче тем пысăкăш чулран корт лартнă, пачим текен вăййа питĕ юратнă-çке Акбар (çынсене чул лаптăкĕ çинче хăвалама). Ик çĕр ытла çын вăййа хутшăннă, вун ултă раунд вылямасăр патша никама та вăйăран тухма ирĕк паман. Хăш чухне виçĕ уйăх та иртнĕ çапла.
Хулара пĕтĕм хĕрарăм керменĕнчен чи илемли Инди кнеç хĕрĕн керменĕ Джодх баи пулĕ. Вăл пуринчен пысăк, тюльпан пек эрешсемпе илемлетнĕ, кнеç хĕрĕ ан тунсăхлатăр тесе пулĕ, инди туррисем валли те вырăн тупăннă тата.
Хава Махал (Çилсен керменĕ) вара пачах урăхла, çӳллĕшпе те, анлăшĕпе те пысăк мар вăл. Строительсем уйрăмах унăн башнине питĕ хитре, чечен эрешсемпе капăрлатнă.
Кунта Христиансен королевин керменĕ (Мариам çурчĕ) те пур. Агрăра пурăнакансем каласа панă тăрăх, Мариам чирлесе ӳкнĕ. Врачсем те, ăрăмçăсем те пулăшайман ăна. Турра чунне пама хатĕрленекен хĕрарăм священнике чĕнсе килме ыйтнă. Чиркӳ çынни килсе Мариам сывлăхĕшĕн Турра кĕл тунă хыççăн хĕрарăм чĕрĕлнĕ. Акбар савăннипе Агрăра пĕрремĕш чиркӳ лартнă. Христиансен храмĕнчен Акбар склепĕ патне тата Агрăн Хĕрлĕ фортне çĕр айĕпе çул хывнă пулать. Çав çулсене ылтăн-кĕмĕл пытарнă теççĕ халапсем. Хальлĕхе çулсене тупни паллă мар, анчах пытарнă мула шырама юратакансем шанчăкĕсене çухатмаççĕ.
Фатехпур-Сикринче мăсăльмансен мечĕчĕ те пур. Даргаха (Джами Масджид та теççĕ) 1572 çулта тунă. Унăн картишĕнче Салим Чешти шейхăн вилтăприйĕ. Хĕрлĕ хăйăр чулне шап-шурă мраморпа эрешленĕ вилтăпри патне халĕ те ача ыйтса пыракансем нумай.
...1584 çулта Акбар хуларан кайнă, унпа пĕрле пурнăç та. Мĕншĕн? Шывшăн. Патша хула тума пуçласан çывăхра хулари пурнăçа тытса пымалăх шыв çукки çинчен шутламан та, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама васканă. Кайран вара йăлăхтарнă теттине хăварнă ача пек, урăх çĕре куçнă.
 
: 1254, Хаçат: 34 (712)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: