Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИ. Çар ретне тăма вăхăт çитнĕ каччăсем валли ноябрĕн 1-5-мĕшĕсенче Çырчаллинчи «Росинка» центрта спортпа çар лагерĕ ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – çамрăк ăрăва çар ретне хатĕрлесси. Унта салтака кайма вăхăт çитнĕ каччăсемсĕр пуçне аслă классенче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Программăра: физкультура тата стройпа утмалли хăнăхтарусем, çар службин никĕсне тата уставсене ăнлантарасси, культурăпа кану мероприятийĕсем.
ПАВЛĂ. Республикăра иртекен «Таса вăрман» акцие районти предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, ял çыннисем хастар хутшăннă. Павлă вăрман хуçалăхĕн инженерĕ В.Джусоев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем предприятисемпе ял çывăхĕсенчи чи таса мар 6 гектар лаптăка суйласа илнĕ. Пĕтĕмпе вара хăйсен çывăхĕнчи вăрмана 18 предприяти тасатма ĕлкĕрнĕ. Павлăсем ку акцире пурĕ 81 кубла метр çӳп-çап кăларнă.
ТЕЧЧĔ. Салтак çулне çитнĕ каччăсен команди (ял хуçалăх техникумĕн 3 студенчĕ, 1 кадет, педколледжăн 6 представителĕ) çарпа прикладной спорт тĕсĕпе Чистай хулинче иртнĕ республика спартакиадинче 15 команда хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
ЧИСТАЙ муниципаллă районĕ «Электронлă шкул» республика проектне хастар хутшăнать. Тĕслĕхрен, «Шкулсене – компьютер» акципе килĕшӳллĕн, шкулсене çĕнĕ компьютерсем панă. Шкула информатизацилемелл и программа хатĕрлесе, вĕрентӳ заведенийĕн аталанăвне, хăйсен сайтне хатĕрлесе конкурса тăратнă ултă вĕрентӳ учрежденийĕ вара «Вĕрентекене – компьютер» акцие хутшăнма тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра районта 174 учитель ноутбуклă пулнă та.
ХУСАН. ТР Патшалăх алкоголь инспекцийĕнче иртнĕ дегустаци Тутарстан услам çăвĕн пахалăхне çитекенни çуккине çирĕплетнĕ. Экспертсем лавккасенчен туяннă 10 тĕрлĕ çăва, вĕсенчен 5-шĕ ют регионсенчен кӳнисем, тутанса пăхнă. Мĕншĕн-ха услам çăва тĕрĕслеме шутланă? Экспертсен шучĕпе, шăпах çак продукта чи нумай фальсификацилеççĕ. Çапла вара пахалăхĕпе малти вырăна çак производительсене палăртнă: «Вамин Татарстан» УАО, «Вамин Татарстан» УАОн Çырчаллинчи сĕт-çу комбиначĕ, «Ешĕлвар сĕт-çу комбиначĕ» УАО, «Алабуга Соте» УАО, «Компания Юнимилк» (Мускав). Тĕрĕслев витĕр иртнĕ çусен 4 тĕсĕ патшалăх стандартне тивĕçтерменнипе (вĕсем тытăмĕпе маргарина çывăх) сутлăхран илме сĕннĕ. Сăмах май, пирĕн лавккасенче ку продукт 80 тенкĕрен тытăнса 300 тенке çитет. Паллă ĕнтĕ, суя çусен хакĕ (вĕсем, тĕпрен илсен, ют регионсенчен кӳнисем) самай йӳнĕрех пулнипе халăх вĕсене ытларах туянма тăрăшать.
***
Иртнĕ эрнере республикăра ВИЧ-инфекципе чирленĕ 19 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен чи нумаййи Хусан хулинче палăрнă, тухтăрсем кунта ВИЧ-инфекцие 13 çынра тупнă.
Çаплах шăши сивчирĕпе чирлекенсем те йышланнă, Тутарстанра иртнĕ эрнере ку чирпе пурĕ 14 çын чирленĕ, вĕсенчен Хусанта – 2, Çырчалли, Азнакай, Анат Кама тата Чистай районĕсенче – 1, Элмет районĕнче вара 6 тĕслĕх таранах палăрнă.
 
: 1030, Хаçат: 45 (879), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: