Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĔНĔ СОРТ
Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕ хура тулăн «Никольская» çĕнĕ сортне шутласа тупнă. Рутин шайĕ пысăк пулнипе вăл ачасемшĕн питĕ усăллă иккен, тухăçлăхĕ те сахал мар, гектартан 35 центнер. Кунсăр пуçне чечекре те нумай ларать, çакă пыл хурчĕсемшĕн лайăх. Çĕнĕ сортăн авторĕ хура тул селекцийĕн лабораторийĕн ертӳçи, биологи наукисен кандидачĕ, 32 çулти Л.Кадырова. Сăмах май, Тутарстан селекционерĕсем хура тулăн çĕнĕ сорчĕсене кăларассипе Раççейре малти вырăнта, çакна çĕршывра акакан кашни виççĕмĕш гектара пирĕн селекционерсем шутласа кăларнă сортсене акни те çирĕплетет.
ЯЛ ХУÇАЛĂХ СТРАХОВАНИЙĔ
РФ Патшалăх Думи ял хуçалăх страхованийĕ çинчен закон проектне пăхса тухасси пирки РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, ял хуçалăхне инкекрен сыхлакан çĕнĕ система çитес çулах ĕçлеме тытăнать.
АШ-КАКАЙ, ÇĂМАРТА
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурĕ 672,3 миллион штук çăмарта, 95,3 пин тонна чăх-чĕп ашĕ илнĕ. Ку енĕпе «Юбилейная» Чăх-чĕп фабрики» УАО пуринчен ытларах çитĕнӳ тунă, вăл 430 миллион штук çăмарта илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 124,6 процент. «Челны-Бройлер» тулли мар яваплăхлă общество вара суту-илӳ лавккисене 60,4 пин тонна аш ăсатнă.
ПАХАЛĂХЛĂ АШ
Пысăк пахалăхлă, тачка аша (мраморное мясо) малашне Тутарстан фермерĕсем хамăр республикăрах туса илме пултараççĕ. Арск районĕнчи К.Фатыхов фермер ку тĕлĕшпе Ростов облаçĕнчи ĕçтешĕпе килĕшӳ тунă та ĕнтĕ. Çапла вара герефорд ăратлă ĕне-выльăхăн пăрăвĕсене вăл Ростовран кӳрсе малтан хăй патĕнче ĕрчетесшĕн, каярах çамрăк пăрусене Тутарстанри ытти фермерсене сутасшăн.
СТРАУС ĔРЧЕТЕТ
Çӳлту районĕн фермерĕ нумай пулмасть Астрахань облаçĕнчен 10 страус чĕппине кӳнĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Кайăк-кĕшĕке фермер 7,5 пиншер тенкĕпе Астрахань облаçĕнчен туяннă. Вĕсене усрама унчченхи выльăх-чĕрлĕх фермине юсаса çĕнетнĕ. Чĕпсем 10 уйăхра 100-110 килограмм ӳт хушаççĕ иккен. Деликатес шутланакан какай, паллă ĕнтĕ, йӳнĕ мар, килограмĕ 500 тенкĕ. Ку енĕпе фермер Хусанти ресторан хуçисемпе калаçса татăлнă та. Малашне кайăк-кĕшĕк шутне вăл 200 пуçа çитерме ĕмĕтленет.
Кунсăр пуçне фермерăн шурă акăш та пур-мĕн. Ку «парнене» туянман, вăл хăех вĕçсе килнĕ. Ăшă енне çула тухнă акăш аманнă урине пула Çӳлту районĕнчи пĕверех юлнă. Г.Котдусов фермер, профессийĕпе выльăх тухтăрĕ пулнăскер, вĕçен кайăка илсе килсе сипленĕ, хăйĕн пĕвине янă çеç мар, ун валли мăшăр та шырама тытăннă. Çитес вăхăтра акăш валли мăшăра Мускавран кӳмелле. Фермер вĕсене ĕрчетме шутламасть, мĕншĕн тесен вĕсем ăна «чун валли» кăна кирлĕ.
 
: 1071, Хаçат: 45 (879), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: