Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сиенлĕ йăласемпе кĕрешесси тĕнчипех анлăн сарăлса вăй илсе пырать. Паллах, çак тенденци ĕнер-паян пуçланман, унăн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсемпе те хавхаланма ĕлкĕрнĕ сывлăхшăн кĕрешекенсем. Пирĕн çĕршывра та юлашки çулсенче çакăн çине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç, ку чăннипех савăнтарать. Çитменнине ытахальтен, ячĕшĕн кăна мар, чăннипех власть шайĕнче «çанă тавăрса» мерăсем йышăнма пуçлани çак ĕçĕн пултăкĕ пулассине шанма май парать. 2008 çулта çĕршыв та, республикăмăр та «Спорт тата сывă пурнăç йĕрки» девизпа çулталăка ирттерчĕ. Çак çул спорт тĕсĕсемпе аппаланакансене хавхалантарса учрежденисем, клубсем уçрĕç. Паллах, çакăнпа пĕрлех сывă пурнăçа пропагандăласси те вăй илчĕ.
Раççейре алкогольлĕ шĕвексем ĕçессине, наркотиклă япаласемпе хăйсене сиенлессине, пирус туртассине хирĕç кĕрешессине патшалăх законĕсемпе çирĕплетме пуçлани çывăх çулсенчех хăйĕн ырă «çимĕçне» парассине шанас килет. Паллах, енчен те чăннипех çамрăксене (вĕсем çĕршыв пуласлăхĕ, йăлăхичченех илтнĕ пулсан та) пирус турттарас мар тесен малтан çак пулăмăн сиенлĕхĕ çинчен нимĕн пытармасăр каласа памалла (мĕн чухлĕ пĕчĕкле ача ăнланать, çавăн чухлĕ усă ытларах калаçуран).
Америкăри Оклохома штатĕнчи ăсчахсем пĕчĕклех пирус туртакан, эрех-сăра ĕçекен хĕр ачасен ар аталанăвĕ юлса пынине тĕпчесе пĕлнĕ. Çакă вара организм аталанăвне те «уксахлаттарма» пултарать. Ăсчахсем чĕр чунсене сăнаса пăхса çапла пĕтĕмлетӳ тунă: табакпа алкоголь гормонсем çине витĕм кӳреççĕ, çавна пула арлăх енчен вăхăтра çитĕнсе çитеймеççĕ. Калас пулать, арлăх енчен аталанасси этемĕн 7-8 çулта пуçланать, чи малтанах хĕр ачасен кăкăрсем ӳсме пуçлаççĕ. Этемĕн физиологи аталанăвĕ вăтамран илсен 23 çулсенче вĕçленет. Çавăнпа çын йĕркеллĕн, сывлăхлă аталантăр тесен унăн организмне, клеткисене çителĕклĕ кислород, организмшăн кирлĕ веществосем çитмелле. Анчах токсинсем (çав шутра табак тĕтĕмĕ те) мар.
Ăсчахсем 11-21 çулсенчи 3106 хĕртен хăçан пирус туртма пуçланине, хăçан эрех-сăра тутанса пăхнине, хăçан хăйсем хĕр ачаран хĕре çаврăнма пуçланине асăрханине ыйтнă. Тĕпчев хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума тӳр килнĕ ученăйсен: респондентсенчен 3 проценчĕ эрех-сăра тутине, пирус тĕтĕмне ир ас тивнĕ. Вĕсен арлăх çитĕнĕвĕ вара тантăшĕсенчен самай юлса пынă. Çакăн çине çăмăлттайла пăхмалла мар, мĕншĕн тесен вăл ӳлĕм хĕр-хĕрарăм сывлăхĕ çине сисĕнмелле витĕм кӳрет. Тĕслĕхрен, хĕр ача арлăх енчен 13 çулта кăна аталанма пуçларĕ-тĕк, унăн ӳт-пĕвĕ вăхăтлă аталанаймасть, шăммисем те вăйсăр. Кайран, анне пулма вăхăт çитсен, ун пеккисен хырăм ӳкме пултарать е пачах çие юлмасть. Çавăн пекех стрессене йывăррăн чăтса ирттереççĕ.
Çыннăн ӳпки, анатоми енчен пăхсан 12 çулсенче çитĕнсе çитет, физиологи енчен тата каярах – 18 çулта, хăш-пĕрисен 21 çулта кăна. Этемĕн ытти органĕсем те 18 çул тултарсан тин çитĕнсе çитеççĕ.
Пирус туртнă чух ача юнне сĕрĕм нумай лекет. Вăл гемоглобинпа (кислорода «тĕксе кăларса») хутшăнать. Çакна пула органсене, ӳте кислород çитмест, вĕсем хăйсене пăвăнса ларнăн туяççĕ. Организм çине тăрса ӳснĕ вăхăтра çакă питĕ хăрушă. Çине-çинех пирус туртсан ача вилме те пултарать.
Чĕрепе юн тымарĕсене те туртни пысăк сиен кӳрет. Енчен те ача кĕçĕн классенче пирус туртма пуçларĕ-тĕк, 12-13 çулсене çитнĕ çĕре унăн сывлăш пӳлĕнме пуçлать, чĕре таппи улшăнать. Ача çулталăк çурă туртать пулсан, унăн сывлăш механизмĕн ĕçĕ пăсăлать. Вăл ӳсĕрет, тăтăшах сывлăш çулĕсем шăнса пăсăлаççĕ, вар-хырăм та япăх ĕçлеме пуçлать. Çула çитмен пирус туртакан çамрăксен хушшинче шала кайнă, çивĕчленнĕ бронхитсемпе аптракансем чылай.
Пирус туртни çамрăк çын умне тата тепĕр йывăрлăх кăларса тăратать: никотинпа ытти япаласем ачан пуç мими çине витĕм кӳреççĕ, шел пулин те, лайăх енчен мар. Ача çулĕпе мĕн чухлĕ çамрăкрах, пуç мимине юнпа тивĕçтерессине никотин çавăн чухлĕ хăвăртрах пăсать (апла пуç мими кирлĕ пек ĕçлеймест).
Специалистсем тахçанах асăрханă: пирус туртакан шкул ачисен тимлĕхĕ çухалать, информацие нумай вăхăта астуса юлмаççĕ, вĕсем хăвăрт ывăнаççĕ («иккĕ» паллăпа вĕренекенсенчен чылайăшĕ пирус туртнине палăртнă специалистсем).
Енчен те çын пĕрремĕш пирусне ачаллах туртнă пулсан, 30 çула çитнĕ тĕле вăл инвалида тухас хăрушлăх пысăк: шала кайнă ӳпке чирĕсем, чирлĕ чĕре, самăрлăх. Çитĕнсе çитсен туртма пуçланисен сывлăхĕ 50 çулта çак 30 çулти «инвалидăнни» пек пулĕ.
 
: 923, Хаçат: 44 (878), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: