Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Суварăн» иртнĕ номерĕнче республика шайĕнчи «Кадровый резерв» проект шайĕнче «Вверх!» конкурс иртни çинчен кĕскен çырнăччĕ ĕнтĕ. Вăл яш-кĕрĕме республикăри çамрăксен элити йышне «экстерн» майĕпе лекме шанăç парать.
Конкурс валли заявкăсем пуçтарас кампани хăйĕн çимĕçне пани куçкĕрет: унта Хусан хулин, Лайăш тата Алексеевски районĕсен çамрăкĕсем заявкăсем панă та ĕнтĕ. Хăйсен вăйне конкурс программинче виçсе пăхма шут тытнисене нимĕн те хăратмасть, ара, «çӳлелле» хăпарас çул нихçан та çăмăл пулман вĕт.
Жюрие хаклама тăратнă портфолиосенче тĕрлĕ дипломсем, рекомендацисем йышлă, вĕсенче хуçин интересĕсене палăртнă. Конкурса хутшăнакансем хăйсене ăçта практика иртме, мĕнле ĕç тума интереслине тӳрех палăртаççĕ. Нумайăшĕ Экономика, Информатизаци тата çыхăну, Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм, Вĕрентӳпе наука, Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн, Культура, Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министерствисенче ĕçлесе пăхма кăмăл пулни çинчен пĕлтернĕ.
Çамрăксем икĕ ӳсĕм категорийĕнче – 18-22 тата 23-30 çултисем – тупăшаççĕ. Кĕске вăхăтрах аналитика ĕç-хĕлне, ертсе пырассинче хăвăрт йышăну тума вĕреннисĕр пуçне яш-кĕрĕмĕн патшалăх влаçĕн органĕсенче стажировка иртме, вăхăтлăха министрсен дублерĕсем пулма, Республикăри çамрăксен форумне хутшăнма май пур.
Хисеплĕ çамрăк вулаканăмăр! Енчен те çӳлерех çырни сана интереслентерсе ячĕ пулсан, «Вверх!» конкурса хутшăнмашкăн заявка пама эсĕ те кая юлман-ха. Заявкăсене 2010 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕччен www.rezervrt.ru сайт е v_verh@mail.ru электронлă почта урлă йышăнаççĕ.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче куçăн тапхăр пуçланать, урăхла каласан, унта экспертсем конкурса хутшăнакансен ĕçе йĕркелес тата ертсе пырас, калаçас ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.
 
: 959, Хаçат: 44 (878), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: