Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш çамрăкĕсем валли Тутарстанра мĕнле хушма хаçат тухса тăрать-ха? Тĕрĕс, «Суварти» «Çунатлă çамрăклăх»! Республикăра пурăнакан, вĕренекен ачасемшĕн çамрăк ăру ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăван чĕлхепе вуласа пĕлни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каламалла. Манпа çамрăксем пĕр сăмахсăрах килĕшеççĕ, паллах. Уйрăмах шкулта аслă классенче вĕренекенсем «Сувар» хаçат çинчен сăмах хускатсан «Çунатлă çамрăклăх» хушма кăларăм пирки калаçма пуçлаççĕ, унта тухнă статьясене, çĕнĕлĕхсене вуланине аса илеççĕ.
Ытти çулсенче хамăр республика çамрăкĕсем çеç хаçатпа киленетчĕç, халĕ вара Пушкăртстан, Чăваш республикисен тата Самар, Чĕмпĕр облаçĕсен каччисемпе хĕрĕсем те хаваслансах пирĕн хаçата вулаççĕ.
Ытти регионсенче «Сувара» пĕр-ик çул кăна çырăнма май пулнипе, нумай çĕрти йăхташсем Тутарстан хаçатне алла тытса вулама пулнине пĕлмеççĕ те-ха.
Сăмахран, Чăваш Енри Етĕрне районĕнчен килнĕ çамрăксем «Сувар» хаçата курсан питĕ хытă тĕлĕнчĕç. «Мĕнле пултаруллă вĕт-ха эсир. Хăвăр республикăри хыпарсене çеç мар, кӳршĕсем мĕнлерех пурăннине те вулакансене пĕлтерсе тăратăр. Эсир чăвашла тухса тăракан пур хаçатран та маларах пыратăр», – терĕç вĕсем.
Эпир вĕсене «Сувар» сайтне кĕрсе малашне те хаçата пăхса тăма сĕнтĕмĕр. «Сайтра пăхăпăр та-ха, çак «пуян» хаçата алла тытса вуламасан чун чăтмасть», – теççĕ хаçат страницисене çавăра-çавăра.
Çапла, Чăваш Енрен килнĕ хăнасем хаçат çинчен кăмăллă сăмахсем каласа пирĕн чĕресене «пылпа сĕрсе» хăварчĕç.
 
: 1093, Хаçат: 44 (878), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Степанова Лариса (2010-10-29 22:33:56):
Питĕ илемлĕ ÿкерчĕк! Чунăм килленсе сăнать!!! Тавах сире!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: