Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПРОФВĔРЕНТĔВЕ – 70 ÇУЛ
Иртнĕ эрнере Хусанти «Корстонра» пуçламăш профессилле вĕрентӳ системи йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине анлăн уявларĕç. Тĕрĕссипе ку паллă кун октябрĕн 2-мĕшĕнчех пулнă-ха. 70 çул каялла шăпах асăннă кун СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн «Патшалăхăн ĕç резервĕсем çинчен» Указĕ тухнă. Çичĕ теçетке çул иртсен те çак отраслĕн тĕллевĕ – рабочисем хатĕрлесси – улшăнман. Тутарстанра юбилее Лицеистсен балне, тĕрлĕ конкурссемпе çул çӳревсем ирттерсе, «Виват, профтех!» кĕнеке кăларса паллă тунă.
Сăмах май, Тутарстанра пуçламăш тата вăтам профессилле вĕрентӳ учрежденийĕсем пурĕ 136. Вĕсенче çулсерен 60 пине яхăн çамрăк 180 ытла тĕрлĕ профессипе специальность алла илет.
Уяв ячĕпе профвĕрентӳ системин ветеранĕсене, училищĕсемпе лицейсен директорĕсене, вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсене ТР культура министрĕ З.Валеева, ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ А.Шафигуллин, Патшалăх Канашĕн тата Президент Аппарачĕн представителĕсем саламларĕç.
ДУМĂРА ПУЛСА КУРНĂ
Республикăри ача-пăча тата çамрăксен пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен «Çулталăк лидерĕ – 2010» конкурсĕн 15 çĕнтерӳçи октябрĕн 22-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думинче пулса курнă. Çул çӳреве РФ Патшалăх Думине Тутарстанран депутата суйланнă Виктория Черкесова йĕркеленĕ. Çӳлерех асăннă конкурс çĕнтерӳçисем Патшалăх Думин сессийĕ еплерех иртнипе паллашнă, Тутарстанăн Мускаври Полномочиллĕ Представительствине çитсе курнă.
КĔНЕКЕ ТЕ, ТЕТРАДЬ ТЕ КИРЛĔ МАР
Анат Камăра вĕрентӳ процесĕ хальхи саманапа тан ĕлкĕрсе пырать. Хулари 10 № шкулти пĕр класра халь вĕренӳ кĕнекисене, тетрадьсене тата класс журналне компьютер ылмаштарать. Хальхи технологисен вăйне хăйсем çинче аслă класра вĕренекенсем тĕрĕслеме шутланă. Заданисен ытларах пайне сетьре вырнаçтарнă, вĕренекенсем задачăсене шутласан педагога компьютер урлах тĕрĕслеме параççĕ. Çапла вара Анат Кама Тутарстанра хальхи технологисемпе активлă усă куракан пĕрремĕш хула пулса тăнă. Паллах, вĕренӳ пуçланиччен нумай ĕç пурнăçлама тивнĕ. Тĕслĕхрен, экспериментлă класс педагогĕсен çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен компьютер грамотин курсне иртме тивнĕ, вĕсемех вĕренекенсем валли ятарлă программăсем шутласа кăларнă. «Электронлă шкул» проект та Анат Камăра ăнăçлăн ĕçлет, ун шайĕнче хулари 426 педагога ноутбукпа тивĕçтернĕ те ĕнтĕ.
ВЫЛЯКАНСЕМ ЛАЙĂХРАХ ĔÇЛЕÇÇĔ
Колорадо (АПШ) университечĕн тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх, видеовăйăсем вылякансем ĕçе лайăхрах пурнăçлаççĕ, вĕсен ăс-тăнĕ те çирĕпрех. Выляма кăмăллакансен пĕлĕвĕ 11 процент пысăкрах, ĕçе хăнăхаслăх 14 процент, çĕнĕ информацие астуса юласси 9 процент çӳллĕрех. Тĕпчев видеовăйă çул çитмен ачашăн киленӳ кăна мар, пуç мими валли тренажер та пулнине çирĕплетет.
 
: 952, Хаçат: 44 (878), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: