Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Типĕ çанталăка пула кăçал ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çăмăлах пулмарĕ, паллах, сăмах кунта тухăç япăххи пирки кăна пымасть, пухса илнĕ çуклă-пурлă тырра, пахча çимĕçе вăрласран упрасси çинчен те. Мĕншĕн тесен халăх выльăх валли çителĕклĕ утă-улăм, тырă хатĕрлейменнипе хăш-пĕри питĕ меллĕ усă курма тăрăшрĕ. Тĕслĕхрен, ТР ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен подразделенийĕн сотрудникĕсем сентябрĕн 17-мĕшĕнче Азнакай районĕнчи «Азнакай» Агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн склад заведующийĕ накладнойри 20 центнер тырă вырăнне 25 центнер панине алăран ярса тытман пулсан, вăл пĕр шухăшсăрах 2,5 пин тенкĕ укçана кĕсьене чикетчĕ.
Ял хуçалăх отраслĕнчен мĕн вăрлама май пур, урăхла каласан, мĕн начар выртать (выльăх апачĕ, тырă, çунтармалли-сĕрмелл и материалсем, минераллă удобренисем, наркăмăшлă химикатсем, пахча çимĕç, техника хатĕрĕсем тата ытти те) – çавна «пуçтарманни» пур-ши хальхи вăхăтра? Ара, халăхра кам ăçта ĕçлет – çавăнпа тăранать текен принцип хăй актуаллăхне çухатмасть-çке. Çакна шута илсе ТР ШĔМĕ ял хуçалăхĕсен, район пуçлăхĕсемпе пĕрле çуллен вырма вăхăтĕнче «Урожай» оперативлă профилактика мероприятине ирттерет. «Ку мероприяти йăлана кĕни пирĕн ĕçе çăмăллатрĕ. Мĕншĕн тесен тухăçа, хуçалăхăн ытти пурлăхне вăрласран сыхлас тесе район ертӳçисем хăйсем те тăрăшаççĕ. Кăçал лару-тăру ытти çултисенчен йывăртарах пулсан та ял хуçалăхĕнчи преступленисем сахалрах палăрчĕç. Патшалăха кӳнĕ сăтăр 950 пин тенкĕпе танлашрĕ, пĕлтĕр ку кăтарту 4 миллион тенкĕ ытлаччĕ», – тесе пĕлтерчĕ Тутарстанри обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертӳçин тивĕçне пурнăçлакан В.Соколов «Урожай» мероприятин пĕтĕмлетĕвĕсене халалланă пресс-конференцире. Çапла вара «Урожай» мероприяти 600 пин тенкĕ пурлăха, 21 тонна тырра, 2 тонна ытла çунтармалли-сĕрмелл и материалсене, 5 тонна пахча çимĕçе, 56 тонна выльăх апатне патшалăха тавăрса пама пулăшнă.
Вырма вăхăтĕнче кăна пурĕ 168 преступление шута илнĕ. «Кĕсьепе вăрланăшăн», урăхла каласан вак преступленисемшĕн, 449 çынна административлă яваплăх тыттарнă.
Типĕ çанталăк милици сотрудникĕсен ĕçне нумайлатнă. Калăпăр, ытти çулсенче çĕр улми, пахча çимĕç вăрлани пачах та пулман пулсан, кăçал ку та палăрать. Тĕслĕхрен, Хусанти пĕр пасара лартнă автомашинăран тăватă çын 500 килограмм çĕр улми, 66 килограмм помидор (пурĕ 11.670 тенкĕлĕх) вăрланă.
Ял хуçалăх ярмăрккисене илес пулсан, вĕсем те ытти çулсенчинчен самай шавлăрах иртеççĕ. Урăх регионсенчен 1000 ытла машина Хусана пахча çимĕç тиесе килнĕ. Ярмăрккăсенчи йĕркене хураллама, пасар çывăхĕсенчи çулсем çинчи транспорт юхăмне йĕркелесе тăма хушма милици нарячĕсене, ПАИ ĕçченĕсене уйăрнă. Телее, хальччен ярмăрккăсенче йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх те пулман.
Уйрăм хуçалăхсенчи, агрофирмăри, хресчен хуçалăхĕсенчи выльăха хапсăнакансем те çук мар пирĕн республикăра. Тĕслĕхрен, кăçал 9 уйăхра Тутарстанра 345 выльăх вăрланă. Милици сотрудникĕсен аллине Элмет тăрăхĕнче ку енĕпе «специализациленнĕ» ушкăн çакланнă, ТР ШĔМĕн Уголовнăй шырав управленийĕн пуçлăхĕ В.Иванов каланă тăрăх, çак ушкăн Сарман, Элмет, Лениногорск, Анат Кама, Аксу тăрăхĕнче вăрланă 12 тĕслĕхе çирĕплетме пултараççĕ.
В.Иванов ял хуçалăхĕнчи преступленисемшĕн преступниксене кăна мар, ял хуçалăх ертӳçисене те айăплать. Мĕншĕн тесен хуçалăх пурлăхне упрас тесе вĕсем нумай чухне нимĕн те тумаççĕ е хуралçă ĕçне ĕçкĕçе шанса параççĕ. Паллах, контроль çук-тăк, «начар выртакана» çаклатса каяççех. Çавăнпа милици ĕçченĕсем малашне кун пек çăмăлттай ертӳçĕсемпе хуралçăсен ĕçне видеокамерăсем çине ӳкерме тытăнасшăн. В.Соколов каланă тăрăх, кун пек ĕçĕн усси пулатех.
«Урожай» оперативлă профилактика мероприятийĕ тепĕр преступниксене – руль умне ӳсĕрле ларакансене – çăварлăхлама та пулăшать. Кăçал та ял хуçалăх продукцине машинăпа ӳсĕрле турттарнă 50 водитель милици аллине çакланнă-мĕн. Республикăра кун пек водительсен айăпĕпе çул-йĕр çинче икĕ инкек пулнă, пĕр çын суранланнă.
 
: 1125, Хаçат: 44 (878), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: