Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун хисеплĕ ентешĕмĕр, Павлă районĕнчи Потап-Тăмпăрлăра çуралса ӳснĕ чăваш çыравçи А.А.Афанасьев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Алексей Андриянович 1925 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче ялти учитель çемйинче çуралнă. 1932-1935 çулсенче Алексей Афанасьев колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, кайран – вăтам шкулта. 1942 çулта пулас çыравçă хăйсен районĕнчи Удмурт-Ташлăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта удмурт чĕлхине вĕрентме пуçланă. 1940-мĕш çулсенче вăл çыравçă пултарулăхне пĕрремĕш хут тĕрĕслесе пăхнă.
1943 çулта Афанасьева Хĕрлĕ Çар ретне чĕнеççĕ. Çарпа пехота училищинче вĕренме тӳр килнĕ ăна. Вĕренӳ вĕçленсен авиадесант, пехота çарĕсенче хĕсметре тăнă, Карелие фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Алексей Афанасьева III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă, медальсене те тивĕçнĕ.
Вăрçă пĕтсен Алексей Андриянович тăван ялне таврăннă, 1951 çулчченех унта учительте ĕçленĕ. Кайран районта тухса тăракан «Знамя» хаçат редакторĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах Пĕкĕлмери учительсене хатĕрлекен институтран вĕренсе тухма та ĕлкĕрнĕ.
Алексей Афанасьевăн пултарулăхне вулакансем тĕрлĕ енлĕн хаклаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕр вăхăтрах çепĕç чĕлхеллĕ поэт та, ăста куçаруçă та тата ырра шанма хавхалантаракан, чăваш халăхне юратма, сума сума вĕрентекен прозаик та.
Тĕслĕхрен, К.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине, А.Алган «Шывармань» легендине, П.Осиповăн «Айдар» драмине удмуртла куçарнă, А.Каблуковăн «Пĕчĕк Максим» поэмине, В.Садовниковăн «Чăнкă ту çинче» комедине тата ытти хайлавсене удмуртларан чăвашла куçарнă. Кĕнекесем çине «Куçараканĕ А.Афанасьев» тесе çырман пулсан вулакан çав хайлавсене «автор çырнипех вулатăп» тесе шутлать-тĕр, çав тери ăнăçлă куçарнă, сăмахĕсем питĕ вырăнлă.
Алексей Андрияновичăн хăйĕн кĕнекисенчен «Заставăри тревога» хайлавĕ пичетленсе тухсанах ачасем каçса кайса вулатчĕç. Кĕнекери ĕç-пуç питĕ хăвăрт аталанса пырса вулакан тимлĕхне пĕтĕмпех тытса илетчĕ. Ыттисенчен питĕ уйрăлса тăракан тепĕр пысăк произведени вăл – «Юманлăх çулçă тăкмарĕ». Ăна вулакан питĕ хапăлласа йышăннă. Ахальтен мар çак виçĕ пайран тăракан пысăк ĕçе икĕ хутчен те пичетлесе кăларнă – 1982 тата 1989 çулсенче. Çакăнта автор пирĕн ума чунне уçса тухса тăрать: паллах, чи малти планра тăван халăх, унăн ĕçри тата вăрçăри паттăрлăхĕ. Кĕнекери геройсен сăнарĕсем психологи енчен илсен интереслĕ, кăткăс. Пĕр майлăн кăна йышăнаймастăн вĕсене, характерĕсем тулли, вĕçленсе çитнĕ. Паллах, паянхи кунпа танлаштарсан «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» пачах урăх вăхăта, саманана сăнлать, апла пулин те, ăна вулама интереслĕ. Çапла пулмалла та чăн-чăн литературăн.
Алексей Андриянович Афанасьев 1985 çулта вилсе кайнă, 60 çулхи юбилейне паллă тума та ĕлкĕреймен.
 
: 894, Хаçат: 43 (877)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: